Хура эрнекун (суту-илӳ)
Хура эрнекун (акăл. Black Friday) — АПШри Тав кунӗ хыҫҫӑнхи эрнекун. Раштав уйӑхӗнчи суту-илӳ тапхӑрӗ вӑл кунтан пуҫланать. Ҫак кун пысӑк калӑпӑшпа суту-илӳ ирттерес йӑла XIX ӗмӗртех йӗркеленнӗ, «хура эрнекун» терминпа 1966 ҫулта усӑ курма пуҫланӑ, малтанлӑха вӑл ытларах Америкӑн хӗвелтухӑҫ енче сарӑлнӑ. Тав кунӗ чӳк уйӑхӗн тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунӗпе тӗл килнӗрен хура эрнекун чӳкӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗчченхи тапхӑра лекет[1].
Хура эрнекун официаллӑ уяв мар, анчах та чылай ӗҫлекен ҫын ҫак кун отгул илет, ҫак кун туянакансен юхӑмӗ чылай ӳснӗрен ку ваккӑн суту-илӳ тӑвакан лавккасене пырса тивмест. Хура эрнекунта лавккасем питӗ ир, ирхи 5 сехет тӗлнелле, уҫӑлаҫҫӗ, хӑш-пӗр пысӑк суту-илӳ центрӗсем вара — ҫурҫӗр тӗлнеллех. Чи малтанхи туянакансене 50-ран 80 % ҫити скидка сӗнеҫҫӗ — ҫакна лавккасене туянакансем ытларах пыччӑр тесе тӑваҫҫӗ.
«Хура эрнекун» терминпа пӗрремӗш хут Филадельфире усӑ курнӑ, вӑл Тав кунӗ хыҫҫӑнхи эрнекунта ҫулсем ҫинче вӑйлӑ пӑкӑсем йӗркеленнине пӗлтернӗ[2][3]. Ку термина акӑлчан чӗлхинчен ӑнлантарса парасси хальхи вӑхӑтра аванрах — вӑл «in the black» идиомӑпа ҫыхӑннӑ (урӑхла каласан, «in the red» тенине хирӗҫлекен «лайӑх баланс» тенине пӗлтерет). Ҫапла ӑнлантарни чылай сутуҫӑ ҫак кун «плюса» тухассине палӑртать[4].
2000-мӗш ҫулсенчен пуҫласа чылай компани тӗнчери ытти ҫӗршывсенче те ҫакнашкал суту-илӳ ирттерет, 2010-мӗш ҫултанпа пуҫласа вӑл Раҫҫейре те иртет[5].
Раштав уявӗнчи суту-илӗвӗн «ашшӗ»
Каярахпа «Хура эрнекун» пулса тӑнӑ йӑлан никӗслекенӗ Фрэнк Вулворт (акӑл. Franklin Woolworth) шутланать. 1873 ҫулта Пенсильвани штатӗнчи Ланкастер хулинче вӑл пӗрремӗш хут йӳнетсе сутассине йӗркеленӗ. Вулворт хресчен ҫемйинчен тухнӑ пулнӑ, ял хутлӑхӗнче пурӑннӑ, анчах вӑй-хал ӗҫӗпе аппаланас темен. Унӑн пӗлӳ илме май пулман, пултарулӑх енчен те уйрӑлса тӑман. Ашшӗ 21 ҫулти йӗкӗте лавккана сутуҫа пулӑшакан пек вырнаҫма пулӑшнӑ[6]. Вӑл вӑхӑтра таварӑн хакне сутуҫӑсем хӑйсемех татса панӑ: хӑйсен опычӗ ҫине таянса туянакан мӗн чухлӗ тӳлеме пултарнине пӗлнӗ те ҫавна кура хакне каланӑ. Вулворт лайӑх ӗҫлемен, ӗҫрен кӑларса ҫапассипе ӑна темиҫе хут та хӑратнӑ. Вара вӑл чееленме шут тытнӑ. Сентре ҫине ҫак тапхӑрта нумай туянакан япалана вӑл кӑларса хунӑ та «Пурте 5 цент тӑраҫҫӗ» тесе ҫырнӑ табличка вырнаҫтарнӑ. Ку АПШра тавара пӗрремӗш хут йышлӑ сутни пулнӑ. Смена хушшинче вӑл ултӑ кунта пуҫтарӑнакан тупӑш тунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ӗҫне уҫма шут тытнӑ, унта хаксем яланах пӗрешкел, тӑтӑшах йышлӑ сутӑнакан тапхӑрсем пулмалла пулнӑ. Ҫапла май XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чи пысӑк суту-илӳ центрӗсенчен пӗри ҫуралнӑ[7].
АПШ-ри ваккӑн сутни (статистика)
АПШ вак суту-илӗвӗн федерацийӗ Тав кунӗнче суту-илӳ мӗнле иртни пирки даннӑйсене тӑтӑшах пичетлет[8]. Туянакансен йышӗ юлашки ҫулсенче 200 миллион ҫынран иртет; вӑтам чек 400 долларпа танлашать.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, АПШри вак суту-илӗвӗн пӗтӗм калӑпӑшӗн 20 % яхӑн хура эрнекунпа Раштав хушшинчи тапхӑра пырса тивет.
Хура эрнекун Китайра
Китайра хӑйсен шопинг кунне ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче е унпа ҫывӑхри кунсенче ирттереҫҫӗ.
Пӗрремӗш хут Китайра 2009 ҫулта Alibaba Group компани пуҫарӑвӗпе ирттернӗ, таварсене йышлӑн йӳнетсе сутассине вӑл вӑл хусахсен кунӗнче ирттерме шутланӑ.
Хура эрнекун Раҫҫейре
Раҫҫейре пӗрремӗш хут «хура эрнекун» ятпа йышлӑ суту-илӗве 2013 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче ирттернӗ, тӗнче шайӗнче ирттернипе танлаштарсан вӑл пӗр эрне каярах иртнӗ. 2014 ҫултанпа йӳнетсе сутасси чылай чухне пӗтӗм тӗнчепе пӗр вӑхӑтра иртет, анчах кӗҫнерникунти 19:00 сехетрен пуҫласа вырсарникунччен[9]. Хура эрнекун чӳк уйӑхӗнче иртет пулин те хӑш-пӗр сутӑҫсем ҫак термина халӑх лайӑх пӗлнипе усӑ курса унашкал ятпа акцисене ҫулталӑк тӑршшӗпех ирттереҫҫӗ. Вӑл хӗллехи тапхӑрти йышлӑ йӳтенсе сутас вӑхӑта пуҫлать[10].
2018 ҫулта онлайн мелӗпе хура эрнекунта сутнин калӑпӑшӗ 15 млрд ытла тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ малтанхи ҫулталӑкӑн кӑтартӑвӗнчен 2 хут пысӑкрах пулнӑ[11]. 2019 ҫула хаклас пулсан онлайнти суту-илӳ калӑпӑшӗ Раҫҫейре 22,3 млрд тенке ҫитнӗ[12].
«Black Friday» тавар палли пирки Раҫҫейре тавлашни
2016 ҫулта Раҫҫейри «Блэк Фрайдэй» ТМЯП компани ячӗпе «Black Friday» тавар паллине регистрациленӗ. Ҫапла майпа компани онлайн мелпе суту-илӳ ирттернӗ чухне «Black Friday» паллӑпа усӑ курас тӗлӗшпе ыттисене чӑрмавлама пуҫланӑ.
2017 ҫулта Федерацин монополипе кӗрешекен служби Интернетри суту-илӳ компанисен ассоциацийӗ (30 яхӑн ретейлера пӗрлештерет, ҫав шута «М. Видео», Media Markt тата KupiVip кӗреҫҫӗ) ыйтнипе «Блэк Фрайдэйс» ТМЯП «Black Friday» тавар паллине регистрацилени тата унпа ыттисене усӑ курма ирӗк паман хӑтланӑвӗсене пӑхса тухнӑ та ҫакна ырӑ кӑмӑлпа туман конкуренци пек хакланӑ.
2018 ҫулта Интеллектуаллӑ правасемпе ӗҫлекен суд Федерацин монополипе кӗрешекен службӑн йышӑнӑвне тӗрӗс тесе ҫирӗплетнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Черная пятница (Black Friday) 2020 в Фокстроте - распродажа, скидки, акции на Блекфрайдей в Киеве и Украине (выр.). www.foxtrot.com.ua. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ [1966] «Black Friday» (day after Thanksgiving) (англ.). American Dialect Society. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ Ben Zimmer. The Origins of "Black Friday" (англ.). Thinkmap Visual Thesaurus. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
- ^ Zimmer, Ben The Origins of "Black Friday" (англ.). Word Routes (25 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Почему «черная пятница» не работает в России и ждать ли улучшений — Мнение управляющего директора Criteo , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнчи копийӗ // vc.ru, 4 ноября 2016
- ^ История Черной пятницы. Почему ее так любят американцы? (2016-11-18). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ Почему «Черную пятницу» называют черной, откуда берутся огромные скидки и причем тут два американских президента. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ Black Friday Weekend Shines as Shoppers Line up for Deals. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ "Черная пятница" вышла за рамки // Коммерсантъ. — 2014-01-12. 2018 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Черная пятница-2024: когда будет, что выгодно покупать, советы экспертов (19.11.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Онлайн-продажи в России во время "Черной пятницы" выросли в два раза. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Россияне за три дня черной пятницы потратили в интернет-магазинах 22,3 млрд рублей - Hi-Tech Mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.