Космос (наци проекчӗ)

«Космос» наци проектне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе 2025 ҫулта пуҫарса янӑ[1]. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн спутник ушкӑнӗсене тата наци орбита станцине туса хурас, космос ҫыхӑну сервисӗсене, ядерлӑ космос энергетикине аталантарас, инҫет космосӑн никӗс тӗпчевӗсене ирттерес тата кадрсене хатӗрлес енӗпе вӑрах вӑхӑтлӑх тӗллевсене палӑртать[2].

Историйӗ

2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Н. Э. Бауман ячӗллӗ Мускав патшалӑх техника университетӗнче(выр.)чăв. космос отрасльне аталантарас ыйтусемпе ирттернӗ канашлура Владимир Путин «Космос» наци проектне хатӗрлемелли пирки пӗлтернӗ:

… Ҫак чи кирлӗ сферӑри плансем пирӗн ҫӗршывӑн космос держави пек историллӗ статусӗпе килӗшсе тӑмалла[2].

undefined

Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, нацпроектра ҫывӑхри те, отрасле аталантармалли вӑрах вӑхӑтлӑх плансем те пулмалла:

  • тӗрлӗ пӗлтерӗшлӗ харпӑр нумай спутник ушкӑнӗсем йӗркелесси;
  • наци орбита станцине туса хурасси;
  • ядерлӑ космос энергетикин аталанӑвӗ;
  • «космос буксирӗ» туса хурасси;
  • инҫет космосӑн никӗс тӗпчевӗсене ирттересси;
  • «Спектр-РГ»(выр.)чăв. орбита обсерваторин никӗсӗ ҫинче Ҫут Тӗнчен тӗплӗ карттине тӑвасси[2].

Нацпроектӑн технологи ҫитӗнӗвӗсем экономикӑна ҫӗнетме тата халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пулӑшакан вӑй пулса тӑмаллине палӑртнӑ[2].

undefined

2025 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Роскосмосӑн тӗп директорӗ Дмитрий Баканов(выр.)чăв. пӗлтернӗ тӑрӑх, нацпроект интернет ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен 886 «Рассвет» спутника тата Ҫӗр чӑмӑрне инҫет мелпе зондлакан 114 аппарата хута яма палӑртнӑ[3].

2025 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче РӐА космос тӗпчевӗсен институчӗн (ИКИ) планетӑсен физики пайӗн заведующийӗ Олег Кораблев пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче уҫлӑхне алла илмелли наци проектне «Венера-Д» планетӑсем хушшинчи хӑй тӗллӗн ӗҫлекен станцине тӑвасси тата вӗҫтерсе ярасси кӗрет. Эскиз проектне 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче хатӗрлеме пуҫлӗҫ[4].

Укҫа-тенкӗ виҫи

2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей правительстви 2028 ҫулччен наци проектне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме бюджетра 1 триллион тенкӗ, 2036 ҫулччен вӑрах вӑхӑтлӑха 4,5 триллион тенке яхӑн пӑхса хӑварнӑ[5].

Федераци проекчӗсем

«Космос» наци проектне ҫак федераци программисене кӗртнӗ:

  • «Космос информаци технологийӗсен комплекслӑ аталанӑвӗ»;
  • «Малкурӑмлӑ космос тытӑмӗсем тата сервисӗсем»;
  • «Раҫҫейри ядерлӑ космос энергетикин аталанӑвӗ»[6].

Кӑтартусем

Нацпроектӑн тӗп параметрӗсене сӳтсе явнӑ чухне ҫак кӑтартусене тӗпе хума йышӑннӑ:

  • орбитӑри спутник ушканӗсен шутне 2030 ҫул тӗлне 1,2 пин таран ӳстермелле;
  • Раҫҫей космодромӗсенчен космоса ӑсатассине ҫулталӑкне 56 ҫити ҫитермелле;
  • Тӑван Ҫӗршывӑн орбита станцине 2027 ҫулта йӗркелеме тытӑнмалла;
  • отрасльте ӗҫлекенсен шутне 2030 ҫул тӗлне 40 пин ҫын таран ӳстермелле;
  • отрасльти ӗҫ тухӑҫлӑхне 1,5 хут ӳстермелле[6].

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем