«Туризм тата хӑнасене тарават йышӑнни» наци проекчӗ

«Туризм тата хӑнасене тарават йышӑнни» наци проекчӗ — 2021 ҫулта Раҫҫейре хута янӑ тата 2024 ҫулта ҫӗнетнӗ наци проекчӗсенчен пӗри. Унӑн тӗллевӗ — ҫӗршыв экономикинче туризм отраслӗн пӗлтерӗшне ӳстересси тата 2030 ҫул тӗлне туризм ҫулҫӳревӗсен йышне 140 млн таран ӳстересси[1].

Историйӗ

Чи малтанах наци проекчӗ «Туризм тата хӑнасене тарават йышӑнассин индустрии» ятлӑ пулнӑ. Ӑна 2020 ҫулта кӑшӑлвирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче хатӗрленӗ, Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин ырланӑ[2]. Наци проектне 2021 ҫулта хута янӑ[3].

Вӑл виҫӗ пуҫаруран тӑнӑ:

  • Туризм инфратытӑмне аталантарасси,
  • Туризм пулӑшӑвне ҫӑмӑл илме паракан майсене ӳстересси,
  • Туризм сферинчи управление аталантарасси[4].

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Раҫҫей президенчӗ наци проектне хатӗрлекен тата уншӑн яваплӑ ведомствӑна, Туризмпа ӗҫлекен федераллӑ агентствӑна (Ростуризм), пӗтернӗ. Унӑн тивӗҫӗсене Экономика аталанӑвӗн министерствине(выр.)чăв. панӑ[5]. Наци проекчӗн кураторӗ малтанхи пекех Дмитрий Чернышенко вице-премьер юлнӑ.

Малтанлӑха тунӑ пӗтӗмлетӳсем

«Туризм тата хӑнасене тарават йышӑнассин индустрии» проекта пурнӑҫлани 2024 ҫул вӗҫӗнче вӗҫленнӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче малтанхи кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ май Чернышенко ӑна пурнӑҫлама федераци хыснинчен 200 млрд тенкӗ уйӑрнине палӑртнӑ, вӑл ҫапла каланӑ:

Пур кӑтартупа та лайӑх енне туртӑнакан аталану пур. Тӗслӗхрен, ҫӗршыва илес пулсан туристла ҫулҫӳреве тухнисен шучӗ 2020 ҫулта 45 млн яхӑн пулнинчен 2023 ҫул тӗлне 84 млн таран ӳснӗ. 2024 ҫула пӗтӗмлетнӗ май туристла ҫулҫӳреве тухнисен шучӗ 92 млн яхӑн пуласса кӗтетпӗр.

Наци проекчӗшӗн пӗлтерӗшлӗ йышӑнусен йышӗнче вӑл 2027 ҫулччен туроператорсене тата хӑна ҫурчӗсенче вырнаҫтармалли пулӑшусене НДСран хӑтарнине, ҫавӑн пекех 2030 ҫулччен хӑна ҫурчӗсем валли нуль виҫеллӗ НДС-а тӑснине каланӑ[6].

undefined

Проекта пурнӑҫланине хакланӑ май экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Решетников малтанхи тапхӑрта вӑл кӑшӑлвирус пандемийӗн сиенне ҫӗнтерме пулӑшнӑ кризиспа кӗрешмелли хатӗр пулса тӑнине аса илтернӗ:

Йышӑннӑ мерӑсене пула отрасле сыхласа хӑварма кӑна мар пултартӑмӑр, инфратытӑм аталанӑвӗн планӗсене пурнӑҫлама та май килчӗ. Отельсем тума ҫӑмӑллӑхлӑ кредит памалли тата модульлӗ хӑна ҫурчӗсене хатӗрлессине субсидилеме программӑсем хута янӑ. Шалти туризм питӗ хӑвӑрт аталанма тытӑннӑ. Ыйтакансем йышланнине пула бизнес та хурав пачӗ: инвестицисем нумайланчӗҫ. 2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫурҫул хушшинче бизнес 377 млрд тенкӗ укҫа шыраса тупнӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтри тапхӑртан 60 % пысӑкрах[7].

Проект ҫинчен

Ҫӗнелнӗ нацпроект «Туризм тата хӑнасене тарават йышӑнни» ятлӑ пулса тӑнӑ, вӑл пилӗк федераци проектӗнчен тӑрать:

  • Номер фондне йӗркелесси,
  • Тинӗс курорчӗсем,
  • Ҫӗршывӑн туризмла илӗртӳлӗхӗ,
  • Кадрсем,
  • Туризма промышленность енчен тивӗҫтересси[1].

Наци проектне 2030 ҫулччен пурнӑҫлама хатӗрленӗ. Ҫӗршыв президенчӗ туризм тӳпине ВВП йышӗнче 5 % таран ӳстерме тӗллев лартнӑ[8].

Тӗп мероприятисем

Экономика аталанӑвӗн министерстви ертӳҫи Максим Решетников каланӑ тӑрӑх, ведомствӑн наци проекчӗ шайӗнче тӗп пусӑма пулӑшу сӗнӗвне аталантарма тӑваҫҫӗ: вырнаҫӑнмалли хатӗрсене йӗркелесси тата анлӑлатасси, туризма туртакан ҫӗнӗ вырӑнсене йӗркелесси[7]. Юлашкинчен асӑнни хушшине сӑрт-ту йӗлтӗр курорчӗсем, аквапарксем, хӗлӗн-ҫӑвӗн ӗҫлекен вӑйӑпа кану паркӗсем кӗреҫҫӗ. 59 пин ҫӗнӗ номер хатӗрлеме, тата канупа выллямалли-йӑпанмалли вырӑнсене ҫӳрекенсен йышне ҫулталӑк хушшинче 23 млн ҫын таран ӳстерме палӑртнӑ[1]. Унсӑр пуҫне ҫак ӗҫсене тумалла:

  • Ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен тинӗс курорчӗсем тӑвасси — Раҫҫей Федерацийӗн тӑхӑр субъектӗнче 11 проект хатӗрленӗ: 72 пин ытла ҫӗнӗ номер тата 80 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелле.
  • Модульлӗ ҫӗр каҫмалли ҫуртсене тӑвасси — 10 пин ҫӗнӗ номер.
  • Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене пулӑмлӑ мероприятисем ирттерме, хуласенчи истори центрӗсене тирпей-илем кӗртме, пляжсемпе туризм маршручӗсене хӑтлӑлатма, тӗпрен причал инфраструктурине йӗркелеме пӗрлехи мелпе субсидилени, ҫакӑ туризм ҫулҫӳревӗсен шутне ҫутҫанталӑкне 7,4 млн чухлӗ ӳстермелле.
  • «Перекетлӗ производство» енӗпе туризм сферинчи 57 организацире ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерекен проектсем.
  • Вӗренӳпе меслетлӗх комплексӗсене хатӗрлесси тата туризмпа тараватлӑх индустрийӗ валли кадрсене (итлекенсен шучӗ — 53 пин таран) вӗрентӗвне ирттересси[1].

Нацпроекта пурнӑҫланине критиклени

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Владимир Путин президент наци проектне пурнӑҫланине критикленӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл тӳре-шара каланинче проект валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн 83,1 процентне пурнӑҫлама хута яни пирки пӗлтернӗ, анчах укҫан пысӑк пайӗ чӑн-чӑн ӗҫсем, инфраструктурӑпа объектсем тума мар, «Туризм.рф» корпорацийӗн (ӑна 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче шалти тата тулаш туризма аталантармашкӑн Михаил Мишустин премьер-министр хушнипе йӗркеленӗ) устав капиталне хывма кайнӑ пирки асӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах тӗп ӗҫсене 51 % кӑна пурнӑҫланӑ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Основные показатели и мероприятия национального проекта «Туризм и гостеприимство» (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ Путин поддержал разработку нацпроекта по туризму (2020-11-16). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  3. ^ Интерфакс-Туризм. Путин поручил кабмину обеспечить нацпроект по развитию туризма финансированием до 2030 года.
  4. ^ Национальныепроекты.рф. Туризм и индустрия гостеприимства.
  5. ^ Путин упразднил Ростуризм. Что важно знать. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ В России одобрили паспорт нового национального проекта «Туризм и гостеприимство» - Газета.Ru | Новости. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Дмитрий Чернышенко: Положительная динамика есть по всем показателям нацпроекта «Туризм и индустрия гостеприимства» (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  8. ^ Представлена структура обновленного нацпроекта «Туризм и гостеприимство» до 2030 года. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
  9. ^ Вести. Путин о туристическом нацпроекте: деньги пошли не на реальную работу.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем