Шупашкар-II
Шупашкар-II (маларах 9 км пост; выр. Чебоксары-II) — чукун ҫул станцийӗ, Горький чукун ҫулӗ шутне кӗрекен Шупашкар станцийӗн тиевлӗ составсен паркӗ. Шупашкар хули хӗрринче, М-7 «Атӑл» федераллӑ автомобиль ҫулӗпе юнашар, Мӑн Карачурапа Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Лапсар микрорайонӗ хушшинче вырнаҫнӑ.
Кӗскен сӑнласа пани
Станцире составсене сортлаҫҫӗ, кунта пуйӑссене йӗркелеҫҫӗ, тата вӗсем тӑмалли вырӑн шутланать. Шупашкар чукун ҫул станцийӗн тиев составне вырнаҫтармалли ӗҫе пурнӑҫлать.
Станцире пассажирсене антарма тата илме май паракан платформа пур, унта ҫак ҫулпа иртекен хули ҫывӑхӗнчи пуйӑссем чарӑнаҫҫӗ[1].
Станцинче чукун ҫулсем урлӑ каҫма май паракан пассажирсен каҫи пур, вӑл пассажирсен платформине станцин тиев пайӗпе ҫыхӑнтарать.
Перевозчиксем, направленисем тата расписани
| Перевозчик | Инҫӗш | Направлени тата расписани |
|---|---|---|
| «Содружество» хулаҫум пассажир компанийӗ | Регионсем хушшинчи тата хулаҫум ҫывӑхне ҫыхӑнтарни | Яндекс |
Станцире пурнӑҫлакан коммерциллӗ ӗҫ-хӗл
Вырӑнти тата хулаҫумпа ҫыхӑнтаракан пуйӑссем ҫине лартни, вӗсем ҫинчен антарни[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Чебоксары II на Яндекс-расписаниях (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ ст. Пост 9 км. в справочнике ОАО РЖД.
Каҫӑсем
- Пост 9 км: 248410. Справочник станций (выр.). ОАО РЖД (2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- 248410: ст. Пост 9 км. (выр.). База данных. OSM (2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- Станция Пост 9 км. (Чебоксары-2) (выр.). каталог. Railwayz. info (2016). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.