Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерес патшалăх хĕсмечĕ

Халăха ӗҫпе тивӗҫтерес патшалӑх хӗсмечӗ (выр. Центр занятости населения Чувашской Республики) — Чăваш Республикин халăха ӗçпе тивӗçтерес ӗҫсене йӗркелесе пыракан патшалăх хӗсмечӗ.

1991 çулхи акан 19-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ «РСФСР-та халăха ĕçпе тивĕçтересси ҫинчен» саккун йышăннă. Ҫак кун халӑха ӗçпе тивĕçтерес енӗпе ӗҫлекен патшалăх хĕсмечĕн официаллă йĕркеленнĕ кунĕ пулса тăнă.

1991 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнче ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх хĕсмечĕ йĕркеленнĕ, унăн йышне Чӑваш АССР ӗçпе тивĕçтерес енӗпе ӗҫлекен патшалăх комитечĕ, 5 хула центрĕ тата 21 ĕçпе тивĕçтермелли бюро кĕнĕ.

Халĕ республикăри ĕçпе тивĕçтерекен хĕсмет 23 «Раççей ӗҫӗ» кадр центрӗнчен тӑрать.

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес хӗсмет кунҫулӗ

1991 çулхи утăн 11-мĕшĕнче Шупашкарта ĕçпе тивĕçтермелли хула центрĕ уçăлнă. Шупашкар хула халăх депутачĕсен Канашĕн Ӗҫ тăвакан комитетĕн йышăнăвĕпе тата Чăваш АССРĕн Ӗçпе тивĕçтермелли патшалăх комитечĕн 1991 çулхи утăн 10-мĕшĕнчи № 1 хушӑвӗпе Шупашкар хулин ĕçпе тивĕçтермелли центрне йĕркеленĕ. Центра Исаева Галина Петровна ертсе пынă.

1994 çул — Чăваш Республикин Ĕç тата ĕçпе тивĕçтермелли министерстви йĕркеленĕ, унăн йышне Шупашкар хулин ĕç тата ĕçпе тивĕçтермелли центрĕ кĕнĕ.

1996 çул — Шупашкарăн ĕçпе тивĕçтермелли хĕсмечĕ хальхи çурта (Чӑваш Республики, Шупашкар, Водопровод урамӗ, 16А) куçнă.

1997–1998 çулсем — ӗçсĕрсемпе пĕрремĕш ушкăнла консультацисем; шкултан вĕренсе тухнă ачасем валли «Тантӑш» программăпа вĕренӳ; курспа вĕрентекен вĕренӳ заведенийĕсен хулари куравĕ; «Абитуриент-98» хулари курав; вакансисен пĕрремĕш хулари ярмӑрккине йӗркеленӗ.

2009 çул — çамрăксем валли «Ĕçлес килет» республика акцийӗ иртнӗ.

2010 çул — Шупашкар хулинче патшалăх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ паракан нумай функциллӗ пӗрремӗш центр уçăлнӑ.

2019 çул — Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хӳтĕлев министерствин «Чăваш Республикин ĕçпе тивĕçтермелли центрĕ» хысна учрежденийӗ йӗркеленнӗ, вӑл Чăваш Ен хулисемпе районӗсенчи 23 ӗçпе тивĕçтермелли центра пĕрлештернĕ.

2020 çул — кӑшӑлвирус пандемине пула ĕçпе тивĕçтермелли пур центр та патшалăх хĕсмечĕ урлă дистанцилле майпа йышăнма куçнӑ.

2023 çул — «Демографи» наци проекчӗ(выр.)чăв. шутĕнче Чăваш Енре ĕçпе тивĕçтермелли хĕсмете комплекслă модернизаци программине пурнăçа кĕртнĕ. 19 ĕçпе тивĕçтермелли центра çĕнетнĕ; çĕршывӗпех пĕрремĕш хут пур регионта та «Раççей ĕçĕ. Майсен вăхăчĕ» ĕçпе тивĕçтермелле ярмӑркка иртнĕ.

2024 çул — Чăваш Енре 23 çĕнĕ «Раççей ĕçĕ» кадр центрĕ ĕçлет, унта кадрсен клубĕсем, çамрăксен тата хĕрарăмсен клубĕсем уçăлнӑ.

2025 çул — Раҫҫейре «Кадрсем» наци проектне хута янă.

2026 çул — Ĕçпе тивĕçтермелли хĕсмет йӗркеленнӗренпе 35 çул ҫитнӗ; сусӑрсене, ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшăнакансене тата вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçтаракан енӗпе кӳрекен патшалăх пулăшăвӗ анлӑланнă[1].

Ертӳҫисем

  • Исаева Галина Петровна (1991—1998);
  • Васильев Юрий Анатольевич (1998);
  • Морозов Рюрик Николаевич (1998, авӑн — 2006, юпа);
  • Малов Анатолий Борисович (2006, юпа — 2015);
  • Зайцев Александр Иванович (2016—2021);
  • Ковалёв Виктор Михайлович (2021 ҫултанпа)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Хронология основных событий из истории службы занятости Чувашии и центра занятости города Чебоксары (выр.). Казенное учреждение Чувашской Республики «Центр занятости населения Чувашской Республики» Министерства труда и социальной защиты Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.