Хунсен империйĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Шаблон:Авалхи патшалăх

Хунсен империйĕ Аттил вăхăтĕнче

Хунни (Гуни, Хунгарди) — Скифипе Германи çĕрĕсем кĕнĕ. Пĕрле тĕрлĕ халăх пурăннă, тĕп вăйĕ VI ĕмĕр тĕлнелле хунсем шутланнă.

Кун-çулĕ

Чăваш Ен кун-çулĕ Чăваш Республикин гербĕ
Авалхи тĕнчере
Баланово культури
Пура культури
Апаш культури
Анань культури
Хулаш культури
Вăтам ĕмĕрсенче
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр)
Аслă Пăлхар (632 — 671)
Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240)
Ылтăн Урта (1240 — 1438)
Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552)
Хусан патшалăхĕ (1452 — 1708)
Раççей империнче
Хусан кĕперни (1708 — 1920)
Чĕмпĕр кĕперни (1796 — 1924)
РСФСР, (СССР)
Чăваш автономи облаçĕ (1920 — 1925)
Чăваш АССР (1925 — 1990)
Чăваш ССР (1990 — 1992)
СССР аркансан
Чăваш Республики (1992-па)
Чăваш Ен хронологийĕ
Авалхи чăваш хулисем

Пĕрремĕш патшисем

К. М. Алиев хыпарĕсемпе, Хуннин пĕрремĕш патши [1] Тедрехон пулнă темелле. Ăна Зеноб Глакăн «Тарон историнче «Север патши Тедрехон» тенĕ. Вăл ертсе пынă барсил çарĕсем Каçпи каçăвĕпе Албание кĕрсе каяççĕ. Тĕрĕк йăхĕсем кайран ăна турă шайне хăпартаççĕ те Тенгрихан теме пуçлаççĕ (ăна уйрăмах Атăл çинче чысланă). «Агвансен историнче» (VII ĕм.) унăн Иранра тӳрĕ параллелĕ пур — «Аспендиат», ирансен Исфендияр («таса, тасалнă, турă евĕр»). Кайран Хунугур (турă шайне хăпартнă) ертсе пынă, ун пирки 373 çулта «Агван историнче» асăннă.

374 çулта Еврогун империне никĕслекенĕ Пăламар шутланать (Баламбер: Оздек Р. Тюркюн гызыл китабы. Бакы. 1992. 1 китаб. С. 69), Хунну Империне никĕслекенĕн Мете-хаканăн еткерĕ. Патша ăратĕнчен тухнă Базук тата Курсих, Кавказ лешьенчи перс çĕрĕсене 395 çулта çарсемпе кĕрсе каяççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те «хунсен патша ăратĕнчи пайташсем» пулаççĕ.

Пăламар 400 ç. тĕлнелле вилет, влаçа унăн Юлдуз-хан ывăлне юлать[2].

Кĕçех влаç Юлдузăн ывăлне, Каратона (Харатона) куçать. Вăл тăрăнра 410 çулчен пулать. Каратонăн Охтар, Руа (Руас,Ругила), Айбарс, Мунчуг (Мундзук, Мундзук, Монджак) ывăлсем пулнă. Юлашкин ывăлĕ вара Аттила пулать. Мундзук-Манджак Валиан славянĕсен тăрăнĕ шутланнă. Хуннин аталанăвне Аттила куккăшĕ — Ругила (Руас) — пысăк ӳсĕм кӳрет: вăл 410 — 434 çулсенче астул тытса тăрать.

Аттила империйĕ

40 çулхи Аттила, Мунчук ывăлĕ, куккăшĕ вилсен (Константинопăль харçи вăхатĕнче çиçĕм çапнă) император астулне ларать. Аттила ертсе пынă чухне империне 45 — 50 тĕрлĕ халăх кĕнĕ. 445—453 çç. Аттила хунĕсемпе тăмарĕсем Германие, Францие, Çурçĕр Италие ярса илеççĕ, Рим импери çине ясак хураççĕ. «Аттила ячĕ историре … Александр Македонский тата Юлий Цезарьпе пĕрле хăйĕн вырăнне йышăннă», — палăртнă А.Тьерри.

Аттила ывăлĕсем

Аттила вилсен Эрнак тата Денгизик кĕçĕн ывăлĕсем (аслине, Илеке, вĕлереççĕ) хăйсен тĕп вăйĕсене Тăнай анат енне, Азовпа Каçпи çумне илсе каяççĕ. Çĕршыв территорийĕ пĕчĕкленме тытăнать.

Арамаçи (Кавказ) Хунни

Арамаçи Хунни тата юнашар çĕрсем,
650 ç. тĕлн.

Кавказ Хуннийĕ — 6-7 ĕмĕрсенчи тĕрлĕ йăх-ăруллă Атăлçи Хуннин тĕрĕс мар ячĕ, вĕсен Кавказ (Арамаçи) таврашĕнче те тăмалли вырăнсем пулнă. Урăххисем те, çурçĕр енчи архонсем те пулнă, вĕсене карттă çинче кăтартман. VI ĕмĕрте хунсен (мĕнпур ?) патши Болах (Валах, Волах) пулнă, арамĕ — паллă Боа-рикс, (Берихос) — Висанти тăмăрĕ. Патша арăмен резиденцийĕ — пĕр версипе — Вăрачанра пулнă, халĕ вăл Уллу-Бойнак (Уллубийаул). Хунсен чĕлхинче ячĕ «Берик», «Берик-киз» евĕр пулмалла. Н. А. Баскаков этимологие берик («парне, пару, кучченеç») + грексен вĕçлевĕ тесе ăнлантарать. Эхер те висантисем ята готсен калаçăвĕнчи евĕр астауса юлнă пулсан, вăл Боя (Боя-рикс) патша тени пулать.

Кун хыççăн патшара Зилигд (Зилгивин , Зилгиби) — Амбазук ывăлĕ, пулас — ларнă.

Вăл çаплах висанти императорĕпе Юстинианпа Сасансене хирĕçле туслă пулнă. Вĕсемпе кĕрешме 26 пин çынлă хуннсен çарне тăратнă. Кавадпа вăрçнă чухне пуçне хунă.

Висанти çăлкуçĕсенче ун пирки тĕрлĕрен çырнă: Зилигд, Зилгивин, Зилги, Зилгиби. Тăван ячĕ Зилги бий (=3илги кнеç) пулмалла. IX ĕмĕрте çавкăн пек ятлă атăлçи пăлхарĕсен патши Силки пулнă. Зилги/Силки (йылкы/жылкы) пĕлтерĕшĕ — «лаша, тапун» (Феофан Исповедник , Феофан Исповедник. Хронография // Чичуров И. С. Византийские исторические сочинения. М. 1980. С.49, 50).

Хунсен патши — Муагер, Муагер е Муагерис. Вăл христос тĕнне тытса пынă хăйĕн пиччĕшне — Гордăна вĕлерсен —астула йышăнать. Каярах вăл хăй те христос тĕнне кĕрет. Ăнчах та висантисем христос тĕнне йышăнассине Каçпи таврашĕпе мар, Босфорпа (Азовçумĕпе) çыхăнтарнă. Г.Моравчик çырнипе, ячĕ венгрсен Модери пĕлтерĕшĕнчен пулса тухать, унăн варианчĕ — Магъяр. Ю.Немет, Могьери кубань хунн-пăлхарĕсен патши пулнă тет[3]

Горда пирки Феофан Исповедник çапла пĕлтерет: «527/528 ç. император килне Босфор çумĕнче пурăнакан хунсен Горда патши пынă, христос çынни пулса тăрать. Император ăна йышăнать, чылай парнепе тивĕçтерсе, ромейсен патшалăхне тата Босфор хулине сыхлама хăйĕн çĕр-шывне ярать» Кайран, Азов çумĕнче христос тĕнне хаяррăн кĕртне чухне ăна вĕлернĕ.

Грексен «Хронографисенче» Гордас, Хордасд евĕр вуланать. Ятăн этимологийĕ паллă мар. Г. Моравчик тĕрĕк-венгр этимологине — Огурда — «огурсен тусĕ» тата тĕрĕк: Курт — «кашкăр», сĕнет. Çаплах тĕрĕк варианчĕсем пур: Кардаш — «пĕр варти тăван». Хунсен патши Стиракс, Кавад шахăн тăмăрĕ, 520 çулта 12-пинлĕ çарпа шах майлă пулса тухнă, анчах та халĕ Манас, Манас (Кумыки) ятла вырăнта Боарикс çарĕсем тапăннă та пĕтĕмпех аркатнă. Стиракса кандала лартса Буйнак районĕнче пулнă, унта халĕ археологсем вăтам ĕмĕрти пурăнан вырăнсене тата хулашсене тупса тĕпченĕ (Федоров Я. А. Федоров Г. С. Ранние тюрки на Северном Кавказе. М., 1978, с. 184.).

Гленис е Глонис

Хунсен патши Глон, (Гленис, Глонис) Стиракспа пĕрле Кавада шах майлă пулса харçăна каять. Боарикс çарĕсемпе Уллу-Бойнак патĕнче 527 çулта вăрçнă чухне пуçне хунă.

VI ĕмĕрĕн варринчен пуçласа Хунъен пĕрлĕ патшалăх шайĕнчен тухать, унăн вырăнне пĕр-пĕринпе кĕрешекен çурçĕр архонлăхĕсем çие тухаççĕ, вĕсем хушшинче хунсемпе танах славянсем, антсем, аварсем тата ытти халăхсем палăраççĕ. Висанти çине VI ĕмĕрте кайнă харçăсенче тăтăшах антсене асăнаççĕ. Хунъен йăлипех çурçĕр архонлăхĕсем, Аслă Пăлхар йĕркеленсе аталанаççĕ, вĕсен ертӳçисем Аттил ăратĕнчен тухнă пулнă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ http://www.kumukia.ru/modules.php?name=Pages&pa=showpage&pid=9118 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ (Оздек Р. Указ, соч., С. 71-72.)
  3. ^ (Nemet G. Attila ve Hunlari. Ankara. 1982. S. 228)

Вуламалли

  • Altheim F. Geschichte der Hunnen. Тт. I-V. Berlin: de Gruyter, 1959-1962.
  • Stickler T. Die Hunnen. München: Beck, 2007.
  • Бувье-Ажан М. Аттила. Бич Божий. М.: Мол. гвардия, 2003.

Каçăсем

pl:Imperium Hunów