Шупашкар (аэропорт)

Адриян Николаев ячӗллӗ Шупашкар аэропорчӗ[1] (выр. Аэропорт Чебоксары имени Адрияна Николаева; ИАТА: CSY, ИКАО: UWKS) — Чӑваш Республикин тӗп хулинче Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗнче шайӗнчи федераци аэропорчӗ[2]. Маларах «Авиалинии Чувашии» авиакомпанин хабӗ пулнӑ. Хула варринчен 7 километр кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле Шупашкар муниципаллӑ округӗн[3] Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ[4]. 2025 ҫул тӗлне аэропортӑн никӗслӗ операторӗ «Аэрофьюэлз» компанисен ушкӑнне кӗрекен «Международный аэропорт Чебоксары» ТМЯП шутланать[5]. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче аэропорта А. Г. Николаев ятне панӑ[1].

2024—2025 ҫулсенче пассажирсене турттарасси палӑрмаллах ӳснӗ. 2022 ҫулта 450,1 пин пассажир турттарнӑ пулсан, 2023 ҫулта кӑтарту 508,4 пин таран ӳснӗ[6], 2024 ҫулта — 577 пин таран[7].

Аэропорт историйӗ

Чӑваш тӑрӑхӗнчи граждан авиацийӗн историйӗ вырӑнти опытран пуҫласа ҫӗршывӑн экономикипе хӳтӗлевӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан тулли инфраструктурӑна хатӗрлесси таран мӗнле аталанса ҫитнине кӑтартса парать.

Граждан авиацийӗн пӗрремӗш утӑмӗсем

Чӑваш Енре гражданла авиаци 1928 ҫулта йӗркеленнӗ. Сывлӑшри карапсемпе чи малтанах сӑтӑрҫӑсемпе кӗрешме усӑ курнӑ. Мускаври ял хуҫалӑх академийӗн инженерӗ Яков Михайлович Михайлов-Сенкевич Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӑрман лаптӑкӗсене юман хурчӗсене хирӗҫ хими препарачӗсемпе усӑ курас енӗпе экспериментлӑ ӗҫ ертсе пынӑ. Имҫамланӑ лаптӑкӗ 1559 га танлашнӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ 90 % ҫитнӗ[8].

Транспорт маршручӗсене йӗркелени

Транспорт рейсӗсене тӑтӑшах 1934 ҫулта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пӗрремӗш маршрут Чулхулапа Шупашкар хулисене ҫыхӑнтарнӑ. Рейссене Чулхулари ятарлӑ авиаци отрячӗ тата вырӑнти сывлӑш линийӗ пурнӑҫланӑ[8].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тапхӑрӗнчи аэропорт ӗҫӗ-хӗлӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Шупашкар хулин аэродромӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Хӑйсен уйрӑм сывлӑш карапӗсемпе вӗҫев пайӗсем пулман пулин те, аэропорт кирлӗ материалсемпе тата хатӗр-хӗтӗре йышӑннӑ, вӗсемпе тиенӗ самолетсене ӑсатнӑ. Кунта пулас ҫар летчикӗсем вӗҫме вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтрах, агрохими мероприятийӗсене пурнӑҫланӑ май, ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫне лайӑхлатас енӗпе ӗҫленӗ[8].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр

1947 ҫулта Чулхуларан килнӗ виҫӗ По-2 самолёт никӗсӗ ҫинче пӗрремӗш авиаци звенине йӗркелеме тытӑннӑ[8].

1949 ҫулта республикӑри колхоз уйӗсене минераллӑ им-ҫама сывлӑшран сапас енӗпе пӗрремӗш опытсем ирттернӗ[8].

1953—1979 ҫулсенче регионти вӗҫевсене пырнӑҫламашкӑн вырӑнти аэродромсем уҫма пуҫланӑ, вӗсен шучӗ 28 ҫитнӗ. Аэропортлӑ ял-хуласем шутне Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар т. ыт. те кӗнӗ[8].

Техника базипе вӗҫевсен географине анлӑлатни

1954 ҫулта Шупашкар аэропорчӗн паркне Як-12(выр.)чăв. маркӑллӑ самолетсем хушӑннӑ. 1958 ҫулта аэродром яланлӑха Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнчи вырӑна куҫнӑ, паянхи кун та вӑл унта вырнаҫнӑ[8].

1961 ҫулта Ил-14(выр.)чăв. самолетпа тӑтӑш вӗҫекен Хусан — Шупашкар — Мускав — Шупашкар — Хусан рейс йӗркеленӗ.

undefined

1969 ҫулта вӑтам инҫӗше вӗҫекен Ан-24(выр.)чăв. самолётсемпе усӑ курма тытӑннӑ, вӗсем Шупашкара Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗсемпе ҫыхӑнтаракан маршрутсемпе тивӗҫтернӗ[8].

1973 ҫулта 2500 м тӑршшӗллӗ ҫӗнӗ вӗҫсе хӑпарса анмалли ҫула туса пӗтернӗ. Вӑл аэропорт йышӑнма пултаракан сывлӑш карапӗсен тӗсӗсене анлӑлатма май панӑ[8].

Инҫетри маршрутсене алла илни, тӗнчепе ҫыхӑнтарни

1970-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Ту-134 йышши реактивлӑ лайнерсемпе анлӑн усӑ курма пуҫланӑ, СССР индустрипе туризм центрӗсем шутланакан Мускав, Ленинград, Сочи, Киев тата ытти хуласем хушшинчи маршрутсене уҫнӑ[8].

undefined

1995 ҫулта, СССР аркансан, Шупашкар аэропорчӗ тӗнче шайӗнчи статуслӑ пулса тӑнӑ. Турци, Болгари, Кипр тата ытти ют ҫӗршывсемпе ҫыхӑнтаракан тӗнче шайӗнчи рейссем уҫнӑ[8].

XXI ӗмӗрти ӗҫ-хӗл

2003 ҫулта «Шупашкарти авиапредприяти» Федераллӑ патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн ятне «Авиалинии Чувашии» акционерсен уҫӑ обществи ҫине улӑштарнӑ. Шупашкар аэропорчӗ асӑннӑ акционерсен обществин хабӗ пулса тӑнӑ[8].

2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Шупашкар аэропорчӗ» Чӑваш Республикин хысна предприятине туса хурасси пирки йышӑну кӑларнӑ[8].

Аэропорт реконструкцийӗ

2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче аэровокзал ҫуртне юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ. Подрядчик пек Санкт-Петербургри «Новая Авиация» АО суйланӑ. Ӗҫсене «Аэрофьюэлз» компанисен ушкӑнӗн (унта аэропортӑн никӗслӗ операторӗ «Международный аэропорт Чебоксары» ТМЯП та кӗрет) шучӗпе пурнӑҫланӑ[9].

2021 ҫулта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла пӗлтернӗ[9]:

Аэровокзал комплексӗн лаптӑкӗ 2,5 хут ытла ӳсӗ — 5,5 пин тӑваткал метр таран, сехетре вӑл 300 пассажира таран пулӑшу кӳме пултарӗ, ҫулталӑкра пассажирсене турттарасси 30 % яхӑн ӳсӗ — 500 пин ҫын таран.

Чи малтанах ҫурта ҫӗнетсе пӗтерессине 2023 ҫул тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ӗҫе аэровокзал комплексӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чармасӑр ирттернӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин видеоконференцҫыхӑну мелӗпе шалти терминалӑн регистрацилемелли ҫӗнӗ зонине официаллӑ майпа уҫнӑ[10].

Аэропорт ҫуртне комплекслӑ модернизацилес ӗҫе 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӗҫленӗ[10].

Статистика

Йышӑнакан вӗҫӗв карапӗсен класӗсем тата КЧП ҫулӗсем

Аэропорт 3-4-мӗш класри самолетсемпе мӗнпур классен вертолёчӗсене йышӑнма пултарать. ВПП классификаци числи (PCN) 58/F/D/X/T[11][12].

Ӗҫ-хӗл кӑтартӑвӗсем

Пассажирсене турттарни:
ҫул 2014 2015 2016 2017 2018 2019 2020 2021 2022 2023 2024
пин пассажир 58,42 90,46 164,9 251,8 270[13] 394,6[14] 283,9 460,3[15] 450,9[16] 508,4[6] 577[7]
Ҫӑлкуҫсем:[17][18][19]
Ҫулталӑкри тупӑш:
ҫул 2011 2012 2013 2014 2015 2016 2017 2018 2019 2020
млн. тенкӗ 1,937 -1,951 (убыток) -1,041 (убыток) 0,004 -0,003 (убыток) 3,009 3,009 2,259 5,68 7,623
Ҫӑлкуҫ:[20]

Перевозчиксем тата ҫитерекен вырӑнсем

2025 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх «Шупашкар» аэропортран ҫак авиакомпанисем хӑйсен рейсӗсене тӑваҫҫӗ[21][22]:

Транспортпа ҫитесси

Хула центрӗнчен аэропорта харпӑр транспортпа, таксипе, ҫавӑн пекех общество транспорчӗпе ҫитме пулать: кунта 2, 15-мӗш номерлӗ троллейбуссем (600 метра яхӑн ҫуран утмалла пулать), 15-мӗш номерлӗ автобус ҫӳрет[23].

Ытти хуласенче ҫывӑхри аэропортсем

Пӑтӑрмахсем

  • 2016 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче — Мускав вӑхӑчӗпе 22:25 сехетре «Победа» авиакомпанин Boeing-737 самолёчӗ вӗҫса хӑпармалли ҫул пӑрланнине пула ун тулашне тухса кайнӑ[24][25].
  • 2017 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ — «Скаймир» компанин ҫӑмӑл моторлӑ «Siera» самолечӗ шасси кӑлармасӑр анса ларнӑ, пассажирпа пилот шар курман, самолет корпусӗ сиенленнӗ[26].
  • 2018 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ — Чӗмпӗрти гражданла авиаци институчӗн(выр.)чăв. Diamond DA42 самолёт шассипе йывӑрлӑх сиксе тухнине пула Шупашкарти аэропортӗнче йӗркене кӗмен майпа ларнӑ та ВПП хупласа хунӑ кӳнӗ, ҫавна пула Шупашкара вӗҫӗкен ытти рейссене вӑхӑтлӑха кая хӑварнӑ[27][28].
  • 2021 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ — ирхине 8:00 сехет тӗлнелле Шупашкарти аэропортра мина пурри пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн унти ҫынсене эвакуациленӗ[29].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Указ Президента Российской Федерации от 31.05.2019 № 246 «О присвоении аэропортам имен лиц, имеющих особые заслуги перед Отечеством» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  2. ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 20 апреля 2016 года № 726-р «Об утверждении перечня аэропортов федерального значения» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  3. ^ 2GIS. captcha.2gis.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  4. ^ Административно-территориальное деление Чувашии // Рувики. — 2025-08-18.
  5. ^ Аэропортовая деятельность. www.aerofuels.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Итоги 2023 года (выр.). Международный аэропорт Чебоксары (11 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Пассажиропоток вырос на 14% (выр.). МЕждународный аэропорт Чебоксары (12 кӑрлачӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 История и развитие аэропорта Чебоксары (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Реконструкция аэровокзала в Чебоксарах начинается с 6 августа | Официальный портал органов власти Чувашской Республики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 Реконструкцию завершили в международном аэропорту Чебоксар (выр.). РИА Новости (2 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  11. ^ Справочник «Аэропорты и Авиакомпании, Авиапоставщики 2015 (СНГ и Балтия)». — Авиатека, 2015. — 640 с. — ISBN 978-5-9905032-3-6.
  12. ^ Техническая характеристика аэропорта (выр.). Официальный сайт КП ЧР «Аэропорт Чебоксары» (21 пушӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ ТАСС. Пассажиропоток аэропорта Чебоксары за пять лет планируется увеличить вдвое (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  14. ^ Аэропорт установил для себя новый рекорд по пассажиропотоку (24 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  15. ^ Объемы перевозок через аэропорты России за январь-декабрь 2021 г. Росавиация. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  16. ^ Итоги 2022 года. Аэропорт Чебоксары (10 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  17. ^ Объемы перевозок через аэропорты России за январь-декабрь 2014-2015 гг. Росавиация. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  18. ^ Объемы перевозок через аэропорты России за январь-декабрь 2015-2016 гг. Росавиация. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  19. ^ Объемы перевозок через аэропорты России за январь-декабрь 2016-2017 гг. Росавиация. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  20. ^ КП ЧР «Аэропорт Чебоксары», Чувашская республика (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  21. ^ Аэропорт Чебоксар летом не планирует международные рейсы из-за реконструкции | Интерфакс-Туризм (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  22. ^ Расписание - Международный Аэропорт Чебоксары им. А.Г. Николаева. Международный Аэропорт Чебоксары им. А.Г. Николаева. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  23. ^ Контакты - Международный Аэропорт Чебоксары им. А.Г. Николаева. Международный Аэропорт Чебоксары им. А.Г. Николаева. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  24. ^ Прибывший в Чебоксары Boeing не удалось посадить в пределах ВПП (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  25. ^ Проверкой ЧП в аэропорту Чебоксар занялись силовики (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  26. ^ ЧП в аэропорту Чувашии: самолёт приземлился без шасси. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ.
  27. ^ Самолёт «Победы» ушёл на три запасных круга из-за авиапроисшествия в чебоксарском аэропорту (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  28. ^ В аэропорту Чебоксар самолет совершил внештатную посадку (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  29. ^ В Чебоксарах из-за анонимного сообщения из аэропорта эвакуировали людей (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем