Ҫемье (наци проекчӗ)
«Ҫемье» — Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе хута янӑ наци проекчӗ[1]. Пӗрремӗш хут 2024 ҫулта Федераци Пухӑвне янӑ Ҫырура(выр.)чăв. пӗлтернӗ[2].
Нацпроектӑн тӗп ҫул-йӗрне РФ ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлӗхӗн сӗнӗвӗсене шута илсе тунӑ, ҫавӑн пекех унта ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли маларах йышӑннӑ мерӑсене кӗртнӗ[3].
Ҫемье — патшалӑх стратегийӗн ориентирӗ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци пухӑвне 2024 ҫулта янӑ Ҫырура 2030 ҫул тӗлне ҫирӗп демографи ӳсӗмне пурнӑҫлама тӗллев лартнӑ:
Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси — пирӗн никӗслӗ кӑмӑл-сипет суйлавӗ. Нумай ачаллӑ пысӑк ҫемье общество пурнӑҫӗн норми, философийӗ, пӗтӗм патшалӑх стратегийӗн ориентирӗ пулса тӑмалла.
Патшалӑхӑн йӗркеленӗ стратегийӗпе килӗшӳллӗн «Ҫемье» наци проектне хута ярасси ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавӑн пекех унпа ҫыхӑннӑ ытти наци проекчӗсене («Кадрсем», «Даннӑйсен экономики») шайлаштарнӑ[4].
Тупӑша ӳстерни
Нацпроект приоритечӗ тесе ачаллӑ ҫемьесен тупӑшне ӳстерессине палӑртнӑ, мӗншӗн тесен обществӑн шӑпах ҫак категорине социаллӑ хӳтлӗх кирлӗ. 2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне, нумай ачаллӑ ҫемьесен хушшинчи чухӑнлӑх шайӗ 30 % танлашнӑ, лартнӑ тӗллевсемпе килӗшӳллӗн ҫак хисепе 2030 ҫул тӗлне икӗ хут чакармалла. Тӗллеве пурнӑҫлама ҫак тӗп хатӗрсемпе усӑ курма палӑртнӑ:
- сахал тупӑшлӑ ҫемьесене уйӑхсерен паракан пӗрлехи пособи, ӑна амӑшӗн ҫие юлнӑ малтанхи срокӗсенчен пуҫласа ача вунҫиччӗ тултариччен параҫҫӗ (2024 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне ӑна 11 млн граждан илнӗ)[1];
- соцконтракт илме ансатлатнӑ процедура (ӑна тӳлеме правительствӑна 2024 ҫулта 100 млрд тенкӗ хушса уйӑрнӑ)[1];
- 2030 ҫул тӗлне МРОТ виҫине 35 пин тенкӗ таран ӳстермелле, ҫакӑ тӳрех социаллӑ тӳлев тата бюджет сферинче ӗҫ укҫи виҫине витӗм кӳрет[5];
- ачаллӑ ҫемьесене куланай йывӑрлӑхне чакарасси[6];
- иккӗмӗш ачашӑн 2800 тенкӗ таран налук вычечӗ тата виҫҫӗмӗшпе ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн — 6000 тенкӗ; вычет илме май пур ҫулталӑкри тупӑш виҫине 350-ран 450 пин тенкӗ таран ӳстернӗ;
- амӑш капиталӗн программине 2030 ҫулччен тӑснӑ.
Ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси
Нацпроект шайӗнче ачаллӑ 350 пин ҫемьене ҫурт-йӗр условийӗсене ҫулсерен лайӑхлатма тӗллев лартнӑ[7]. Кун валли ҫак мелсен комплексне пӑхса хӑварнӑ:
- ҫемье ипотекин программине 2030 ҫулччен тӑснӑ, ачаллӑ ҫемьесем валли ставка ача ултӑ ҫул тултариччен 6 % шайӗнче упранса юлать (2024 ҫулта 260 млрд тенкӗ уйӑрнӑ, 2030 ҫулччен — 1,5 трлн тенкӗ)[8];
- ҫӗнӗ ҫурт-йӗр тӑвасси пысӑках мар калӑпӑшлӑ пӗчӗк хуласемпе регионсенче ҫемье ипотекин программине анлӑлатнӑ;
- ипотека кредичӗн пӗр пайне (450 пин тенкӗ) татма уйӑракан пулӑшу мелне 2030 ҫулччен тӑснӑ, 2024 ҫулта кун валли 50 млрд тенкӗ уйӑрнӑ[8];
- авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна тӑснӑ;
- сад юлташлӑхӗсен шучӗпе социаллӑ газификаци программине анлӑлатнӑ;
- сахал тупӑшлӑ ҫемьесем валли хутса ӑшӑтмалли системӑсем туянмалли субсидисем (32 млрд тенкӗ хушса уйӑрнӑ).
Ача ҫуратасси тата пӗлӳ парасси
2022 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн 39 облаҫӗнче ача ҫуратассин коэффициенчӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартусенчен аяларах пулнине палӑртнӑ. Ҫак регионсенче патшалӑх пулӑшӑвӗн программисене анлӑлатма правительство 2030 ҫулччен 75 млрд тенкӗ хушса уйӑрнӑ.
«Ҫемье» нацпроекта 2024 ҫулта кӗртнӗ тепӗр проектпа — «Кадрсем» — тачӑ ҫыхӑнтарнӑ, ӑна демографи ӳсӗмӗ пуласса шута илсе ҫырнӑ[9]. Сӑмахран, прогнозсем тӑрӑх, ҫӗршывра 2030 ҫул тӗлне 20 ҫултан пуҫласа 24 ҫулчченхи 8,3 миллион граждан пулмалла, 2035 ҫулта — 9,7 миллион (2024 ҫултинчен 2,4 миллион ытларах)[1]. 2028 ҫулччен шкул ачисен малтанхи профориентацийӗн федераллӑ программипе тата «Профессионалитет»(выр.)чăв. проекта усӑ курса авиа- тата карап тӑвас, фармацевтика, электроника, оборона промышленноҫӗ валли ӗҫ профессийӗсемлӗ 1 млн яхӑн специалист хатӗрлеме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак плансемпе килӗшӳллӗн ҫак мелсен комплексне хушнӑ:
- вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене (2030 ҫулччен 120 млрд уйӑрнӑ) юсама тата никӗслеме;
- аслӑ шкулсен 800 общежитине тӗпрен юсама (2030 ҫулччен 124 млрд уйӑрнӑ);
- 2030 ҫул тӗлне 25 университет кампусне хӑпартма (400 млрд уйӑрнӑ);
- «Приоритет-2030»(выр.)чăв. университетсене пулӑшакан хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси (190 млрд хушӑм 2030 ҫулччен).
Нацпроекта укҫапа тивӗҫтерни
«Ҫемье» наци проекчӗ ҫӗршывӑн ултӑ ҫуллӑх аталанӑвӗн комплекслӑ планӗнче (2030 ҫулччен) тӗп вырӑнта тӑрать. Ӑна Раҫҫейӗн 2023—2024 ҫулсенчи экономика кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн калӑпланӑ. ВВП ӳсӗмӗ 2023 ҫулта РФ правительствин кӑна мар, МВФ эксперчӗсен прогнозӗнчен те иртнӗ, 3,6 % танлашнӑ. 2023 ҫулхи тӑхӑр уйӑхра инвестицисем ӳсни планланӑ 15,1 % вырӑнне 26,6 % танлашнӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, тупӑшсем чи малтан ачаллӑ ҫемьесен ырлӑхне ӳстерме кайӗҫ:
… Ҫывӑх малашлӑхра эпир тата тепӗр утӑм тума пултарӑпӑр: тӗнчери чи пысӑк тӑватӑ экономикисен йышне кӗрӗпӗр. Ҫакӑн пек аталану пирӗн граждансен ҫемйисен тупӑшне ӳстерме тӳррӗн пулӑшмалла[1].
Пурнӑҫа кӗртни
2025 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫей правительстви нацпроектӑн 2030 ҫул тӗлне пурнӑҫламалли тӗп кӑтартӑвӗсен списокне ҫирӗплетнӗ:
- ача ҫураласлӑхӑн коэффициентне ӳстерни;
- чухӑнлӑх шайӗ чакни;
- виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралассин коэффициенчӗ — 0,475 ед;
- нумай вӑхӑтлӑха пӑхакан ватӑ граждансемпе инвалидсен тӳпи, ҫакӑн пек пӑхакан граждансен пӗтӗмӗшле йышӗнчен — 30,3 %;
- граждансем культурӑпа искусство тата халӑх пултарулӑхӗн патшалӑх тата муниципалитет организацийӗсен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулни — 63 %;
- 50 пин ҫын таран пурӑнакан пӗчӗк хуласенчи кинотеатрсен шучӗ — 900 ед[10].
Унсӑр пуҫне, нацпроект шайӗнче ӗҫлемелли тӗп ҫул-йӗре — амӑшӗпе ачин пӳлӗмӗсен шутне, вӗренӳ учрежденийӗсенче кӗске вӑхӑтлӑха пурӑнмалли ушкӑнсен шутне ӳстерессине, маткапитал, ҫемье ипотеки, пӗрлӗхлӗ пособи, ҫулсерен ҫемье тӳлевӗ парассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене — ҫырса хӑварнӑ[10]. Ҫавӑн пекех документра аякри пурӑнан вырӑнсенче 100 ача сачӗ тума, 2,2 пин ача садне кирлӗ хатӗрпе тивӗҫтерме, ҫулсерен 220 пин ҫемьерен кая мар соцконтракт пама, 336 хӗрарӑм консультацийӗ йӗркелеме, 133 ача ҫуратмалли центра тата 180 ача-пӑча больници кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме, 485 пин ЭКО циклне ирттерме, 1011 ача-пӑча ӳнер шкулне тума палӑртнӑ[10].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Послание Президента Федеральному Собранию. http://kremlin.ru (29 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ С заботой о главном. Как государство поддерживает семьи с детьми. https://национальныепроекты.рф (29 нарӑсӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ В России запустят пять новых нацпроектов - Российская газета (2024-03-03). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Леонов, Сергей. Семья, молодежь, взрослые. Путин назвал новые выплаты для жителей России. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Путин поручил увеличить МРОТ до 35 тысяч рублей к 2030 году (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Путин поручил отработать новую модель оплаты труда бюджетников (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Сбербанк приветствует продление семейной ипотеки до 2030 года (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 В России семейную ипотеку продлят до 2030 года. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Рабочие в порядке: в чем суть нового нацпроекта «Кадры» (2024-02-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Основные показатели и мероприятия национального проекта «Семья» (выр.). government.ru (24 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.