Хура (Сӑр юппи)
Хура — Раҫҫей юханшывӗ, Мари Эл Республикин Туҫи Мари районӗн тата Чӑваш Республикин Етӗрне районӗн ҫӗрӗсем тӑрӑх юхать. Сӑра унӑн сылтӑм ҫыранӗпе вӑрринчен 34 ҫухрӑм ҫӳлерех юхса кӗрет. Юханшыв тӑршшӗ 14 ҫухрӑм.
Юханшыв Туҫи Мари районӗнче икӗ республика чиккинче Етӗрне хулинчен 17 ҫухрӑм ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнерех пуҫланать. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле юхать, аялти юхӑмӗнче Мари Эл Республикипе Чӑваш Республикин чиккине йӗркелет. Вӑта юхӑмӗнче сулахай енче Засурье ял (Чӑваш Республики) вырнаҫнӑ.
Ячӗ
Шыв ячӗ вырӑсларан «чёрная» сӑмахран пулса кайнӑ.
Шыв хуҫалӑх реестрӗнчен
Раҫҫей патшалӑх шыв реестрӗнче ҫырни тӑрӑх Тури Атӑл бассейн округне кӗрет.
Патшалӑх шыв реестрӗнчи шыв объекчӗн кочӗ — 08010500412110000040414[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ https://textual.ru/gvr/index.php?card=177920&bo=0&rb=0&subb=0&hep=0&wot=0&name=%D7%B8%F0%ED%E0%FF&loc=