Чăваш авиалинисем

«Чӑваш авиалинисем» (выр. Авиалинии Чувашии) — Шупашкарта (Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) никӗсленнӗ авиакомпани. Шалти тата чартер рейсӗсене пурнӑҫланӑ. Никӗсленекен аэропорт — Шупашкар[1].

ICAO кочӗ: CBK[1][2].

Историйӗ

Авиалиние 1993 ҫулта Шупашкар Эйр Энтерпрайз ятпа никӗсленӗ. 2003 ҫулта Чӑваш авиалинисем ҫине улӑштарнӑ.

2011 ҫулччен авиакомпани пассажирсене турттарнисӗр пуҫне Шупашкарти аэрокомплексӑн (вӗҫсе хӑпарса анмалли ҫул тата терминал) операторӗ те пулнӑ.

Авиакомпани ытларах енӗпе Мускав тата Анталья (1995 ҫулта Шупашкар аэропорчӗ тӗнче шайӗнчи аэропорт пулса тӑнӑ) аэропорчӗсемпе ҫыхӑну йӗркеленӗ[3]. Ҫавӑн пекех Анапӑна, Сочине рейссем пулнӑ.

«Авиалинии Чувашии» УАО 2003 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче «Чебоксарское авиапредприятие» ФГУП панкрута тухнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ. УАО пурлӑхӗнче аэровокзал комплексӗ тата Шупашкар аэропорчӗн вӗҫса хӑпарса анмалли ҫул пулнӑ. «Авиалинии Чувашии» УАО акцисен контроль пакечӗ (50,055 %) республика харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, ытти — «Адекс» ТМЯП-ра.

2010 ҫул вӗҫне «Авиалинии Чувашии» УАО Чӑвашгражданпроект умӗнче 694,8 миллион тенкӗлӗх парӑмра пулнӑ. Ҫавӑн пекех республика хыснине 10,9 миллион тӳлесе ҫитермен пулнӑ[4]. Чӑваш Республикин арбитраж сучӗ «Авиалинии Чувашии» УАО панкрута тухни пирки йышӑну тунӑ та ултӑ уйӑхлӑха, 2012 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗччен конкурс производствине уҫнӑ. Йышӑнӑва «Гражданпроект» проект институчӗ» УАО заявленине тӗпе хурса тунӑ. Конкурс управляющийӗн тивӗҫӗсене Константин Петрович Езюкова пурнӑҫлама ҫирӗплетнӗ[5].

undefined

2015 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Арбитраж сучӗ конкурс производствине вӗҫленине палӑртнӑ май «Авиалинии Чувашии» УАО (ИНН 2127325740) ӗҫне чарса лартнӑ. 2016 ҫултанпа авиакомпанин ӗҫне тӗппипех чарса лартнӑ.

Флочӗ

Хӑйӗн мӗнпур историйӗ хушшинче 40 самолётпа усӑ курнӑ: 6 Ту-134, 8 Ан-24, 25 Ан-2, 1 Як-40[6].

2007 ҫулхи пуш уйӑхӗнче «Чӑваш авиалинисем» рейссене ҫак сывлӑш карапӗсемпе пурнӑҫланӑ[1]:

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Directory: World Airlines, Flight International (2007-03-27), p. 66.
  2. ^ ICAO 8585 Edition 140
  3. ^ Историческая справка (выр.). Международный аэропорт Чебоксары. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Авиалинии Чувашии признали банкротом (АвиаПорт) (выр.). АвиаПорт.Ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  5. ^ Утвержден арбитражный управляющий ОАО «Авиалинии Чувашии» (выр.). Коммерсантъ (9 авӑнӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.
  6. ^ Чебоксарское АП - Чувашия (выр.). Портал авторской авиационной фотографии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ.

Каҫӑсем