Чикĕ хуралçин кунĕ

Чикӗ хуралҫин кунӗ (выр. День пограничника) — Раҫҫей Федерацийӗн ФСБ Чикӗ службин ĕҫченӗсемпе ветеранӗсен професси уявӗ. Кашни ҫул ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кун 1918 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче РСФСР чикӗ хӳтӗлӗвне хуралне йӗркеленипе ҫыхӑннӑ. СССРта уяв 1958 ҫулта официаллӑ статус илнӗ, Раҫҫей Федерацийӗнче президентӑн 1994 ҫулхи указӗпе упранса юлнӑ.

Историйӗ

Руçре чикӗ хуралҫисен ҫарӗсен историйӗ Засека йӗрӗнчи часовойсенчен пуҫланать.

1571 ҫулта чикӗсене хӳтӗлемелли йӗркине регламентлакан «Станица служби ҫинчен уложени» пулнӑ.

1782 ҫулта императрица II Екатерина чикӗсене хӳтӗлеме тата чикӗ тӗрӗслевне пурнӑҫлама «таможня сӑнчӑрӗн тата хӳтӗлӗвӗн» институтне йӗркелесси ҫинчен указа алӑ пуснӑ[1].

1827 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче I Николай император Раҫҫейре ҫар никӗсӗсем йӗркеленнӗ чикӗ таможня хуралне йӗркелесси ҫинчен положение ҫирӗплетнӗ. Чи малтанах тӗллевӗ анӑҫ чиккинче контрабандӑпа кӗрешесси кӑна пулнӑ. 1830-мӗш ҫулсен вӗҫнелле хурал патшалӑх чиккине, патшалӑхӑн территорине, патшалӑхӑн ҫар, экономика тата политика интересӗсене хӳтӗленӗ, ҫавӑн пекех карантин сӑнавне пурнӑҫланӑ, таркӑнсене тата дезертирсене тытнӑ[2].

1893 ҫулчен Раҫҫей империйӗнче патшалӑх чиккисене Финанс министерствин Таможня сборӗсен департаменчӗн чикӗ хуралӗ сыхланӑ. III Александрӑн 1893 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнчи указӗпе департамент ҫумӗнче тӳрремӗн финанс министрне пӑхӑнакан Чикӗ хуралӗн уйрӑм корпусне йӗркеленӗ. 1857 ҫулхи Таможня уставӗпе килӗшӳллӗн патшалӑха килекенсене тата унтан каякансене Чикӗ жандармерийӗ тӗрӗсленӗ[2].

Совет тапхăрӗ

Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн, 1918 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче, РСФСР Халӑх комиссарӗсен канашӗ РСФСР чиккин Чикӗ хуралне ҫирӗплетнӗ. Унӑн тивӗҫӗ шутне «Раҫҫей Федерациллӗ Социализмлӑ Совет Республикин чикӗ интересӗсене, чикӗ леш енчи зонӑра вара граждансен харпӑрлӑхне тата пурлӑхне хӳтӗлесси» кӗнӗ[3]. Каярахпа Чикӗ хуралҫин кунне шӑпах ҫак кунпа ҫыхӑнтарса уявлама йышӑннӑ[1].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вăрҫи пуҫлансан чикӗ хуралҫисем нимӗҫ-фашист ҫарӗсен тапӑнӑвне пӗрремӗш кӗтсе илнӗ. Вӗсем хирӗҫ тӑни тӑшмана малалла кайма чарнӑ, совет ҫар чаҫӗсене перегруппировка тума май панӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче чикӗ хуралӗн ӗҫченӗсем патшалӑх чиккине сыхланисӗр пуҫне фронтсен тылне тата ҫарне хӳтӗленӗ, истребитель батальонӗсене йӗркелесе ертсе пынӑ, оккупациленӗ территорире хирӗҫ тӑнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 60 пин ытла чикӗ хуралҫи вилнӗ, 100 пин ытла ҫынна орденсемпе чысланӑ, 158 ҫын Совет Союзӗн Паттӑрӗ пулнӑ, 36 чикӗ хуралӗн полкне орденсемпе чысланӑ, 25 полка вара хисеплӗ ятсем панӑ[4][5].

1946 ҫултанпа чикӗ хуралӗн ҫарӗсем нумай улшӑнусемпе пӑхӑнтарусене чӑтса ирттернӗ: вӗсем Шалти ӗҫсен министерствине (1946 тата 1953) тата Патшалӑх хӑрушсӑрлӑх министерствине (1949) пӑхӑнса тӑнӑ. 1957 ҫултанпа чикӗ хуралҫисем Патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн комитетне пӑхӑннӑ[6].

1958 ҫулччен совет чикӗ хуралҫисем хӑйсен ведомство уявӗ нарӑсан 15-мӗшӗнче тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен 1921 ҫулта ҫак кун ВЧК председателӗ Феликс Дзержинский «Черетсӗр комиссарсене — чикӗсене сыхласси пирки инструкцие» ҫирӗплетнӗ[7]. 1958 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче СССР Министрсен канашӗ Чикӗ хуралҫисен кунне кашни ҫул ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче уявласси ҫинчен постановлени йышӑннӑ. Уява 1918 ҫулта Владимир Ленин финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Халӑх комиссарӗн ведомстви ҫумӗнче Чикӗ хуралне йӗркелесси пирки декрета алӑ пуснипе ҫыхӑнтарнӑ[6][8].

Хальхи Раҫҫей

1991 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче Чикӗ хуралӗн ҫарӗсен Тӗп управленине пӑрахӑҫланӑ, функцисене СССР Патшалӑх чиккине хӳтӗлекен Комитета панӑ[9].

1992 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ «Раҫҫей Федерацийӗн Чикӗ хуралӗн ҫарӗсене йӗркелесси ҫинчен» указа алӑ пуснӑ. 1993 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Чикӗ хуралӗн федераци служби йӗркеленнӗ[5].

1994 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Борис Ельцин уяв кунне ҫӑвӑн 28-мӗшӗнчех хӑварса «Чикӗ хуралҫисен кунне ҫирӗплетесси ҫинчен» указа алӑ пуснӑ[10].

2003 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн хӑрушсӑрлӑхӗн облаҫӗнче патшалӑх управленине лайӑхлатмалли мерӑсем ҫинчен» федераци саккунне алӑ пуснӑ, ҫак саккун 2003 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен Чикӗ хуралӗн федераци службине пӑрахӑҫланӑ. Унӑн функцийӗсене Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх федераци службине панӑ[11].

2005 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнчен чикӗ хуралӗн ҫарӗсем пӑрахӑҫланнӑ, Раҫҫей ФСБ Чикӗ хуралӗн службин пӗтӗм формированийӗ Раҫҫей ФСБ чикӗ хуралӗн органӗсем пулса тӑнӑ[12].

2008 ҫултанпа чикӗ хуралӗсен подразделенийӗсене контрактниксенчен кӑна хатӗрленӗ. 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин призывниксене срочнӑй службӑна ФСБн чикӗ хуралӑн чаҫӗсенче ирттерме ирӗк панӑ[13]. Ҫак йыша ют ҫӗршыв агенчӗ тесе йышӑннисем, наркотиксем усӑ куракансем, ют ҫӗршыв гражданлӑхӗ пуррисем е судпа айӑпланнисем кӗмеҫҫӗ[14].

Ытти ҫӗршывсем

Чикӗ хуралҫин кунне Беларуҫре, Кӑркӑсстанра тата Таджикистанра та ҫӑвӑн 28-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[15].

Право статусӗ

Чикӗ хуралҫин кунӗ Раҫҫей Федерацийӗнче РФ президенчӗ указпа патшалӑх шайӗнче ҫирӗплетнӗ официаллӑ професси уявӗ шутланать[16]. Ĕҫлемелле мар уяв кунӗсен шутне кӗмест[17].

Уяв Раҫҫей ФСБн Чикӗ хуралӗн службинчи хальхи ҫар ҫыннисене, граждан персоналне, профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсенчи курсантсене тата профессор-преподаватель йышне, ҫавӑн пекех чикӗ хуралӗн ҫарӗсен ветеранӗсене пырса тивет.

Йӑласем

Чикӗ хуралҫин кунӗнче Раҫҫей, Хӳтӗлев министерствин тата Хӑрушсӑрлӑхӑн федераци службие ертӳлӗхӗ харпӑр состав тата ведомство ветеранӗсем патне официаллӑ саламсем ярать[7].

Заставӑсенче тата управленисенче уяв построенийӗсем иртеҫҫӗ, ялавсем ҫӗклеҫҫӗ, патшалӑх тата ведомство наградисене, ҫар званийӗсене параҫҫӗ. Чикӗсене хӳтӗлесе пуҫ хунисене хисеплесе тата асӑнса мемориалсем, чикӗ хуралҫисен палӑкӗсем, Мускаври Паллӑ мар салтак вилтӑпри патне чечексем тата чечек кӑшӑлӗсем хураҫҫӗ[18]. Мускавра, паттӑр-хуласенче тата чикӗ хуралӗн округӗсен тата чикӗ хуралӗн ҫарӗсен ушкӑнӗсен управленийӗсем вырнаҫнӑ хуласенче уяв фейерверкӗ яраҫҫӗ[16].

Йӑла элеменчӗсемлӗ уяв тумтирӗ симӗс фуражка тата симӗс йӗрлӗ тельняшка шутланать[7]. Уявӑн символӗ — хура-симӗс тӗслӗ чикӗ юпи[19].

Вӗренӳ

Раҫҫей ФСБн Чикӗ хуралӗн служби валли офицер кадрӗсене тата специалистсене специализациленӗ аслӑ ҫар вӗренӳ заведенийӗсенче «Чикӗ хуралӗн ӗҫӗ» тата «Йӗрке хуралӗн ӗҫӗ» енсемпе хатӗрлеҫҫӗ[20][21]:

  • Раҫҫей ФСБ Академийӗ (Мускав)
  • Раҫҫей ФСБ Чикӗ хуралӗн академийӗ (Мускав)
  • Раҫҫей ФСБ Мускав чикӗ хуралӗн институчӗ
  • Раҫҫей ФСБ Мускаври ҫӗнӗ информаци технологийӗсен институчӗ
  • Раҫҫей ФСБ Голицынӑри чикӗ хуралӗн институчӗ (Мускав облаҫӗ)
  • Раҫҫей ФСБ институчӗ (Санкт-Петербург)
  • Раҫҫей ФСБ институчӗ (Чулхула)
  • Раҫҫей ФСБ институчӗ (Новосибирск)
  • Раҫҫей ФСБ институчӗ (Екатеринбург)
  • Раҫҫей ФСБ Калининградри чикӗ хуралӗн институчӗ
  • Раҫҫей ФСБ Курганти чикӗ хуралӗн институчӗ
  • Раҫҫей ФСБ Хабаровскри чикӗ хуралӗн институчӗ
  • Раҫҫей ФСБ Ҫыран хуралӗн иститучӗ (Анапа)

Чикӗ хуралӗн органӗсенче хӗсметре тӑрас текен кандидатсен психофизиологи, медицина тӗрӗслевӗсем витӗр тухмалла, вӑй-хал енчен мӗнле шайра пулнине тата патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсем шутланакан сведенисемпе усӑ курма ирӗк паракан процедурӑсене туса ирттермелле[22].

Чикӗ хуралӗн ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ паллӑ ҫынсем

  • Беларуҫ президенчӗ Александр Лукашенко
  • ССКП ТК тӗп секретарӗ Константин Черненко[23]
  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ Никита Карацупа[24]
  • Михаил Зощенко ҫыравҫӑ-сатирик[23]
  • Олимп чемпионӗ Александр Мальцев
  • Леонид Агутин юрӑҫ
  • Николай Трубач юрӑҫ
  • Михаил Гребенщиков юрӑҫ тата актёр
  • Борис Галкин актёр[22]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Когда в России появилась пограничная служба. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Текст статей :: Пограничная служба ФСБ России (выр.). ps.fsb.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  3. ^ День пограничника (28 мая 1994). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  4. ^ Виктор Сокирко. До последнего патрона. osfsb.ru. ФСБ: За и против. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 День пограничника в России (2025-04-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Охрана границ Советского государства (1917–1991 гг.) (выр.). ps.fsb.ru (В источнике не указана). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Кирилл Каллиников. День пограничника в России: история и традиции праздника. Российская газета (27 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  8. ^ День пограничника в 2026 году. Lenta.ru (12 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  9. ^ День пограничника в России: история и традиции праздника (2013-05-28). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  10. ^ Указ Президента Российской Федерации от 23.05.1994 г. № 1011. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  11. ^ Указ Президента Российской Федерации от 11.03.2003 г. № 308 (11 марта 2003). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  12. ^ Федеральный закон от 07.03.2005 г. № 15-ФЗ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  13. ^ Путин разрешил призыв в погранслужбу ФСБ (25 декабря 2023). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  14. ^ Федеральный закон от 25.12.2023 № 639-ФЗ ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  15. ^ 28 мая - День пограничника (выр.). paodkb.org (28 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  16. ^ 1, 2 Указ Президента РФ от 23 мая 1994 г. N 1011 "Об установлении Дня пограничника". Система ГАРАНТ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  17. ^ ТК РФ Статья 112. Нерабочие праздничные дни. КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  18. ^ День пограничника 2026: какого числа, история и традиции праздника (В источнике не указана). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  19. ^ Пограничный столб: символ нерушимых рубежей (2026-05-27). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  20. ^ Перечень образовательных организаций. Порядок приема :: Федеральная Служба Безопасности (выр.). fsb.ru (В источнике не указана). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  21. ^ Военные училища Российской Федерации (PDF). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  22. ^ 1, 2 День пограничника в 2025 году. Вести.ру (17 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  23. ^ 1, 2 Зеленые фуражки: Кто из известных людей был пограничником. Коммерсантъ (28 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.
  24. ^ Никита Федорович Карацупа — самый известный следопыт. Портал Госуслуг Алтайского края. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ.