Шупашкар (станци)

Шупашкар (выр. Чебоксары) — РЖД Горький чукун ҫулӗн чукун ҫул станцийӗ, Чӑваш Республикин тӗп хулинче, Шупашкар варринче, вырнаҫнӑ[2][3]. Тӗп автовокзала хирӗҫ вырнаҫнӑ.

Кӗске характеристика

Горький чукун ҫулӗн КанашШупашкар ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Станцирен электрификацилемен ҫул Канаш еннелле каять. Станцири чукун ҫулне те электрификацилемен.

Горький чукун ҫулӗн Хусан регионӗ йышне кӗрет. Мӗнпур пассажир пуйӑсӗсемшӗн вӗҫӗнчи станци шутланать.

Ӗҫ тӗлӗшӗнчен станци 1 класс шутне кӗрет[4]. Станцин ун патне пыракан ҫулсен йышӗ нумай. Чи пысӑк ҫулсен ҫыххи Шупашкарти промышленность тракторӗсен савучӗпе ҫыхӑнтарать.

Историйӗ

Шупашкар чукун ҫул чарӑнӑвне промышленность усӑ курмашкӑн 1940 ҫулта хута янӑ. Ҫакна СССР ҫул-йӗр халӑх комиссариачӗн Хушӑвӗпе пурнӑҫланӑ, унпа килӗшӳллӗн Канаш — Шупашкар чукун ҫул ҫыхӑнӑвне тӑтӑш усӑ курмалла хута янӑ, Хусан чукун ҫулӗ(выр.)чăв. шутне кӗртнӗ. Станцири чукун ҫул вокзалне 1940 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче уҫнӑ[5].

Ҫак йӗр Чӑваш Ене ҫӗршывӑн чукун ҫул сечӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Шупашкара ҫити чукун ҫул ҫитерни регионти промышленноҫа вӑйлӑ аталанма май туса панӑ[6]. Каярахпа Шупашкар-2 парка, тиев картишне, Гремячий маневр паркне хута янӑ, сортламалли сӑрт туса хунӑ[5]. 1940 ҫулта туса лартнӑ вокзалӑн тӗп ҫуртне 2003 ҫулта реконструкциленӗ[5].

Пассажирсене турттарасси

Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнчен кунсерен Шупашкар — Мускав (Хусан вокзалӗ) — Шупашкар маршрутпа «Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗ ҫула тухать. Ҫавӑн пекех, Шупашкартан Мускава кашни кун 141-мӗш номерлӗ васкавлӑ пуйӑс ҫула тухать.

Тӑтӑшах Шупашкар — Санкт-Петербург — Шупашкар маршрутпа ытти пуйӑссем ҫине куҫма тивмен пуйӑс ҫӳрет.

2014 ҫулхи хӗллерен пуҫласа мӑшӑрсӑр кунсенче ҫулталӑкӗпех Шупашкар–Новороссийск куҫма тивмен маршрута хута янӑ, мӑшӑрлӑ кунсенче Шупашкар — Адлер маршрут ӗҫлет.

Канаш — Шупашкар — Канаш маршрутпа хула ҫывӑхӗнчи пуйӑссем ҫӳреҫҫӗ. Хулаҫумри ҫыхӑнӑва «Содружество» хулаҫумри пассажир компанийӗ пурнӑҫлать.

Проектсем

Маларах Шупашкар ГЭСӗн плотини урлӑ Шупашкар — Йошкар-Ола маршрут йӗркелеме планланӑ пулнӑ.

Вуламалли

  • Чебоксары // Чаган — Экс-ле-Бен. — М. : Советская энциклопедия, 1978. — (Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров ; 1969—1978, т. 29).
  • Архангельский А. С., Архангельский В. А. Железнодорожные станции СССР : Справочник. — М. : Транспорт, 1981. — Т. 2. — С. 210. — 360 с. — 100 000 экз.
  • Волга: Путеводитель по рекам Волжского бассейна на навигацию 1940. — Речиздат, 1940. — С. 100. — 280 с.

Статьясемпе публикацисем

  • Станции Чебоксары 70 лет (выр.). Транспортный комплекс Чувашии. Официальный портал органов власти Чувашской Республики (2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем