Ҫамрӑксем тата ачасем (наци проекчӗ)
«Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проектне Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 309 №-мӗш «Раҫҫей Федерацийӗн 2030 ҫулчченхи тата малашлӑхра 2036 ҫулчченхи аталанӑвӗн наци тӗллевӗсем ҫинчен» хушӑвӗпе туса хатӗрленӗ тата хута янӑ[1]. Суверенлӑ вӗрентӳ тытӑмне йӗркелессине, кирлӗ инфраструктура тӑвассине, патриотизм воспитанийӗ парассине тӗпе хунӑ[2][3]. Пурнӑҫа кӗртессишӗн Ҫутӗҫ министерстви(выр.)чăв., Росмолодёжь(выр.)чăв., Хӳтӗлев министерстви тата Росгварди(выр.)чăв. яваплӑ[4]. 50 миллион ҫынна явӑҫтармалла[5]. Пӗтӗмӗшле бюджет — 3,7 трлн тенкӗ[6].
Тӗллевӗсем
РФ Правительстви умне Раҫҫей Президенчӗ 2030 ҫул тӗлне ачасене, ҫул ҫитмен ҫамрӑксене тата яш-кӗрӗме ҫӗр проценчӗпех пултарулӑхӗсене тата таланчӗсене аталантаракан, профориентаци ӗҫне иртерех пуҫӑнма май паракан майсен тытӑмне йӗркелеме тӗллев лартнӑ[3]. Унсӑр пуҫне, професси тӗлӗшӗнчен, харпӑр хӑй тӗллӗн аталанма тата патриотла воспитани илме пулӑшакан программӑсене явӑҫтарнӑ ҫамрӑксен тӳпи 75,1 % танлашмалла; доброволецсен тата обществӑлла ӗҫ-хӗле явӑҫнисен тӳпи 45,8 % ҫитмелле; Раҫҫейре хӑйсен пултарулӑхне ӳстерме май пуррине ӗненекен ҫамрӑксен тӳпи 85 % таран ӳсмелле; аслӑ пӗлӳ паракан Раҫҫейри вӗрентӳ организацийӗсенче тата ӑслӑлӑх организацийӗсенче аслӑ пӗлӳ паракан вӗрентӳ программисемпе вӗренекен ют ҫӗршыв студенчӗсен йышӗ 500 пин ҫын таран ӳсмелле[3].
Ҫав вӑхӑтрах Раҫҫейри ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене малалла тӑсакан тата хӳтӗлекен культура, ӳнер тата халӑх пултарулӑхӗн сферинчи мӗнпур проектӑн 80 процентне патшалӑх укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерет тесе палӑртнӑ[3]. Нацпроекта пурнӑҫа кӗртме 2025 ҫулта 458 138,3 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, 2026 ҫулта — 547 375,6 млн, 2027 ҫулта — 550 342,1 млн тенкӗ[7].
Нацпроект шайӗнче пултаруллӑ ачасем валли малта пыракан 12 шкул уҫма, 8 пин ытла шкула юсама, экономикӑн тӗп отраслӗсем валли ӗҫ профессийӗсемлӗ 2 миллионран кая мар ҫамрӑк специалист хатӗрлеме, 800 ҫамрӑксен лабораторийӗ тата 50 малта пыракан инженери шкулӗ йӗркелеме, 25 университет кампусӗ тума тата 800 общежити юсама палӑртнӑ[8].
Федераци проекчӗсем
«Ҫамрӑксем тата ачасем» нацпроекта ҫак федераци проекчӗсене кӗртнӗ:
- «Раҫҫей – пултаруллисен ҫӗршывӗ»(выр.)чăв.;
- «Эпир пӗрле»;
- «Раҫҫей тӗнчере»;
- «Чи лайӑххи ачасене»;
- «Малта пыракан шкулсем»;
- «Педагогсемпе наставникиксем»;
- «Хальхи кампуссен тетелне йӗркелесси»;
- «Лидерсен ӑрӑвӗ валли университетсем;
- «Профессионалитет»(выр.)чăв.[3];
- «Приоритет-2030»(выр.)чăв.[9].
Пурнӑҫа кӗртни
2025 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫамрӑксем тата ачасем» нацпроект шайӗнче ҫакӑн пек кӑтартусем пур:
- ача-пӑча юхӑмӗ шайӗнче 6942 мероприяти ирттернӗ – «Пӗрремӗшсен юхӑмӗ»(выр.)чăв. шайӗнче;
- 20 пин ҫынна Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивальне(выр.)чăв. йӗркелеме явӑҫтарнӑ;
- «Поступление в вуз онлайн» сервис никӗсӗ ҫинче ют ҫӗршыв студенчӗн пӗрлехи цифрӑллӑ профильне йӗркеленӗ;
- РФ регионӗсенче малти 12 шкултан тетел йӗркеленӗ;
- вӑтам професси пӗлӗвӗн вӗренӳпе производство центрӗсем йӗркеленӗ;
- 940 ҫамрӑксен лабораторине уҫнӑ[6];
- 7 500 преподаватель «Земство учителӗ» программа шайӗнче пӗр хутчен паракан компенсаци тӳлевӗсене илнӗ;
- класс ертӳлӗхӗшӗн 800 пин ытла тӳлевпе тивӗҫтернӗ[3].
Хушма информаци
2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Вырӑс чӗлхипе Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене пулӑшмалли сферӑра патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче «Пушкин картти» евӗр «Ача-пӑча кӗнеке карттине» хатӗрлеме сӗннӗ[10].
«Кавказский акцент» культурӑпа ҫутӗҫ форум-марафонӗ — Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерстви пулӑшнипе пултарулӑх проекчӗсен «Молодёжь и дети» наци проекчӗ шайӗнчи конкурсӗ пурнӑҫланать[11].
Ӑнлантарусем
- ^ Национальный проект «Молодежь и дети» (выр.). shkolababichevavykatnoj-r86.gosweb.gosuslugi.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Стали известны подробности национального проекта «Молодёжь и дети» (20.03.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Национальный проект «Молодёжь и дети» - Правительство России (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Национальный проект «Молодежь и дети» (выр.). shkolababichevavykatnoj-r86.gosweb.gosuslugi.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Чернышенко обсудил с депутатами Государственной Думы национальный проект «Молодёжь и дети» (выр.). government.ru (18 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дмитрий Чернышенко обсудил с депутатами Государственной Думы национальный проект «Молодёжь и дети» (выр.). government.ru (18 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ На нацпроект "Молодежь и дети" в 2025 году планируют выделить 458 млрд рублей (30.09.2024). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Нацпроект «Молодежь и дети» дополнен инструментами модернизации важнейших сфер жизни нашей страны. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Вузы – участники программы «Приоритет-2030» оптимистично оценивают развитие науки в России. Минобрнауки РФ (28 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Заседание Совета по реализации госполитики в сфере поддержки русского языка и языков народов России (05.06.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Конкурсный отбор творческих проектов студентов образовательных организаций высшего образования и профессиональных образовательных организаций для участия в Культурно-просветительском форуме-марафоне «Кавказский акцент» (2025-07-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.