Хурама
| Хурама | ||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Ӑслӑлӑх классификацийĕ | ||||||||||
|
||||||||||
| Латинла çырни | ||||||||||
| Ulmus L. |
Хурама, е йӗлме (лат. Úlmus) — Хурама (Ulmaceae) йышшисен ретӗнчи йывӑҫсен тӗсӗ.
Йӗлмесем 40 миллиона яхӑн ҫул каялла пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ, вӗсен шутне темиҫе теҫетке тӗс кӗртеҫҫӗ[1]. Хӑшпӗр тӗсӗсем ытларах хурама; Атӑлҫире, Кӑнтӑр Уралта, Кавказра, Вӑтам Азире сарӑлнӑ; вӗтӗ ҫулҫӑллӑ хурамана тата кутамас хурамана карагач теҫҫӗ.
Сарӑлни тата экологи
Хутӑш ӳсекен йывӑҫ евӗр ытларах сарлака ҫулҫӑллӑ вӑрмансен тӑрӑхӗнче сарӑлнӑ, ҫавӑн пекех чӑрӑш вӑрманӗсен кӑнтӑр тата вӑтам пайӗнче тӗл пулаҫҫӗ. Хӑй уйрӑм ӳснисем сайра тӗл пулаҫҫӗ.
Тулӑх тӑпрасем ҫинче, уйрӑмах йӑлӑм тӑприсем ҫинче, ӑнӑҫлӑ ӳсеҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗссем тӑварланӑ тӑпрасене тата типӗ вырӑнсене те чӑтаҫҫӗ. Пур тӗсӗсем те самаях тӗксӗм вырӑнсене, уйрӑмах ҫамрӑк чухне, тӳсеҫҫӗ; тулли ҫутӑпа пит аван хӑватлӑ сарӑлса тата паркаланса ӳсеҫҫӗ.
Раҫҫейре хурама ытларах ҫӗршывӑн Европа территорийӗнче ӳсет, анчах Урал леш енче те ӳсекен утрав-вырӑнӗсем пур. Тӗслӗхрен, Ирбит(выр.)чăв. хули ҫывӑхӗнче «Хурама кати» ҫутҫанталӑк заповедникӗ пур, вӑл Раҫҫей территорийӗнче хурама ӳсекен тухӑҫри чи аякри вырӑн шутланать.
Чир-чӗр тата сӑтӑрҫӑсем
Хурамасене хурт-кӑпшанкӑсем сиен кӳрет, уйрӑмах ҫулҫӑсене ҫиекеннисем, ҫавӑн пекех кӑмпа чирӗсем хӑрушӑ, вӑхӑтран вӑхӑта хурамасем йышлӑн типсе пыни ҫав чирсемпе ҫыхӑннӑ. Европӑри тата Америкӑри чылай тӗс пӗтӗмпех пӗтес патне ҫывӑх[2].
Сӑнлани
Ытларах тӗсӗ тӑкӑнакан ҫулҫӑллӑ ӳсентӑрансем. Йывӑҫ ҫӳллӗшӗ хӑш чухне 40 м ҫитет, вуллин диаметрӗ — 2 м, хӑш-пӗр тӗсӗсем тӗм евӗр ӳсеҫҫӗ. Йывӑҫ тӑрри сарлака цилиндр евӗр е парка хӑмпӑ евӗр. Турачӗсем темиҫе хунавлӑ; хунавӗсем — сыпӑклӑ-сыпӑклӑ. Турачӗсем йӗпсӗр тата шӑрпӑксӑр, тӗп хулӑн турачӗсем ҫинче ҫинҫе ҫамрӑк хунавсем ӳсеҫҫӗ. Хуппи хӑмӑр, ҫамрӑк йывӑҫсен яп-яка, каярах хулӑн та тӳрккес, ҫуркаланчӑк, тӑрӑхла ҫурӑксемлӗ. Чылай кӑнтӑр тӗсӗсен турачӗсем ҫинче пробка йышши ҫӑпансем ӳссе лараҫҫӗ. Тымар тытӑмӗ ялан тенӗ пекех тӗп тымарсӑр, темиҫе хӑватлӑ, уйрӑм, тарӑн пыракан тымарлӑ тата айккинчи ҫиелерех вырнаҫнӑ нумай пӗчӗкрех тымарлӑ. Хытӑ кӗлленнӗ тӑпрасем ҫинче тымар тытӑмӗ ҫиелте вырнаҫнӑ.
Ларакан папкасемлӗ, папкасен тӑршшӗ 2—8 мм, тӑрӑхла, ҫӑмарта курӑмлӑ, шӗвӗр е пуклак, хупӑллӑ е ҫара, хупписем черепица евӗр пер-пӗрне хупласа пыраҫҫӗ. Ҫулҫӑсен вырнаҫӑвӗ умлӑ-хыҫлӑ, мозаика евер икӗ ретлӗ, ҫавна пула ҫулҫӑ витӗр ҫутӑ иртмест темелле, йывӑҫ ҫӑра мӗлке парать. Ҫулҫисем кӗске туналлӑ, ҫӳлти пайӗ кӗсмен евӗр, никӗсӗнче енӗсем пӗр тан мар, калӑпӑшӗ 4—20 см, хӗррисем катрамлӑ — икӗ е виҫӗ шӑллӑ, сайра хутра пӗр шӑллӑ, ҫивӗчленсе вӗҫленет. Пӗр хунав ҫинче те ҫулҫӑсем калӑпӑшӗпе, ӗлкипе уйрӑлса тӑма пултараҫҫӗ, пӗрле хитре чӗнтӗр евӗр ӳкерчӗк туса хураҫҫӗ. Ҫимӗҫӗсем пиҫсе ҫитиччен ҫулҫӑсем аталанмаҫҫӗпе пӗрех, ҫимӗҫсем саралнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӑвӑрт ӳсме тытӑнаҫҫӗ. Кӗркунне ҫулҫӑ тӑкӑнас умӗн ҫулҫӑ пластинки ҫутӑ сарӑ тӗспе сӑрланать е хӑмӑрланать; ытти нумай йывӑҫ ӑрачӗсенчен маларах ҫулҫӑ тӑкать.
Чечекӗсем вӗтӗ, ҫулҫӑсен хӗвӗнче вырнаҫнӑ ҫыхӑсене пухӑнаҫҫӗ, пӗрлех ама та, аҫа та, пилӗк, сайра-хутра 4—8 шӑрка туниллӗ. Ҫимӗҫ тӗвви ҫӳлте, пӗр йӑваллӑ, пӗр вӑрлӑхлӑ, лапчӑк, патак пек, икӗ турата пайланать. Чечекӗсем ҫилпе шӑркаланаҫҫӗ, чылай тӗсӗсен ҫулҫисенчен маларах тухаҫҫӗ. Тӗпрен илсен ҫулҫӑсем тухиччен чечекленеҫҫӗ, сайра хутра — кӗркунне.
Ҫимӗҫӗ лапчӑк, ҫинҫе хупӑллӑ, ҫунатлӑ мӑйӑр, унӑн ҫурхахлӑ ҫуначӗ вӑрлӑха йӗри-тавра ҫавӑрса илет. Вӑрлӑхӗ ясмӑк евӗрлӗ, эндоспермсӑр(выр.)чăв.. Ҫимӗҫсем питӗ ир пиҫеҫҫӗ, Санкт-Петербургра ҫӗртме уйӑхӗнче, Крымра тата Кавказра ака — ҫу уйӑхӗсенче; ҫилпе саланаҫҫӗ, нӳрӗ тӑпрара темиҫе кунран шӑтаҫҫӗ. Икӗ кутӑнла ҫӑмарта евӗр, лаптак, хулӑн вӑрлӑхлӑ хунав, ун хыҫҫӑн хӗррипе пӗр шӑллӑ катрамлӑ 2—3 ҫулҫӑ тухать. Уҫӑ вырӑнсенче ӳсекен кӑнтӑрти тӗссем 5—8 ҫултан ҫимӗҫленме тытӑнаҫҫӗ. ҫурҫӗр вӑрман тӗсӗсем — 20—40 ҫултан. Ӳсентӑрана ҫулсерен тата тулӑх ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ, 1 йывӑҫ 20—30 кг таран вӑрлӑх парать.
Тунката тата тымар хунавӗсенчен тата вӑрлӑхран ӗрчеҫҫӗ. Ҫамрӑк чух хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ.
Пурнӑҫ тӑршшӗ 80—120 ҫул, 400 ҫул таран пурӑнать. Малтанхи ҫул 10—15 см ҫӳллӗшне ҫитеҫҫӗ; кайран ҫулсерен 30—40 см хушса пыраҫҫӗ, вӑйлӑ туратланаҫҫӗ. 40—60 ҫулта ҫулталӑкне 20 см яхӑн ӳсеҫҫӗ, каярах ҫӳллӗшне ӳсме чарӑнаҫҫӗ[3].
Пӗлтерӗшӗ тата усӑ курни
Ҫамрӑк хунавсене выльӑх-чӗрлӗхе (ҫулҫӑсене тата йывӑҫ хупписене) апатлантарма усӑ кураҫҫӗ.
Хуласемпе посёлоксене ешӗллетнӗ ҫӗрте йӗлме лартаҫҫӗ, урамсене, садсемпе парксене симӗслетме, ҫулсен хӗррисене лартма, ҫавӑн пекех хӳтлӗх вӑрман пек лартма усӑ кураҫҫӗ. Европӑри, Ҫурҫӗр Америкӑри тата Раҫҫейӗн Европа пайӗн вӑтам тата кӑнтӑр районӗсенчи парк йывӑҫӗсем шутланаҫҫӗ. Каскаланине лайӑх чӑтса ирттереҫҫӗ тата ӑсталанӑ формӑна вӑрахчен тытса тӑраҫҫӗ, касса йӗркелекен кӳлепесенче усӑ кураҫҫӗ. Анчах та час-часах ҫеҫенхирсенчи йӗлмесем шанчӑклах мар, вӗсене сӑтӑрҫӑсем сиен кӳнипе хытӑ аптӑраҫҫӗ.
Хурама пушӑтне ҫурт тӑррине витме, курупкасем ӑсталама тата ҫуна витме усӑ кураҫҫӗ.
Хуппине сӑрӑсем тума усӑ кураҫҫӗ.
Йывӑҫ
Хурама йывӑҫӗн пӗрмай нӳрӗк чухне ҫӗрессине хирӗҫ тӑрас тытӑмӗ пысӑккипе вӑтам ӗмӗрсенчи Европӑра анлӑ усӑ курнӑ, шалтан чавса кӑларнӑ вуллисенчен шыв пӑрӑхӗсем ӑсталанӑ. Хурамапа пӗрремӗш Лондон кӗперӗн тӗрекне тума та усӑ курнӑ. Анчах та шывра ҫӗрмен ҫав ҫирӗплӗх тӑпрапа перӗнсен ҫухалать.
Варри — тӗксӗм-хӑмӑр, хӗрри — ҫутӑрах. Йывӑҫӗ ҫирӗп, хытӑ, пиҫӗ, ҫурма йывӑр, кӳлепесем каскалама лайӑх. Типӗ хураман тачӑлӑхӗ тӗсне кура тӗрлӗрен, вӑтамран 1 м³ пуҫне 560 кг пулать. Сӗтел-пукан промышленноҫӗнче, столяр тата машина тӑвакан производствӑсенче анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Уйрӑмах пӑчкӑпа каснӑ чухне илемлӗ ӳкерчӗк паракан карагача хаклаҫҫӗ.
Авал та, паянхи кун та хурамаран ухӑсем тума анлӑ усӑ кураҫҫӗ.
Йӗлме йывӑҫсен вутти лайӑх ӑшӑ парать[4].
Классификаци
Таксономи
Хурама ӑрачӗ хурама йышшисен кӗлчечек ҫемйине кӗрет.
Тӗсӗсем
The Plant List даннӑйсен базин информацийӗ тӑрӑх, ӑрат йышне 40 тӗс кӗрет[5]. Списока Germplasm Resources Information Network базăпа килĕшӳллĕн тунă (GRIN). Квадратлă скобкăсенче GRIN сайтри таксонăн страницине асăннă.
Хулӑн шрифтпа Раҫҫей тата чикӗ леш енчи ҫумри ҫӗршывсен территорийӗнче ҫитӗнекен тӗссене уйӑрнӑ.
- Ulmus alata
- Ulmus americana | Америка хурами
- Ulmus androssowii | Андросов хурами
- Ulmus crassifolia
- Ulmus davidiana
- Ulmus densa | Çăра хурама
- Ulmus elliptica | Çавра вăрăллă хурама
- Ulmus glabra | Йĕлме
- Ulmus harbinensis
- Ulmus ×hollandica
- Ulmus laciniata | Çунатлă хурама
- Ulmus laevis | Хурама
- Ulmus macrocarpa | Шултăра çимĕçлĕ хурама
- Ulmus mexicana
- Ulmus minor | Пĕчĕк хурама|Берест
- Ulmus parvifolia
- Ulmus procera
- Ulmus pumila | Лутра хурама
- Ulmus rubra
- Ulmus serotina
- Ulmus szechuanica
- Ulmus thomasii
- Ulmus villosa
- Ulmus ×viminalis
- Ulmus wallichiana
Ӑнлантарусем
- ^ First Genetically Modified Dutch Elm Trees Grown. www.unisci.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Handbuch der Ulmengewächse. www.ulmen-handbuch.de. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
- ^ Вяз (карагач). growbox.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Вяз гладкий: пойменный великан и мастер гнутых форм (выр.). Журнал «ЛПК Сибири» (18 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Ulmus — The Plant List (англ.). www.theplantlist.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
Вуламалли
- Род 1. Ulmus L. — Вяз, Ильм или Берест // Деревья и кустарники СССР : дикорастущие, культивируемые и перспективные для интродукции : в 6 т. — М. ; Л. : Изд-во АН СССР, 1951. — Т. 2 : Покрытосеменные / ред. С. Я. Соколов. — С. 494—510. — 612 с. — 2500 экз.
- Род 369. Ильм, Вяз или Берест — Ulmus L. // Флора СССР = Flora URSS : в 30 т. / гл. ред. В. Л. Комаров. — М. ; Л. : Изд-во АН СССР, 1936. — Т. 5 / ред. тома В. Л. Комаров. — С. 360—373. — 762, XXVI с. — 5175 экз.
- Васильев, Н. Г. Ильм. — М.: Агропромиздат, 1986. — 88 с. — (Б-чка «Древесные породы»).
Каçăсем
- Вяз-бонсай.
- Ильм. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Forest.RU сайтра
- Ильм. Вӑрман энциклопедийӗнче
