Юханшыв порчӗ (Шупашкар)
Шупашкар юханшыв порчӗ — Шупашкарта вырнаҫнӑ юханшыв порчӗ. Юханшыв порчӗ — Атӑлпа ҫӳрекен теплоходсенчи туристсене Шупашкарта йышӑнакан вырӑн.
Сӑнласа пани
Шупашкарти юханшыв порчӗ хула варринче Шупашкар шыв управӗн ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ[1].
Порт туристсене йышӑнас енӗпе паллӑ, ҫулталӑк хушшинче портра 400 патнелле карап чарӑнать. Причал хӳми тӑршшӗ — 426 метр, ҫапла май пӗр вӑхӑтра пурӗ 15 теплоход таран кунта чарӑнма пултарать[1].
Грямечевӑра тиев причалӗ вырнаҫнӑ. Кунти причал хӳми тӑршшӗ — 250 метр. Ун ҫывӑхӗнчи шыв тарӑнӑшӗ — 4 метр, вӑл 5000 тонна таран турттаракан карапсене йышӑнайрать[1].
Шупашкар порчӗн администрацийӗ валли икӗ хальхи йышши ҫурт туса лартнӑ. Вӗсенче ҫавӑн пекех суту-илӳ тата ӗҫ йӗркелекен центрсем вырнаҫнӑ. Ҫуртсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 18 143 тӑваткал метр. Ҫуртсен ҫывӑхӗнче икӗ «ташлакан» фонтан, парковка пур[1]. Кунта ҫавӑн пекех концертсем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ.
Шупашкар юханшыв порчӗн ҫӑвӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пристань пур. Вӑл таварсене тиесси тата пушатасси ӗҫсене пурнӑҫлать.
Историйӗ
Шупашкарти юханшыв порчӗн историйӗ 1917 ҫулта Шупашкар хулинче пристань йӗркеленӗренпе пуҫланать. 1968 ҫулта Шупашкар пристанӗ Атӑл ҫинчи пӗрлешнӗ юханшыв пӑрахутлӑхӗ йышӗнчи юханшыв порчӗ пулса тӑнӑ[1].
Шупашкар порчӗн ертӳҫисем
Шупашкар порчӗн (пристанӗн) ертӳҫисем тӗрлӗ вӑхӑтра ҫак ҫынсем пулнӑ[2]:
- Пушков (1940 ҫулхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсем)
- Богоявленский Антолий Вячеславович (1941 ҫулхи кӑрлач–авӑн уйӑхӗсем)
- Неверов М. (1941 ҫулхи авӑн–раштав уйӑхӗсем)
- Валатин (1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен 1944 ҫулхи ака уйӑхӗччен)
- Карпов В.Н. (1944 ҫулхи ака-авӑн уйӑхӗсем)
- Неверов М. (1944 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен 1945 ҫулхи ака уйӑхӗччен)
- Мошкин В.А. (1945 ҫулхи ака–раштав уйӑхӗсем)
- Богоявленский Антолий Вячеславович (1945 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен 1955 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен)
- Сабанов Николай Иванович (1955 ҫулхи кӑрлач–юпа уйӑхӗсем)
- Ильин И.И. (1955 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 1956 ҫулхи пуш уйӑхӗччен)
- Золотухин В.А. (1956 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен)
- Иванов Юрий Иванович (1961 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен 1968 ҫулхи юпа уйӑхӗччен)
- Пасынков Кир Валентинович (1968–1987 ҫулсем)
- Ревин Валерий Николаевич (1987–1999 ҫулсем)
- Плясунов Александр Александрович (1999–2001 ҫулсем)
- Тимофеев Алексей Анатольевич (2001–2004 ҫулсем)
- Шайкин Ванифатий Васильевич (2004 ҫултанпа)
Флот йышӗ
Пассажирсене турттарасси
Пассажирсене турттарма юханшыв порчӗн «МО» тата «Москва» йышши кимӗсем пур.
Тавар турттарасси
Тӗрлӗ йышши тавар турттармашкӑн Шупашкар юханшыв порчӗн буксирлӑ тата рейдлӑ кимӗсем пур. Ҫавӑн пекех ун йышӗнче баржӑсем те пур[1].
Шупашкар юханшыв порчӗ Чӑваш Республикинчи предприятисене юханшыв хӑйӑрӗпе тивӗҫтерекен тӗп вырӑн шутланать. Шупашкар юханшыв порчӗ кӑларакан хӑйӑр силикат кирпӗчӗ кӑларма, шӑратнӑ тата калӑп хатӗрленӗ чухне усӑ курма, тимӗр-бетон продукцине туса кӑларма питӗ пахалӑхлӑ тавар шутланать. Лаборатори тӗпчевӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх кунти хӑйӑр хими, минералоги, тӗпренчӗклӗх, органика хутӑшӗсен йышӗ тата физикӑпа механика пахалӑхӗ енӗпе пӗрешкел пулнипе уйрӑлса тӑрать. Тӗпренчӗксен пахалӑхӗ енӗпе хӑйӑр ГОСТ ыйтнине туллин тивӗҫтерет[1].
Сӑнсен пуххи
Ҫывӑхри объектсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 https://chport.ru/company/
- ^ https://chport.ru/company/history/