Цыденжапов Алдар Баторович

Цыденжапов Алдар Баторович (бур. Сэдэнжабов Баатарай Алдар) (1991 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ, Агинское[d], Чита облаҫӗ[d]2010 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ, Владивосток) — Лӑпкӑ океан флочӗн матросӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр «Быстрый» эскадра миноносецӗ ҫинче сирпӗнӗве сирсе ярса 300 ытла ҫынла экипажа вилӗмрен ҫӑлнӑ.

undefined

2010 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче ҫар дежурствине кӗрсен матрос, Лӑпкӑ океан флочӗн тӗрлӗ вӑйсемлӗ ракета карапӗсен пӗрлешӗвӗн электромеханика ҫапӑҫу чаҫӗн дивизионӗн тинӗс-котельнӑй ушкӑнӗн котельнӑй командин машинисчӗ Алдар Цыденжапов теветкеллӗхпе ҫыхӑннӑ условисенче шанчӑклӑх, хӑюлӑх тата харсӑрлӑх кӑтартнӑ.

Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Раҫҫей Паттӑрӗн ятне вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ Лӑпкӑ океан флочӗн пӗрремӗш шывҫи морякӗ пулса тӑнӑ[1][2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗле

Алдар Цыденжапов 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Бурят автономи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, халӗ Байкалхыҫ крайне кӗрекен Агинское(выр.)чăв. посёлокӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере ҫавӑн пекех унпа йӗкӗреш Арюна, пиччӗшӗ Булат тата аппӑшӗ Ирина пулнӑ[3]. Ашшӗ, Батор Жаргалович, РФ Шалти ӗҫсен министерствинче ӗҫленӗ, амӑшӗ, Билигма Зыдыгаевна, ача садӗнче медсестра пулнӑ[4]. Алдар хӑйӗн тӗллевлӗхӗпе уйрӑлса тӑнӑ, ҫакӑ ачаранах палӑрнӑ. Вӑл хӑй умне мӗнле те пулин тӗллев лартнӑ пулсан, ӑна пурнӑҫламасӑр парӑнман. Пӗрле вӗренекенсем Алдар шухӑшне яланах хисепленине, ӑна авторитет вырӑнне хунине аса илеҫҫӗ вӗрентекенсем[5][6].

1-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. Чи малтанах Алдар аслӑ шкула вӗренме кӗме хатӗрленнӗ, анчах вӗренӗве каярах хӑварса, кукашшӗн, матрос(выр.)чăв. пулнӑ Зыдыга Гармаевич Ванчиковӑн, тӗслӗхӗпе хавхаланса, флота хӗсмете кайма шут тытнӑ[7]. Бурят Республикин тӗп хулинчи военкоматра унӑн пысӑках мар пӗвӗпе йывӑрӑшне шута илсе ҫамрӑкӑн кӑмӑлне ырламан. Анчах та Алдарпа унӑн тусӗ Батор Жаргалович ҫине тӑрса хӑйсен ӗмӗтне — Раҫҫей тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑрассине — пурнӑҫлама пултарнӑ[8].

2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Алдар Цыденжапов Лӑпкӑ океан флочӗн Фокино(выр.)чăв. хулинче вырнаҫнӑ 40074-мӗш ҫар чаҫне хӗсмете тӑнӑ[9]. Хӗсмет пуҫлансанах ҫамрӑк матрос контракт ҫырма тата хӑйӗн пурнӑҫне тинӗсе халаллама палӑртнӑ. Ҫур ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн контракт мелӗпе флотра юлма планланӑ[10].

Алдара «Быстрый» миноносец ҫине янӑ. Ҫамрӑк моряк экипажпа хӑвӑртах туслашнӑ, командирсем мӗн хушнине пурне те хӑвӑрт туса пынӑ. Хӗсмет вӗҫлениччен пӗр уйӑх ҫеҫ юлнӑ[1], малта пӗр рейс кӑна, юлашки рейс Камчаткӑна, пулнӑ[5][6].

Карап ҫинчи пушарти паттӑрлӑх

2010 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче ҫӗрле 956-мӗш проектлӑ «Быстрый»(выр.)чăв. эсминецӗ тинӗсе тухма хатӗрленнӗ. 4 сехет те 5 минутра карап сӑмсинчи машинӑпа котельнӑй уйрӑмӗн вӑтам площадкинче топливо ҫунма пуҫланӑ. Часах пушар сӑлтавӗ топливо пӑрӑхӗ татса кайнипе электропралук юрӑхсара тухни пулни палӑрнӑ. Авариллӗ тревога сигналне пӗлтернӗ те машинӑпа котельнӑй установкине васкавлӑн сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Алдар Цыденжапов матрос карап котельнӑйӗнче дежурствӑра пулнӑ. Каччӑ топливӑн ҫулӑмне сӳнтерме шутланӑ, тӑхӑр ҫеккунт хушшинче ҫулӑм эпицентрӗнче пулнӑ[11][12].

Официаллӑ документсенче кӑтартнӑ тӑрӑх, пысӑк температура условийӗнче тата тӳрремӗн ҫулӑм ӑшӗнче пулса та Цыденжапов хӑйӗн постне пӑрахман. Тӑхӑр ҫеккунт хушшинче вӑл шыв клапанне хупма пултарнӑ. Нумай пиҫнӗ моряк хӑй тӗллӗн командӑпа авариллӗ отсекран тухайнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вут-ҫулӑма хими препарачӗсемпе сӳнтернӗ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче Алдар вӑхӑтлӑ тата тӗрӗс ӗҫлени вӑйлӑ пушар тухассине, хуран сирпӗнессине, эсминец корпусне аркатассине тата экипаж пӗтессине сирме май панине палӑртнӑ[11][12].

Топливо юхнине чарнӑ хыҫҫӑн Алдар хӑй тӗллӗн пушар хыпса илнӗ отсекран тухнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн юлташӗсем — Александр Коровинпа Павел Осетров матроссем те — шар курнӑ. Алдара Лӑпкӑ океан флочӗн Владивостокра вырнаҫнӑ госпитальне илсе ҫитернӗ. Унӑн ӳчӗ нумай пиҫнӗ (ӳчӗн 80% яхӑн) тата уҫӑ ҫулӑм витӗмӗпе сывлав органӗсем сусӑрланнӑ. Тухтӑрсем тӑватӑ кун хушши матрос пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ. 2010 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл тӑна кӗмесӗр вилнӗ[11][12].

Юпан 5-мӗшӗнче офицерсемпе матроссем унӑн кӗлеткиллӗ тупӑка Алдарӑн тӑван Агинское посёлокне илсе ҫитернӗ. Буддизм йӑлипе(выр.)чăв. тепӗр кунхине чун ҫӗнӗрен ҫуралнӑ йӑла-йӗрке ирттернӗ, юпан 7-мӗшӗнче пытарнӑ[12].

Хисепӗсем

Хӑйӗн паттӑрлӑхӗшӗн Алдар Баторович Цыденжапов матрос РФ Президенчӗн 2010 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнчи 1431-мӗш хушӑвӗпе вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ. 2011 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Кремльти Ылтӑн Ҫӑлтӑрпа чыслас церемонире ҫак наградӑна Алдар ашшӗ-амӑшне панӑ[8].

  • «2010 ҫулхи Ҫӗпӗр ҫынни» (вилнӗ хыҫҫӑн) хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[14].

Астӑвӑм

undefined
  • Унӑн бюстне Агинское посёлокӗнче, хӑй ҫуралнӑ тӑрӑхра вырнаҫтарнӑ[6];
  • Алдар Цыденжапов ятне Иркутск облаҫӗнчи Агинское тата Усть-Ордынский(выр.)чăв. посёлокӗсенче урамсене панӑ[3][6];
  • Борис Макаров(выр.)чăв. сӑвӑҫ Паттӑра асӑнса «Алдар» поэма ҫырнӑ, ӑна Чита театрӗнче асӑну каҫӗнче вуланӑ[8];
  • Абрек кӳлмекӗн Стрелок бухти хӗррине Асӑну паллине вырнаҫтарнӑ[15];
  • Агинское посёлокӗнче якорь-палӑк лартнӑ[16];
  • Улан-Удэре 35-мӗш шкулта вӗренекенсен укҫи-тенки шучӗпе тунӑ Алдар Цыденжапов палӑкне уҫнӑ[17];
  • Улан-Удэ хулинчи 57-мӗш номерлӗ шкула Паттӑр ятне панӑ[18];
  • Байкалхыҫ крайӗн А. К. Кузнецов ячӗллӗ музейра «Алдар Цыденжапов — Раҫҫей Паттӑрӗ» мемориал экспозицине йӗркеленӗ[8];
  • «Быстрый» эсминец ҫинче тата Агинское посёлокӗн шкулӗнче Паттӑр ячӗпе асӑну хӑмисем(выр.)чăв. вырнаҫтарнӑ[15][19];
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсем» почта маркисен ярӑмӗнче Алдар Цыденжапов портречӗпе марка кӑларнӑ[6];
  • 2011 ҫулта Бурят Республикин Селенга районӗнчи(выр.)чăв. Селендума(выр.)чăв. ялӗнче палӑк лартнӑ[20];
  • 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Амур карап тӑвакан заводра(выр.)чăв. 20380-мӗш проектлӑ(выр.)чăв. «Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ Алдар Цыденжапов» корвет никӗсне хывнӑ, ӑна 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шыва антарнӑ, карап Лӑпкӑ океан флотне кӗрет[21][22][23];
  • 2021 ҫулта Алдар Цыденжапов Лӑпкӑ океан флочӗн пӗр чаҫӗн пайӑр йышӗн списокне ӗмӗрлӗхех кӗртнӗ[24].

Алдар Цыденжапов пирки ӳкернӗ фильмсем

  • «Алдарӑн вутлӑ вахти» (Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ҫинчен Чита патшалӑх телерадиокомпанийӗ 2011 ҫулта ӳкернӗ документлӑ фильм. Режиссёрӗ — Валентина Безбородкина)[25];
  • 2024 ҫулта Олег Штром режиссёрӑн 19 ҫулти матросӑн пурнӑҫӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен «Тӑхӑр ҫеккунт»(выр.)чăв. тулли метражлӑ ҫарпа патриот фильмӗ анлӑн проката тухнӑ, унта тӗп роле Алдар Цыденжаповӑн ентешӗ Бато Шойнжонов вылянӑ[26][27][28].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 В Приморье матрос из Аги ценой собственной жизни спас 300 человек экипажа, «Байкал-Daily» (2010-10-04). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ Матрос эсминца «Быстрый» спас команду ценой собственной жизни, «Взгляд.ру» (2010-10-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Елена Комогорцева и Максим Лобачев. В честь погибшего героя Алдара Цыденжапова назовут улицу, «Россия» (2010-10-06). 2014 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  4. ^ Подвиг Алдара Цыденжапова, Газета «Веретено» № 8, МОУ «Цокто-Хангильская средняя общеобразовательная школа им. Ч-Л.Базарона» (декабрь 2012), p. 4. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Александр Индра. Алдар Цыденжапов: биография и фото. syl.ru (25 ҫӑвӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Андрей Синьков. Как матрос Алдар Цыденжапов, сгорая заживо, спас 350 сослуживцев и предотвратил катастрофу на эсминце. Десять лет назад Алдар Цыденжапов предотвратил взрыв на эскадренном миноносце «Быстрый» [фото, аудио]. Комсомольская правда (21 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  7. ^ В Приморье погиб матрос из Забайкалья. Комсомольская правда (4 юпан 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4 Тимур Ламбаев. Алдар земли забайкальской. Журнал Министерства обороны России «Ориентир» (1 утӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  9. ^ Геройски погибший матрос из Агинского будет представлен к Ордену Мужества, «Байкал-Daily» (2010-10-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  10. ^ Цыденжапов Алдар Баторович. Федерация шахмат Бурятии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2, 3 Михаил Масютенко. Корабль имени матроса. voenkom.ric.mil.ru (3 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2, 3, 4 Янус Полуэктович. Как матрос Алдар Цыденжапов, сгорая заживо, спас 350 сослуживцев и предотвратил катастрофу на эсминце. barcaffe.ru (5 юпан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  13. ^ Указ Президента Российской Федерации от 16.11.2010 г. № 1431 О награждении государственными наградами Российской Федерации военнослужащих Вооруженных Сил Российской Федерации (выр.). http://kremlin.ru (16 чӳкӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  14. ^ Виталий Смирнов. Цыденжапов Алдар Баторович. Герои страны.
  15. ^ 1, 2 Во Владивостоке увековечили память Алдара Цыденжапова, матроса эсминца «Быстрый», VL.RU (2011-01-11). 2017 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  16. ^ На улице Алдара Цыденжапова в посёлке Агинском открыли памятный знак Герою России. Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  17. ^ Памятник Алдару Цыденжапову установили в Улан-Удэ. UlanMedia (30 ҫӗртмен 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  18. ^ Школе № 57 города Улан-Удэ присвоено имя Героя России-Алдара Цыденжапова. tvcom-tv.ru (16 юпан 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
  19. ^ В Агинском открыта мемориальная доска Алдара Цыденжапова. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  20. ^ Василий Тараруев. Житель Бурятии установил в селе памятник герою Алдару Цыденжапову (выр.). Комсомольская правда (12 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
  21. ^ Савелов, Алексей. Новейший корвет «Громкий» прибыл на главную базу ТОФ для прохождения испытаний (выр.), Телеканал «Звезда». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  22. ^ Познавательное ТВ TV. Герой Российской Федерации Алдар Цыденжапов Корветы проекта 20380 (21 раштавӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  23. ^ Новейшей корвет проекта 20380 «Герой Российской Федерации Алдар Цыденжапов» вошёл в состав ТОФ. РИА Новости (25 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  24. ^ Алдар Цыденжапов навечно остаётся в строю. (выр.). Красная звезда (24 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ.
  25. ^ Читинская ГТРК сняла фильм о подвиге Алдара Цыденжапова. zab.ru (16 нарӑсӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  26. ^ Константин Лобков. Во Владивостоке завершились съёмки фильма об Алдаре Цыденжапове. Российская газета (6 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  27. ^ Егор Захаров. Горел заживо ради сослуживцев. Фильм про подвиг Алдара Цыденжапова покажут в кинотеатрах России. Показы пройдут в день его рождения. chita.ru (11 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  28. ^ Продюсер фильма "9 секунд" Обухов: Если не снимать патриотическое кино, откуда тогда возьмутся герои? - Российская газета (2023-12-29). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем