Даннӑйсен экономики (наци проекчӗ)
«Даннӑйсен экономики» — Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе хута янӑ наци проекчӗ[1]. Пӗрремӗш хут унпа 2023 ҫулта «Шутлав тата ҫыхӑну. Квант тӗнчи» форумра паллаштарнӑ[2]. Ӑна мӗнле пурнӑҫланине Цифра аталанӑвӗн министерстви(выр.)чăв., Экономика аталанӑвӗн министерстви(выр.)чăв., Финанс министерстви(выр.)чăв. тата «Цифра экономики» АНО сӑнаса тӑраҫҫӗ[3].
Плансемпе килӗшӳллӗн, наци проекчӗ ҫӗршыва искусствӑлла интеллект тата квантлӑ компьютер технологийӗсем енӗпе суверенитетпа тивӗҫтермелле[4]. Унсӑр пуҫне цифра технологийӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ социаллӑ тата экономика йывӑрлӑхӗсене татса парассипе ҫыхӑннӑ[5]. Наци проектне пурнӑҫлама 2030 ҫулччен 700 млрд тенкӗ уйӑрнӑ[6].
Вӑйлӑ квант аталанӑвӗ
2023 ҫулта Владимир Путин «Шутлав тата ҫыхӑну. Квант тӗнчи» форумра «Даннӑйсен экономики» нацпроект пирки пӗлтернӗ, унӑн масштабне СССР XX ӗмӗрте пурнӑҫланӑ «вӑйлӑ промышленность аталанӑвӗ» ятлипе танлаштарнӑ: ҫӗршывӑн технологи, экономика, вӗрентӳ тата управлени енӗпе вӑйлӑ аталану пурнӑҫламалла[7]. Патшалӑх пуҫлӑхӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, наци проекчӗн стратегине цифрӑлатассишӗн мар, «пачах урӑх экономикӑна» йӗркелессишӗн йӗркеленӗ, ҫакӑ, тепӗр енчен, ҫӗршыври пурнӑҫ шайне самай ӳстерме тивӗҫ:
Сӑмах цифра экономикине, искусствӑлла интеллекта тата пысӑк технологиллӗ проектсене (ҫав шутра квант технологийӗсене аталантарма хатӗрленӗ «ҫул карттисем» те кӗреҫҫӗ) аталантармалли хальхи йышши хатӗрсене пӗр вырӑна пухни ҫинчен ҫеҫ мар… Шӑпах ыттисен ҫук хатӗрлевсене шутласа кӑласссипе вӗсемпе пур вырӑнта та усӑ курассин пӗрлехи механизмне йӗркелес пулать. Ку, паллах, чӑннипе пур технологине те, пур пурнӑҫ сферине те пырса тивет[8].
Президент нацпроекта пурнӑҫа кӗртме кирлӗ утӑмсене палӑртнӑ:
- даннӑйсене пухас системӑсене лайӑхлатни (пысӑк сисӗмлӗ квант сенсорӗсем туса кӑларни, вӗсем объектсене тӗрӗс йӗркелеме май параҫҫӗ — спутник тата ҫӗр ҫыхӑнӑвӗн системисенче, ҫавӑн пекех малтанхи стадисенче — сывлӑх сыхлав сферинче — чирсене тупса палӑртма май параҫҫӗ);
- чӑн вӑхӑтпа пӗр самантра даннӑйсемпе ылмашӑнмалли системӑсене лайӑхлатасси (промышленность робототехники, пилотсӑр транспорт системисем, хула хутлӑхне автоматизацилесси валли кирлӗ);
- даннӑйсене шутласа кӑларма тата упрама май паракан суверенлӑ инфраструктурӑна йӗркелесси (пӗлӗтлӗ платформӑсемпе даннӑйсемпе ӗҫлекен центрсем, вӗсем патшалӑх органӗсене, предприятисене, ҫыхӑну операторӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме кирлӗ);
- квант тата фотон технологийӗсене тӗпе хурса компьютерсем туса хатӗрлесси тата кӑларасси;
- даннӑйсен хӑрушсӑрлӑх системисене (квант коммуникацийӗсем тата квантпа усӑ курса шифрлани) лайӑхлатасси;
- даннӑйсемпе ӗҫлемелли наци стандарчӗсемпе ӗҫ протоколӗсене хатӗрлесси;
- даннӑйсемпе ӗҫлеме тата вӗсене тишкерме май паракан алгоритмсене хатӗрлесси (вӗсен шутне искусствӑлла интеллект енӗпе ӗҫсем, ҫавӑн пекех ҫӗршыври программа хатӗрӗсем кӗреҫҫӗ);
- кодсене упрамалли хатӗрсем (Раҫҫейри тата ют патшалӑхсенчи программистсене ӗҫлеме юрӑхлӑ сервиссем) йӗркелесси[8].
Наци проекчӗн асӑннӑ ӗҫӗсене ҫеҫ мар, малашлӑхлӑ технологи стартапӗсене те укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсен тӗп инвесторӗ шӑпах патшалӑх пулса тӑрать. Mobile Research Group-ӑн ертсе пыракан аналитикӗ Эльдар Муртазин палӑртнӑ тӑрӑх, цифра аталанӑвӗн шайӗпе Раҫҫей ҫирӗппӗн малта пыракан пилӗк ҫӗршыв йышне (2024 ҫул тӗлне илнӗ кӑтартусем) кӗрет, наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри ытти патшалӑхсемпе технологи тӗлӗшӗнчен тупӑшни мар, вырӑнти тӑрӑхсене «цифра тӗлӗшӗнчен тӳрлетесси» пулнине палӑртнӑ.
Уйӑракан укҫа-тенкӗ вӑл е ку енчен хӑвӑрт аталанма май парӗ. Тезис питӗ ансат: ку вӑл аталанма кирлӗ япала. Паян Мускавпа регионсем хушшинче цифрӑллӑ танмарлӑх пур. Тата, енчен те ҫӳллӗрех илес пулсан, Раҫҫей тӗнчепе танлаштарсан пӗрре те кая юлмасть[9].
Технологи суверенитечӗ
Наци проектне пурнӑҫланӑ чухне ҫӗршыври инженерсемпе ӑсчахсем умӗнче тӑракан яваплӑха пӗрре метафора формипе «Росатом» ертӳҫи Алексей Лихачёв(выр.)чăв. ӑнлантарса панӑ. Корпораци пуҫлӑхӗ квант компьютерне ӑсталассин йывӑрлӑхне пӗрремӗш совет ядерлӑ бомбине шухӑшласа кӑларнӑ вӑхӑтпа танлаштарнӑ, мӗншӗн тесен пӗрине те, теприне те «ним ҫукран» хатӗрленӗ, ҫапла май ҫӗршыв суверенитетне тивӗҫтермелле пулнӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)Когда тебя вызывают в Правительство и говорят, что за три-четыре года...нужно продемонстрировать результат, облик которого непонятен, технологии не существуют, но за тобой будет присматривать Правительство и Академия наук. В этом смысле, конечно, сразу рождается в душе образ Лаврентия Павловича Берии, который руководил атомной отраслью на этапе её создания, и хочется, конечно, не опозорить высоко поднятое знамя советской и российской атомной промышленности. Это, конечно, такая эмоциональная часть
Сана Правительствӑна чӗнсе илеҫҫӗ те виҫ-тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле пулин кӑтартмалла тесе калаҫҫӑ, вӑл япалан вара ни кӳлепи паллӑ мар, ни технологисем ҫук, анчах эс мӗнле ӗҫленине Правительство та Ӑслӑлӑх академийӗ те сӑнасах тӑрать. Ку тӗлӗшпе, паллах, сан ума атом отрасльне малтанхи тапхӑрта ертсе пынӑ Лаврентий Павлович Берия сӑнарӗ тухса тӑрать, ҫапла май, паллах, ҫӳле ҫӗкленӗ совет саманин тата Раҫҫейӗн атом промышленноҫӗн ялавне намӑслантарас килмест. Ҫакӑ, паллах, кӑмӑл-туйӑмӑн пӗр пайӗ кӑна[8].
Тӑван ҫӗршывӑн квант компьютерне «Росатом» пулӑшса пынипе ятарлӑ лабораторире йӗркеленӗ. Илья Семериков разработчик Алексей Лихачёв шухӑшне хӑйне май аталантарнӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх, физик хӑй те, унӑн ӗҫтешӗсем Илья Заливакопа Саша Борисенко та хӑйсен вӑхӑтне шеллемесӗр ӗҫлекенсем, хӑйсене ҫӗнӗ майпа ирӗклӗхсӗр хӑварнӑ «шарашка»(выр.)чăв. ӑсчахӗсем. Кунашкал танлаштарни ӑнсӑртран килмен, мӗншӗн тесен шӑпах Туполев, Королёв, Термен ӗҫленӗ конструктор бюровӗсенче авиастроени, двигательсем хатӗрлесси тата ракетӑсем тӑвас енӗпе вӑйлӑ ҫитӗнӳсем тунӑ[10]. 2023 ҫулта иртнӗ Пуласлӑхри технологисен форумӗ вӑхӑтӗнче Илья Семериков ионлӑ квант процессорӗпе ӗҫленӗ май вӑхӑта ытларах ҫемьепе мар, лабораторире ирттерни ҫинчен каласа панӑ:
Оригиналлӑ текст (выр.)С тех пор, где-то уже три года, мы живём в лаборатории – субботы, воскресенья, понедельники. Единственное, что нас спасает, это то, что ФИАН закрывается в одиннадцать. Если бы нет, то мы бы там и ночевали
Унтанпа, виҫӗ ҫул ӗнтӗ, лабораторире пурӑнатпӑр, шӑматкунсем, вырсарникунсем, тунтикунсем унта иртеҫҫӗ. Пӗртен-пӗр пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — ФИАН вунпӗрте хупӑнни. Апла мар пулсан эпир унта ҫӗр каҫма та хатӗр[8].
Квант компьютерӗн прототипне пухса хатӗрличчен Илья Семериковӑн хӑйне евӗрлӗ ушкӑн пухма тивнӗ. 2023 ҫулта интервью панӑ чухне каласа панӑ тӑрӑх, ҫакна тума вунӑ ҫула яхӑн кирлӗ пулнӑ. Инженер хакланӑ тӑрӑх, мӗнпур шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме тата вуннӑ кирлӗ пулать:
Оригиналлӑ текст (выр.)Что для нас очень важно и отрадно, он [квантовый компьютер - ред.] делает какие-то полезные вещи, которые не напрямую из него следуют, то есть он моделирует молекулы, а не занимается какой-то научной абстракцией. Для нас это очень важно. Конечно, наша мечта – это сделать полезный квантовый компьютер. Сделать такой квантовый компьютер, который бы действительно решал задачи быстрее, чем суперкомпьютер, который был бы полезен широкому кругу людей
Пире уйрӑмах мӗн савӑнтарать? Вӑл [квант компьютерӗ — ред.] тӳрремӗн палӑрӑнман кирлӗ ӗҫсене тӑвать, тепӗр май каласан вӑл ӑслӑлӑхри абстракципе аппаланмасть, молекулӑсене модельлет. Пирӗншӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Паллах, пирӗн ӗмӗтре усӑ паракан квант компьютерне ӑсталасси. Ҫынсен анлӑ йышне пулӑшма пултаракан, супоркомпьютертан та хӑвӑртрах шутлама пултаракан квант компьютерне хатӗрлесси[8].
Цифра экономики умӗнчи йывӑрлӑхсем
«Даннӑйсен экономики» наци проектне пурнӑҫланӑ май Экономика аталанӑвӗн министерствипе Ӗҫ министерствине искусствӑлла интеллект технологийӗсене ӗҫе кӗртессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене тата вӗсем Раҫҫейре ӗҫпе тивӗҫтересси ҫине мӗнле витӗм кӳнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене хаклама ҫулсерен ӗҫ рынокне тишкерме хушнӑ[3].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
- «Профессионалитет» федераци проекчӗ(выр.)чăв.
- «Профессионалсем» професси ӑсталӑхӗн чемпионачӗ(выр.)чăв.
- «Кадрсем» наци проекчӗ
- «Раҫҫей ҫамрӑкӗсем» наци проекчӗ
Ӑнлантарусем
- ^ Послание Президента Федеральному Собранию. http://kremlin.ru (29 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ В России появится новый нацпроект — «Экономика данных». https://digital.gov.ru (13 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Михаил Мишустин дал поручения по итогам стратегической сессии, посвящённой нацпроекту «Экономика данных». http://government.ru (21 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Михаил Мишустин провёл стратегическую сессию по формированию национального проекта «Экономика данных». http://government.ru (21 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Путин объявил о запуске нацпроекта «Экономика данных». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Путин анонсировал нацпроект «Экономика данных» (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Путин предложил подготовить нацпроект по формированию экономики данных (13.07.2023). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Пленарное заседание Форума будущих технологий. http://kremlin.ru (13 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Эксперт: Нацпроект "Экономика данных" позволит сделать рывок во внедрении ИИ - Российская газета (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Писаренко, Дмитрий. Гении сталинских шарашек. Даже в лагерях учёные совершали прорывы в науке. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.