Чернов Пётр Никифорович

Чернов Пётр Никифорович (1929 ҫулхи акан 25-мӗшӗ, Вырӑскасси, Елчӗк районӗ, Чӑваш АССР2025 ҫулхи акан 20-мӗшӗ, Елчӗк, Елчӗк районӗ, Чӑваш Республики) — педагог, СССР халӑх учителӗ (1980).

Биографи

1929 çулхи акан 25-мĕшĕнче Чӑваш АССРӗн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче хресчен çемьинче çуралса ӳснĕ.

1949 çулта Чăваш педагогика институчĕ çумĕнчи вĕрентӳçӗсен институчĕн физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă та Курнавăш ялĕнчи çичĕ çул вӗренмелли шкулта ĕçе пикеннĕ.

1950-1952 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.

Салтакран таврăнсан, Елчĕкри вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă.

1960 çулта Чăваш педагогика институтĕнче физика-математика факультетĕнче вĕренсе тухнă.

1966-1989 çулсенче — Елчĕкри вăтам шкулĕнче директор пуканĕ çине ларнă.

Шкулта педагогика ăслăхĕсен университетне йĕркеленĕ, унта вара 200 ытла ача-пăча ашшĕ-амăшĕ пĕлӳ пухнă.

Меслете пĕлес ĕçсен авторĕ. «Биение жизни» асилӳ кĕнекене çырса кăларнă.

Елчӗкре пурӑннӑ. 2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ[1].

Чыслани

Библиографи

  • «Учитель» (Мускав, 1991)
  • «Народное образование», № 1, (Мускав, 1985)
  • Математика в школе. № 1,1985
  • Народная школа. № 1,1985

Каçăсем

  1. ^ Светлой памяти Петра Никифоровича Чернова (выр.). Яльчикский муниципальный округ (21 акан 2025).