Сатка районĕ
Са́тка райо́нĕ (выр. Саткинский район Челябинской области) — Челепи облаҫӗн муниципаллă районĕ. Административлă тĕпĕ — Сатка. Çĕр лаптăкĕ — 3015,7 çм². Халăхĕ — 91.7 пин çын.
Районăн кун-çулĕ
Сатка районĕн историйĕ Сатка хулапа çыхăннă. Сатка ĕлĕххи ту ĕç-пуç хулисенчен пĕри шутланать. Строганов промăç усламçисем 1756 çулта Троица-Сатка чукун шăратмалли завода туса хураççĕ. Заводăн хуçи граф С. Г. Строганов пулнă, кайран вăл ывăлне — А. С. Строганова куçать. 1768 çулхи чӳк, 19 Троица-Сатка заводĕнче пĕрремĕш чукун шăратса кăлараççĕ. Çак кун Сатка хулин çуралнă кунĕ пулать.
Тавралăхĕ
Сатка хули Челепирен кăнтăр-анăçалла 190 çухрăмра, Урал тăвĕсен анăç айккинче, Европăпа Азин географи чиккипе юнашар вырнаçнă.
Каçăсем
- Сатка муниципаллă районĕн официаллă сайчĕ
- Сатка хулипе Сатка районĕн гербĕн историйĕ
- Сатка т пирĕн хула 2008 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |