Чурпай Николай Иванович
Чурпай Николай Иванович (чӑн хушамачӗ Колюшкин; 1908 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ, Мăн Хăмăркка, Кӑрмӑш уесӗ, Чулхула кĕперни, Раҫҫей империйӗ — 1944 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ, Q13527038?) — совет саманинчи чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫне хунӑскер.
Кун-ҫулӗ
Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Кӑрмӑш уесне кӗрекен (халӗ — Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗ) Мӑн Хӑмӑркка ялӗнче ҫуралнӑ. Сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта[1] тата Етӗрнери педагогика техникумӗнче пӗлӳ пухнӑ, малалла Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ[2].
Институт пӗтерсен ачасене пуҫламӑш классенче вӗрентнӗ, кайран ӑна «Ленин ҫулӗпе» журнала чӗнсе илнӗ, унта вӑл яваплӑ секретарь тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав ҫуртрах Чӑваш кӗнеке издательстви те вырнаҫнӑ пулнӑ, Чурпай унта пӗр вӑхӑтрах редактор пулса ӗҫлеме тытӑннӑ, унтан унӑн тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ.
1928 ҫултанпа кулӑшла калавсемпе юмористла миниатюрисене «Капкӑн» тата «Сунтал» журналсенче пичетленӗ. Паллӑрах хайлавӗсем — «Субботник», «Кӗмӗл укҫа», «Авлантарчӗҫ», «Хирӗҫле план», «Ӑса кӗчӗ», «Маннергейм патне янӑ ҫыру», «Макар доклачӗ». 1932 ҫулта М. Сироткинпа пӗрле хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗ валли чӑвашла географи вӗренӳ вӗнекине хатӗрлесе кӑларнӑ[3]. 1941 ҫулта Чурпайӑн «Йӗплӗ калавсем» кулӑшла калавсен пуххи пичетленсе тухнӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, 1941 ҫулта, ӑна ҫара чӗнсе илнӗ. Мускав ҫар округӗн политика тата хаҫат ӗҫченӗсен курсӗнче вӗреннӗ. Анӑҫ фронтӑн дивизи хаҫачӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ, капитан званиллӗ пулнӑ, ротӑпа командӑланӑ[4]. 1942 ҫулта Харьков патӗнчи ҫапӑҫусенче йывӑр аманнӑ та тыткӑна лекнӗ, унтан тарнӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Прибалтикӑна ирӗке кӑларас ӗҫе хутшӑннӑ, Литва ССР-ӗнчи Плутишкис ялӗ ҫумӗнчи Табуришкис хутор патӗнче пуҫне хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн унӑн ӳтне Казлу-Руда хулинче пытарнӑ[1].
Астӑвӑм
1934 ҫултан пуҫласа 1941 ҫулччен Николай Чурпай ӗҫленӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[5].
Ӗҫӗсем
- Колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗсенчи III группӑра вӗренмелли географи / Н. Колюшкин, М. Сироткин. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1932. — 160 с.
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Прошу считать меня живым. www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Исаев Ю. Н. Чувашская энциклопедия (выр.) — Чувашское книжное издательство, 2006. — С. 2567. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-X
- ^ Писатели : Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович. nasledie.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Колюшкин Николай Иванович, :: Документ о награде :: Память народа. pamyat-naroda.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Чебоксары - тыловой город. www.mayak.cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
Вуламалли
- Михайлова, Г. Сталинградшӑн чӑваш журналисчӗсем те ҫапӑҫнӑ / Г. Михайлова // Хыпар. — 2013. — 6 нарӑс. — С. 2.
- Михайлова, Г. Чӑваш ҫыравҫисемпе журналисчӗсем — фронтра / Г. Михайлова // Хыпар. — 2011. — 22 нарӑс. — С. 4.
- Станьял, В. «Сана аса илетӗп…» / В. Станьял // Чӑваш ен. — 1997. — 9-17 ҫу.
- Чеблуков, В. Шывра путман, вутра ҫунман : [Николай Иванович Колюшкин (Чурпай) ҫыравҫӑ ҫинчен] / В. Чеблуков // Пирӗн пурнӑҫ (Хӗрлӗ Чутай районӗ). — 2008. — 22 окт. (№ 85).. — См. текст
- Яковлев, Г. Пирвайхи студентсенчен пӗри / Г. Яковлев // Ялав. — 2000. — № 7.
- Абрамов, В. А. Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 600-601.
- Афанасьев, П. Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 493.
- В редакцию не вернулись // Журналисты Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 77-85.
- Кириллов, Ю. Групповой портрет перед прощанием / Ю. Кириллов // Советская Чувашия. — 1996. — 22 июня.
- Кириллов, Ю. Капитан Колюшкин / Ю. Кириллов // Свеча памяти / Ю. Кириллов. — Чебоксары, 2000. — С. 96-105.
- Кузьмин, В. Л. Колюшкин Н. И. / В. Л. Кузьмин // Вспоминают политбойцы / В. Л. Кузьмин. — Чебоксары, 1985. — С. 135-142.
- Николаев, А. Н. Хотел написать книгу / А. Н. Николаев // Память солдатского сердца / А. Н. Николаев. — Чебоксары, 1980. — С. 129-131.
- Яковлев, Г. Память жива / Г. Яковлев // Педвузовец. — 1995. — 17 мая.
- Ялгир, П. Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 140.
Каҫӑсем
- Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович «Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне» проектри страница (выр.)
- Чурпай Николай Иванович «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» страница.