Кадрсем (наци проекчӗ)

«Кадрсем» — Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе хута янӑ наци проекчӗ[1]. Пӗрремӗш хут 2024 ҫулта Федераци Пухӑвне янӑ ҫырура пӗлтернӗ[2].

Стратегиллӗ задача

undefined

2024 ҫулта Владимир Путин Федераци пухӑвӗ умӗнче тухса калаҫнӑ ҫырура ҫамрӑк специалистсене промышленность, ӑслӑлӑх тата ытти сфера валли хатӗрлеме тӗллев лартнӑ, ҫак ӗҫе демографи ӳсӗмне шута илсе пурнӑҫлама сӗннӗ: 2030 ҫул тӗлне ҫӗршывра 20 ҫултан пуҫласа 24 ҫулчченхи 8,3 млн ҫын пулмалла; 2035 ҫул тӗлне — 9,7 млн. Патшалӑх пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх 2023 ҫулта Раҫҫейре ӗҫсӗрлӗх шайӗ чи пӗчӗк шайра пулнине палӑртнӑ — 2,9 %, ҫакӑ экономикӑшӑн лайӑх кӑтарту та, ҫав вӑхӑтрах кадрсем ҫитменни палӑртни те[3]. Уйрӑмах ҫакӑ промышленноҫра сисӗнет, 2028 ҫул тӗлне ун валли 1 млн яхӑн рабочисен профессиллӗ ӑстасене хатӗрлемелле[4]. Йывӑрлӑха вӑхӑтра татса парас тӗллевпе Президент министрсен кабинетне(выр.)чăв., профильлӗ ведомствӑсене тата усламҫӑсен пӗрлӗхне наци проекчӗсен умӗнче тӑракан задачӑсене пурнӑҫлама вӑтам, аслӑ тата професси пӗлӳ парас ӗҫе тивӗҫлӗн йӗркелеме, ҫавӑн пекех ку ӗҫе паянхи вӑхӑтри экономика ыйтнине тивӗҫтерсе пурнӑҫлама хушнӑ.

…вӗренӳ тытӑмӗнчи ҫыхӑнусене, шкултан пуҫласа ВУЗ таран, чӑн пурнӑҫпа килӗшӳллӗн йӗркелемелле. Вӗсем пӗр логикӑпа, пӗрлехи кӑтартушӑн ӗҫлемелле. Паллах, кунта пулас ӗҫпе тивӗҫтерекенсем те хутшӑнмалла. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа ҫӗршыври пур шкулта та профориентаци системине кӗртнӗ. 6-мӗш класран пуҫласа ачасем тӗрлӗ специальноҫпа паллашма пултараҫҫӗ[5].

Кадр дефицитне чакарас енӗпе йӗркеленӗ патшалӑх стратегийӗпе килӗшӳллӗн ӑна пурнӑҫлама наци проектне хута ярасси пирки пӗлтернӗ, ҫавӑн пекех унпа ҫыхӑннӑ ытти наци тата федераци проекчӗсене улшӑнусем кӗртнӗ[6]. «Кадрсем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе вӗрентӳ тытӑмӗнчи инфраструктура, технологи тата ӑслӑлӑх никӗсне лайӑхлатмалли мерӑсен ҫакӑн йышши комплекса ҫирӗплетнӗ:

  • вӑтам професси пӗлӗвӗпе тивӗҫтерекен учрежденисене юсасси тата вӗсене хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтересси (2030 ҫулччен 120 млрд уйӑрнӑ)[1];
  • 800 ВУЗ общежитине тӗпрен юсасси (2030 ҫулччен 124 млрд уйӑрнӑ);
  • 2030 ҫул тӗлне 25 университет кампусне туса лартасси (400 млрд уйӑрнӑ); планра 40 яхӑн студентсен хулине тӑвасси пур;
  • университетсене пулӑшакан «Приоритет-2030»(выр.)чăв. патшалӑх программине хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси (2030 ҫулччен 190 млрд уйӑрнӑ);
  • 2030 ҫул тӗлне мӗнпур професси паракан вӗренӳ учрежденине «Профессионалитет» федераци проектне (вӑл колледжсемпе бизнес хушшинче тачӑ партнерлӑх йӗркелет тата вӗренсе тухакансене ҫӗр проценчӗпех ӗҫе вырнаҫтарать) кӗртесси[2];
  • ВУЗсенчи тата ӑслӑлӑх организацийӗсенчи ӑслӑлӑхпа техника вулавӑшӗсен тытӑмне модернизацилесси (хушма 9 млрд тенкӗ уйӑрнӑ)[7];
  • педагогика вузӗсене ҫӗнетмелли программа (9 млрд тенкӗ уйӑрнӑ)[8];
  • ӑслӑлӑхпа технологи разработкисене бизнеспа патшалӑх хывакан укҫа-тенкӗ виҫине икӗ хут ӳстересси (тӑкаксен тӳпине 2030 ҫул тӗлне ВВП 2 % таран ҫитерме палӑртнӑ)[1].

Тухӑҫлӑ ӗҫленине хаклани

Наци проекчӗн эффективлӑхне хакламалли критерисем — регионти власть, вузсем тата бизнес пӗрле хатӗрленӗ конкретлӑ кадр, инноваци тата промышленность проекчӗсем, ҫавӑн пекех хакланӑ чухне студентсен стартапӗсен укҫа-тенкӗпе пулӑшнине шута илеҫҫӗ[1]. Студентсен саккинчех пуҫланӑ технологи стартапӗсен шутне 2030 ҫул тӗлне ҫулсерен 30 пине ҫитерме тӗллев лартнӑ[9]. РФ Правительстви ҫакнашкал проектсене хывнӑ венчурлӑ усламҫӑсемшӗн инвестицин 50% тавӑрма май паракан программа хатӗрленӗ (тӑкака саплаштарма 13 млрд тенкӗ уйӑрнӑ).

Технологи суверенитечӗ

«Кадрсем» наци проекчӗ Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхпа технологи аталанӑвӗн стратегийӗн тӗп компоненчӗ шутланать, вӑл технологи суверенитетне «витӗр тухакан» сферӑсенче, урӑхла каласан, ҫӗршывӑн пӗтӗм экономикин ҫирӗплӗхне тивӗҫтерекен сферӑсенче йӗркелет: станоксем тӑвассипе производство хатӗрӗсенче, робототехникӑра, пилотсӑр ӗҫлекен системӑсенче, даннӑйсен экономикинче, химире[10]. Стратегипе килӗшӳллӗн 2030 ҫул тӗлне Раҫҫейӗн шалти рынокӗнчи аслӑ технологиллӗ таварсен тата пулӑшу ӗҫӗсен тӳпи ултӑ хут ӳсмелле, чӗртавар шутне кӗмен экспортӑн калӑпӑшӗ вара иккӗ виҫҫӗмӗш пай чухлӗ хӑпармалла[1]. Ҫав вӑхӑтрах импортӑн тӳпи чакса пымалла: енчен те 1999 ҫулта вӑл ВВП 26 % таран ҫитнӗ пулсан, 2023 ҫул тӗлне ВВП 19 % таран чакнӑ, 2030 ҫул тӗлне вара ВВП 17 % таран чакарма палӑртнӑ[1]. Ҫапла вара Раҫҫей ют ҫӗршыври технологийӗсемпе ӑслӑлӑх тивӗҫтерекен продукципе тивӗҫтерес тӗлӗшпе вӑйлӑ ҫыхӑннинчен хӑтӑлӗ, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗнчен ют ҫӗршыв компанийӗсем тухса кайнӑ хыҫҫӑн пушанса юлнӑ производство вырӑнӗсене тултарма май пулӗ.

Хушма информаци

2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫлӗх министрӗ Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫултанпа ҫамрӑксен хушшинче ӗҫ тупайманни пӗрре ҫурӑ хут чакнӑ, ку виҫе 5,1 % танлашнӑ[11].

2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче РФ вице-премьерӗ Александр Новак пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре пысӑк квалификациллӗ ӑстасем ҫитменни 1,5 млн яхӑн ҫынпа танлашнӑ. Вице-премьер каланӑ тӑрӑх, кадрсен дефицичӗ строительствӑра, транспортра тата ҫурт-йӗр хуҫалӑхӗнче вӑйлӑ палӑрать[12].

2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикова «Кадрсем» наци проекчӗн тӑкакӗсене 116 млрд тенкӗпе хакланӑ[13]. 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вӑл проектӑн кассине пурнӑҫлани 43,8 % танлашнине пӗлтернӗ[14].

Чӑваш Республикинче

«Кадрсем» наци проектне Чӑваш Республикинче Ӗҫпе социаллӑ пулӑшу министерстви, Вӗрентӳ министерстви, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерес патшалăх хĕсмечĕ тата ытти патшалӑх структурисем пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Послание Президента Федеральному Собранию. http://kremlin.ru (29 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Владимир Путин объявил о запуске нового национального проекта «Кадры». https://edu.gov.ru (29 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  3. ^ Путин: безработица в РФ снизилась до 2,9% впервые в истории. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  4. ^ Путин: до 2028 года нужно подготовить 1 млн специалистов рабочих профессий. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Послание Президента Федеральному собранию. http://kremlin.ru (29 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ.
  6. ^ Леонов, Сергей. Семья, молодежь, взрослые. Путин назвал новые выплаты для жителей России. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  7. ^ Путин поручил модернизировать сеть научно-технических библиотек (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ.
  8. ^ В России выделят девять миллиардов рублей на обновление педвузов (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗ.
  9. ^ Дмитрий Чернышенко: 69 регионов подключилось к реализации федпроекта «Платформа университетского технологического предпринимательства». http://government.ru (6 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  10. ^ Необходимо добиться технологического суверенитета, заявил Путин (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  11. ^ Путин обсудил молодежную политику с членами правительства - Российская газета (2024-04-04). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  12. ^ Александр Новак: России необходимо 1,5 млн высококвалифицированных кадров | Эксперт (выр.). Эксперт. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
  13. ^ Татьяна Голикова оценила расходы на нацпроект «Кадры» в 116 млрд рублей. Эксперт (18 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  14. ^ Голикова: кассовое исполнение нацпроекта "Кадры" составляет уже 43,8% (2025-02-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем