Шӑпа вылявӗ, е Ӑшши тутлӑ пултӑр!

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Вылянчăк шăпа, е Сывлăха пултăр!
Ирония судьбы, или С лёгким паром!
Фильм постерĕ
Жанр лирикăлла трагикамит
Режиссёр Эльдар Рязанов
Сценари
авторĕ
Эмиль Брагинский
Эльдар Рязанов
Тĕп рольсенче Андрей Мягков
Барбара Брыльска
Юрий Яковлев
Любовь Добржанская
Оператор Владимир Нахабцев (тĕп), В. Алисов, С. Арманд, Б. Кочеров
Композитор Микаэл Таривердиев
Тăсăлу 184 мин
Патшалăх Flag of the Soviet Union.svg СССР
Чĕлхе вырăс
Çул 1975
IMDb ID 0073179

«Шӑпа вылявӗ, е Ӑшши тутлӑ пултӑр!» (выр. Ирония судьбы, или С лёгким паром!) — 1975 çулта Эльдар Рязанов режиссёр ӳкернӗ иккӗ сериллӗ илемлӗ трагикамитлӑ телефильм, Совет Союзӗнче пӗрремӗш хут ăна 1976 çулта ТТ каналĕпе кăтартнă[1]. Пӗрремӗш хут кӑтартнӑ чухне унӑн аудиторийӗ 100 млн ҫынпа танлашнӑ[2]; нарăсăн 7-мĕшĕнче халăх ыйтнипе тепĕр хут кăтартнă. 1978 çулччен фильма «ТК-па 250 миллиона яхăн çын пăхнă»[3]. Тӗп рольсене Андрей Мягков, Барбара Брыльска тата Юрий Яковлев вылянӑ.

Фильма хатӗрленин историйӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильма Эмиль Брагинскипе Эльдар Рязановӑн «Пӗррехинче ҫӗнӗ ҫулхи каҫхине е Ӑшши тутлӑ пултӑр!» пьеси тӑрӑх экранизациленӗ. Пьесӑна 1969 ҫулта ҫырнӑ, фильма ӳкернӗ тӗле ӑна Совет Союзӗнчи темиҫе театрта лартма та ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Каярахпа ӑна ҫӗршывӑн 110 театрӗн сцена ҫинче[4], ҫавӑн пекех чикӗ леш енче те лартнӑ.

Рязанов каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пьеса сюжечӗ те, фильмри те, чӑн пулни ҫинче никӗсленнӗ. Чӑнах та, раштавӑн 31-мӗшӗнче мунчана кайнӑ ҫын пулнӑ, ирхине вӑл урӑх хулара вӑраннӑ. Унӑн историйӗ мӗнпе вӗҫленнине Рязановпа Брагинский пӗлмен — ӑна вӗсем хӑйсем тӗллӗн хатӗрленӗ.

1975 ҫулхи кӗркунне, СССРта ӑна пӗрремӗш хут кӑтартас умӗн, Пӗтӗм Союзри телекурав фильмӗсен фестивалӗн программине кӗртнӗ май Грузи ҫыннисем «Шӑпа вылявне» чи малтан курнӑ. Тбилисире иртнӗ мероприятире картина пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ[5].

Сюжетӑн тӗп вырӑнӗнче Брежнев тапхӑрӗнчи обществӑлла архитектура ытла та кичем пулни йышӑнать. Ҫак лару-тӑрӑва, архитекторсем политиксемпе бюрократсене пӑхӑнса тӑнине, пуҫламӑш пайӗнче курӑшла анимаци (унӑн режиссёрӗ тата аниматорӗ — Виталий Песков) хатӗрлесе ӑнлантарса панӑ. Ҫавна пула пӗрешкел те пӗр сӑнлӑ, анчах ҫав хушӑрах чылай функциллӗ нумай хутлӑ ҫуртсем Совет Союзӑнчи кашни хулара, посёлокра тата хула ҫумӗнче ӳссе ларнӑ[6].

Хӑйӗн ҫулленхи йӑлине пӑхӑннӑ май туссен ушкӑнӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Мускаври общество мунчисенчен пӗринче тӗл пулнӑ. Фильмри тӗп сӑнар Женя Лукашин Гальӑна ҫураҫма шутланӑ май (Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче вӑл ӑна качча тухмашкӑн ыйтма шут тытнӑ) вӗсем пурте ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ. Мунча хыҫҫӑн пӗр юлташӗн, Павликӑн, Ленинграда вӗҫекен рейса ӗлкӗрмелле, унта ӑна арӑмӗ кӗтет. Пӗтӗм ушкӑн ӑна аэропорта ӑсатма тухать.

Туссем аэропорта ҫитнӗ ҫӗре Женьӑпа Павлик ҫывӑраҫҫӗ. Сашӑпа Мишша вара чӑннипе камӑн вӗҫмеллине аса илеймеҫҫӗ. Павлик вырӑнне самолет ҫине вӗсем йӑнӑшпа Женьӑна лартса яраҫҫӗ.

Ленинграда вӗҫнӗ май Женя ҫул тӑршшӗпех унпа юнашар ларса пыракан тарӑхса ҫитнӗ кӳршин хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫывӑрать, хулана ҫитсен вӑл ӑна самолетран тухма пулӑшать. Ҫамрӑк ҫын Ленинградри аэропортра вӑранать, хӑй вӑл Мускавра тесе шутлать. Такси тытать те водителе хӑйӗн адресне калать.

Ленинградра иккен, Мускаври Женьӑн ҫурчӗ евӗр пӗрешкел конструкципе туса лартнӑ адрес адрес пур иккен. Мускав ҫынни лифтпа «хӑйӗн» хваттерне хӑпарать, тӗлӗнме те, анчах ҫӑраҫҫи алӑка уҫма юрӑхлӑ (умсӑмахра асӑннӑ тӑрӑх,ку вӑл «…стандартлӑ ҫӑраллӑ стандартлӑ хваттерсем хӑпартнипе» ҫыхӑннӑ). Хваттерте сӗтел-пукан та Женя хваттерӗнчи пекех темелле, уйрӑмлӑхсем пур пулин те вӗсене асӑрхамашкӑн ҫамрӑк ҫын ытла ӳсӗр.

Ҫав вӑхӑтра хваттер хуҫи Надя Шевелёва килне таврӑнать. Вӑл Ҫӗнӗ ҫула хӑйӗн савнипе, Ипполитпа, кӗтсе илме хатӗрленет. Сасартӑк вӑл хӑйӗн кровачӗ ҫинче ҫывӑракан палламан ҫын выртнине курать. Чӗнмен хӑнана вӑл алӑкран кӑларса яма хӑтланать, анчах лешӗ ҫилленсе ҫитнӗ: «унӑн» хваттерӗнче ют хӗрарӑм мӗн тунине, вӑл унта мӗншӗн хуҫаланнине ниепле те ӑнланса илеймест. Пропискӑллӑ паспортсене пӗр-пӗрне кӑтартнӑ хыҫҫӑн фильм геройӗсем тинех мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илнӗ. Женя аптӑраса ӳкнӗ: Мускавра ӑна Галя кӗтет. Надя патне килнӗ Ипполит вара Женьӑпа Надя ӑнлантарнине ӗненме килӗшмест. Ҫамрӑк ҫын Мускава тухса кайма хатӗрленет, анчах хӑйӗнпе пӗрле укҫа ҫуккине ӑнланса илет. Унӑн Надьӑн хваттерне таврӑнма тивет. Ипполит кӗвӗҫме пуҫлать те тухса каять. Надя Евгенирен хӑвӑртрах хӑтӑласшӑн, анчах тепӗр ирччен Мускава ҫитерекен рейс ҫук. Женя пӗрре мар Мускава шӑнкӑравласа Гальӑна мӗн пулса иртни ҫинчен ӑнлантарма тӑрӑшать. Юлашкинчен вӑл хӗрпе ҫыхӑнма май тупать, анчах лешӗ Ленинград ҫинчен илтсен трубкӑна пӑрахать. Надя Мускав вокзалне ҫитсе тин кӑна паллашнӑ ҫынни валли Мускава ҫити пуйӑс ҫине ларма билет туянать, анчах лешӗ ӑна ҫурса тӑкать те кайма килӗшмест.

Женьӑпа Надя Ҫӗнӗ ҫул каҫне ирӗксӗрех пӗрле ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха вӗсем пӗр-пӗрне килӗштермеҫҫӗ, анчах майӗпен вӗсен хушшинчи ҫыхӑну майлашӑнать, вӗсем пӗр-пӗрне кӑмӑллама тытӑнаҫҫӗ. Ирхине вӗсем мӗн пулса иртни пӗтӗмпех аташу кӑна пулнине ӑнланаҫҫӗ те ҫӑмӑл мар йышӑну тӑваҫҫӗ — уйрӑлаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫын Мускава таврӑнать. Ҫӗр ҫывӑрмасӑр ирттернӗрен ҫул хыҫҫӑн ывӑннӑскер вӑл ыйха путать. Вӑрансан вӑл Надӑна тӗлӗкре курать пулӗ тесе шухӑшлать, анчах вӑл унпа юнашар ларать иккен. Вӑл ун патне Мускава ҫитме шутланӑ иккен. Савнине шыраса тупма та уншӑн йывӑр пулман — вӗсен адресӗсем пӗрешкеле-ҫке, ҫӑраҫҫи те юрӑхлӑ.

Новеллӑлани

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Шӑпа вылявӗн» новеллӑлани (анлӑлатнӑ ремаркӑллӑ драма) пур, ӑна Эльдар Рязанов фильмӗсене новеллӑланисен тӗрлӗ сборник шутӗнче пичетленӗ[7]. Унӑн содержанийӗ фильмпа тата пьесӑпа пӗр пекрех.

Фильмри кадрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пултарулăх ушкăнĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Фильма ӳкерни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фильмӑн тӗп операторӗ, Владимир Нахабцев, вӑл вӑхӑтра ҫӗнӗлӗх шутланнӑ виҫӗ камерӑпа ӳкермелли системӑпа усӑ курма шутланӑ. Пӗр вӑхӑтрах виҫӗ камера ӗҫленӗ, вӗсем тӗрлӗ сценӑсене виҫӗ вырӑнтан ӳкернӗ. Ку ӗҫе самай ансатлатнӑ, ҫав вӑхӑтрах ӳкерӳ процесӗ тӑсӑлнӑ[4].

Пуш уйӑхӗнче ӳкерме пуҫланнӑ та ҫулла варринче вӑл вӗҫленнӗ. Ҫавӑнпа фильмра искусствӑлла майпа хатӗрленӗ юрпа усӑ курнӑ. Вӑл вӑхӑталла юр хатӗрлекен тупӑсене тата ытти ҫавнашкал агрегатсене шутласа кӑларайман пирки юра алӑпа мамӑкран, хутран тата пенопластран ӑсталанӑ. Ҫил вӗрнӗ пек курӑнтӑр тесе фенпа усӑ курнӑ[10].

Фильма пӗтӗмпех тенӗ пек Мускавра ӳкернӗ, темиҫе сценӑна ҫеҫ Ленинградра хатӗрленӗ. Фильмра усӑ курнӑ икӗ хваттерӗ те Вернадский проспектӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ: 125-мӗш ҫуртра (унта Лукашин хваттерӗ пулнӑ) тата 113-мӗшӗнче (Надьӑн хваттерӗ). Мунча сцени валли «Мосфильмра» ятарлӑ павильон ӑсталанӑ.

Чӑн-чӑн Строительсен виҫҫӗмӗш урамӗ вара Вернадский проспекчӗ пекех Мускавӑн ҫав районӗнчех пулнӑ. Тӗрӗссипе, 1963 ҫултах унӑн ятне Мария Ульянова урамӗ ҫине улӑштарнӑ пулнӑ[11].

2003 ҫулта Женя Лукашин пурӑннӑ ҫурт стени ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Эльдар Рязанов та хутшӑннӑ[12]. Анчах малтанхи каҫах алюминирен тунӑ пластинӑна вӑрласа кайнӑ. 2007 ҫулта табличкӑсене Вернадский проспектӗнчи икӗ ҫурт ҫине харӑс вырнаҫтарнӑ, пӗрине 125-мӗшӗ ҫине, теприне 113-мӗш ҫине. Анчах кусем те хӑйсен вырӑнӗсенче нумай вӑхӑт тытӑнса тӑрайман[13][14][15].

Актёрсене суйлани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Арҫын тӗп рольне (Женя Лукашин) Андрей Миронов паллӑ актёр вылясшӑн пулнӑ. Анчах Рязанов унӑн кандидатурине йышӑнман. Вӑл ҫак сӑнар ҫине ловеласа мар, хӑйӗн сӑн-сӑпачӗпе тата тыткаларӑшӗпе хӗрарӑма илӗртмен арҫынна шыранӑ. Миронова Ипполита выляма сӗннӗ, анчах ку роле вӑл йышӑнман. Женя Лукашин сӑнарне ҫавӑн пекех Олег Даль, Пётр Вельяминов, Станислав Любшин тата Иннокентий Смоктуновский вылясшӑн пулнӑ[10]. Андрей Мягков вара ҫак роль ҫине пач ӑнсӑртран лекнӗ. Режиссёр ун ҫине тиркевлӗ пӑхнӑ, анчах лешӗ суйланӑ чухне хӑйне чи ӗнентерӳллӗ кӑтартма пултарнӑ.

Тӗп хӗрарӑм сӑнарӗ валли актрисӑна суйласси те ҫӑмӑл иртмен. Рязанов «Надьӑна» Людмила Гурченкора та, Валентина Талызинӑра та, Светлана Немоляевӑра та, Антонина Шурановӑра та, совет саманин киновӗнчи нихӑш ҫӑлтӑрӗсенче те курман. Чи малтанах вӑл героиньӑна Алиса Фрейндлиха выляма сӗнесшӗн пулнӑ: вӑл камитле сӑнарсене питӗ лайӑх калӑпланӑ пулнӑ, унсӑр пуҫне ку картинӑра лайӑх юрласси питӗ кирлӗ пулнӑ. Анчах художество канашӗ ӑна ҫирӗплетмен[4]. Тӗп хӗрарӑм рольӗ валли кандидат пек Польша актриси Барбара Брыльски пирки Рязанов тепӗр режиссёрпа калаҫнӑ хыҫҫӑн шухӑшлама пуҫланӑ. Рязанов фильм ӳкерме ют ҫӗршыври актрисӑна чӗнсе илнӗ, анчах та унӑн акценчӗ питӗ вӑйлӑ пулнӑран ӑна каярах Валентина Талызина ҫӗнӗрен сасӑланӑ. Талызина фильмра ҫавӑн пекех Надьӑн хӗр тусне Вальӑна вылянӑ.

Ипполит ролӗ валли чи малтан Олег Басилашвилине суйланӑ. Вӑл темиҫе эпизодра ӳкерӗнме те ӗлкӗрнӗ. Анчах фильма ӳкернӗ вӑхӑтра унӑн ашшӗ те, пӗрле ӗҫлекен Ефим Копелян ӗҫтешӗ те пурнӑҫран уйрӑлнӑ, ҫапла май вӑл малалла ӳкерӗнеймен. Вара унӑн вырӑнне Юрий Яковлев йышӑннӑ.

Галя ролӗ валли вара малтанах Наталья Гвоздиковӑна ҫирӗплетнӗ[16].

Женя Лукашин тусӗсене Эльдар Рязановӑн тусӗсем, Георгий Бурковпа Александр Ширвиндт вылянӑ. Режиссёр унччен вӗсемпе ытти фильмсене ӳкернӗ чухне ӗҫленӗ ӗнтӗ. Александр Белявские каярах чӗннӗ. Надьӑпа Женя амӑшӗсен ролӗ валли вара Любовь Соколовӑпа Любовь Добржанскайӑна ҫирӗплетнӗ, вӗсем те маларах Рязановпа ӗҫленӗ — «Асӑрхан, автомобиль» картинӑра ӳкерӗннӗ.

Фильмри массовкӑра НТВ ҫинче ҫанталӑк пирки прогноз пӗлтерекен паллӑ телеертӳҫӗ Александр Беляев ӳкерӗннӗ[10].

Фильм премьери

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1976 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче 18:00 сехетре «Пӗрремӗш программӑпа» «Шӑпа вылявӗ, е Ӑшши тутлӑ пултӑр!» фильма пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Халӑх ӑна питӗ аван йышӑннӑ. Федор Раззаков каланӑ тӑрӑх, премьерӑна 100 миллион ҫын пӑхнӑ[17]. Ҫырусем питӗ нумай килнине пула 1976 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Шӑпа вылявӗ, е Ӑшши тутлӑ пултӑр!» фильма иккӗмӗш хут эфира кӗртнӗ. Фильмӑн кӗскетнӗ вариантне кинотеатрсенче те кӑтартнӑ, картинӑна унта та куракансем хапӑл йышӑннӑ. Унта унпа 7 миллиона яхӑн ҫын паллашнӑ[18][19][20].

«Советский экран» кӑларӑм вулаканӗсем «Шӑпа вылявне» 1976 ҫулхи чи лайӑх фильм тесе йышӑннӑ, чи лайӑх актёр пек вара Женя Лукашина вылянӑ Андрей Мягкова суйланӑ[21]. 1977 ҫулта Эльдар Рязанов режиссёра, Эмиль Брагинский сценариста, Владимир Нахабцев оператора, Микаэл Таривердиев композитора тата фильмри тӗп актёрӗсене Барбара Брыльскӑпа Андрей Мягкова ҫак фильма хайлама хутшӑннӑшӑн тав туса Совет Союзӗн Патшалӑх премине панӑ[22].

Наградӑсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Опечаткӑллӑ кадр
  • Фильма уҫакан титрсенче опечатка кӗртнӗ: «исключительно» сӑмахра «л» сас паллине сиктерсе хӑварнӑ. Орфографипе пунктуаци ку тӗслӗхре сыхласа хӑварнӑ.

Совершенно нетипичная история которая могла произойти только и искючительно в новогоднюю ночь

  • Режиссёр шухӑшӗпе фильм пуҫламӑшӗнчех вертолёт ҫинчен ӳкернӗ пӗр евӗрлӗ совет ҫурт-йӗрӗсене кӑтартмалла пулнӑ. Анчах картина ӳкермешкӗн уйӑрнӑ укҫа-тенке ҫакӑн пек мелпе ӳкерме уйӑрман, ҫавӑнпа та куракан ун вырӑнне анимаци курнӑ.
  • Надя кӗрт ҫинчен Ипполит сӑнӳкерчӗкне илнӗ чухне ун ҫинче Яковлевӑн сӑнӗ мар, унта Басилашвилине ӳкернӗ. Ҫак кадра ҫӗнӗрен ӳкерме шутланӑ, анчах вӑл вӑхӑта юр ирӗлсе пӗтнӗ пулнӑ[24].
  • Фильмри тӗп сӑнар Надя учительница пулса ӗҫлет. Анчах та Ипполитпа калаҫнӑ чухне вӑл йӑнӑшать те ҫапла калать: «Я забыла одеть праздничное платье» тет. Вырӑс чӗлхин йӗркипе унӑн «надеть» тесе каламалла пулнӑ.
  • Лукашин Ленинграда Домодедово аэропортӗнчен вӗҫсе каять, анчах совет саманинче ҫурҫӗр тата анӑҫалла каякан шалти рейсӗсене Шереметьево-1 аэропортран пурнӑҫланӑ[25].
  • Эльдар Рязанов картинӑра эпизодлӑ роль вылянӑ — самолетри пассажира. Ҫывӑракан Лукашин пӗрмаях ун ҫине йӑванать[25][26].
  • «Епле йӳҫӗ-ҫке сирӗн тутлӑлатнӑ пулӑ» тата «О, ӑшши кайрӗ» — фильм сценарийӗнче пулман пуплевсем. Вӗсем Юрий Яковлевӑн импровизацине пула лекнӗ[25].
  • Мускавра 1958 ҫултанпа Строительсен 3-мӗш урамӗ пулнӑ, анчах та 1963 ҫулта унӑн ятне Мария Ульянова ҫине улӑштарнӑ. Ленинградра Строительсен 3-мӗш урамӗ нихӑҫан та пулман, апла пулин те 1955 ҫултан пуҫласа 1962 ҫулччен харӑсах икӗ Строительсен урамӗ пулнӑ, пӗри — Хӗрлӗ гварди районӗн промзонинче (халӗ вӑл Бокситогорски ятпа ҫӳрет), иккӗмӗшӗ — Киров районӗнче (халӗ — Маринеско урамӗ).

Сергей Кара-Мурза хӑйӗн «Вырӑс ҫуртӗнчи йӗркесӗрлӗхсем» кӗнекинче критикӑллӑ статья вырнаҫтарнӑ, унта вӑл Рязанова унӑн сӑнарӗсем «совет влаҫне хирӗҫле» пулнӑшӑн ӳпкеленӗ, ҫавӑн пекех «шалти эмигрантсен» сӑнарне калӑпланӑшӑн айӑпланӑ. Ун шучӗпе, «Шӑпа вылявӗ» фильм геройӗсем — «ҫав ҫулсенчи интеллигентсене сӑнлакан ҫнсем, вӗсен ҫемйисемпе ачисем ҫук, анчах хӑтлӑхпа пурлӑхшӑн тӑрӑшакан хастар амӑшӗсем пур. Фильмри геройсен "шухӑшласа кӑларнӑ элитарлӑх, аристократлӑх" йӗркесӗр паллисене интеллигенцин питех те пӗлтерӗшлӗ пайне ярса илнӗ, ҫавна пула "Ҫӗнетес ӗҫе хаваслансах йышӑннӑ Тата Сахӑра алӑ ҫупнӑ"итогра ӑнланнӑ.[27]

Лия Ахеджаковӑна фильмран хуратма сӗнни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2024 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Хӑрушсӑрлӑх тата коррупципе кӗрешекен федераци проекчӗн ертӳҫи Виталий Бородин тӗп сӑнарӑн хӗр-тусне Таньӑна вылякан Лия Ахеджаковӑна фильмран хуратма ыйтнӑ. Бородин ҫакна 2024 ҫулхи раштав пуҫламӑшӗнче Ахеджакова Лос-Анджелесра тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн ыйтнӑ, ун чухне Лия Меджидовна Украина майлӑ каланӑ. Нейросетьпе усӑ курса Ахеджаковӑна Елизавета Боярская актрисӑпа улӑштарма сӗннӗ[28].

DVD ҫинче кӑларни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче «Флагман-Трейд» компани фильма DVD ҫинче кӑларнӑ.

Малалли тӑсӑмӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Шӑпа вылявӗн» малалли тӑсӑмӗ «Шӑпа вылявӗ. Малалли» ятпа 2007 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухнӑ, прокатра вӑл тӳрех хуит пулса тӑнӑ та 55 млн доллар ӗҫлесе илнӗ, ӳкерме вара пурӗ те 5 миллион доллар кӑна тӑкакланӑ пулнӑ. Хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ те лекнӗ лару-тӑрӑва ҫакланнӑ Женя Лукашинпа Надя Шевелевӑн ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисене Константин Хабенскипе Елизавета Боярская вылянӑ[29].

Андрей Мягков фильма ӳкернӗ ӗҫне хутшӑннӑ пулин те кайран ҫавах кӑмӑлсӑр юлни пирки каланӑ[30].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Ирония судьбы, или С лёгким паром! vokrug.tv.ru.
  2. ^ Почти рождественская История 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Фёдор Ибатович Раззаков. Гибель советского кино. Тайны закулисной войны. 1973—1991. Эксмо, 2008. С. 133.
  4. ^ 1, 2, 3 Ирония судьбы - главный новогодний фильм СССР и России. Рассказываем историю его создания // Правила жизни : журнал. — 2021. — 31 Раштав уйӑхӗн.
  5. ^ 1 января исполняется 40 лет со дня премьеры комедии «Ирония судьбы, или С легким паром!» (выр.). ТАСС.
  6. ^ Frederick Edwin Ian Hamilton, Kaliopa Dimitrovska Andrews, Nataša Pichler-Milanović. Transformation Of Cities In Central And Eastern Europe. — UN University Press, 2005. — С. 159. — ISBN 9280811053 (pbk.).
  7. ^ Рязанов Э. А. Старики-разбойники. — АСТ, Зебра Е, 2008. — С. 151—232. — 688 с. — ISBN 978-5-17-048780-6. — ISBN 978-5-94663-535-6.
  8. ^ Александр Мельман. Преображения Жени Лукашина: оказался на обочине, но в глазах надежда. Маленький человек. Московский комсомолец (14 Пуш уйӑхӗн 2023).
  9. ^ В фильме по имени и отчеству героиню Любови Соколовой не называют, однако в пьесе, по которой снят фильм, имя и отчество указывается.
  10. ^ 1, 2, 3 Галина Глазко. Необычные факты создания фильма «Ирония судьбы, или С легким паром!» // Спорт-экспресс : сайт. — 2021. — 31 Раштав уйӑхӗн.
  11. ^ 10 интересных фактов о фильме «Ирония судьбы, или С лёгким паром!» // Дом кино : журнал. — 2017. — 25 Раштав уйӑхӗн.
  12. ^ Самый новогодний фильм увековечен мемориальной доской. Тĕрĕсленĕ 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  13. ^ "Ирония судьбы" обзавелась памятными досками на местах съемок (20071229T1430). Тĕрĕсленĕ 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  14. ^ Вандалы украли памятную табличку, посвященную фильму "Ирония судьбы" – Москва 24, 24.07.2013 (выр.). www.m24.ru. Пӑхнӑ кун: 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  15. ^ Со стены дома, где снимали «Иронию судьбы», украли памятную табличку (выр.). Пӑхнӑ кун: 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  16. ^ Женский портал: 10 актёров, которые могли бы сыграть в «Иронии судьбы, или С лёгким паром!»
  17. ^ Почти рождественская История , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи копийӗ. market.umh.ua.
  18. ^ 40 лет с «Иронией» - Газета.RU. Газета.RU.
  19. ^ Ирония судьбы или с легким паром. Рождение легенды - Первый канал YouTube çинче
  20. ^ Киностальгия «Ирония судьбы, или с лёгким паром», часть 3 - Пятый канал. Пятый канал. Пӑхнӑ кун: 2 Кӑрлач уйӑхӗн 2020.
  21. ^ Победители конкурса журнала "Советский экран" // akter.kulichki.com. — 1983. — Юпа.
  22. ^ Телефильм "Ирония судьбы, или С легким паром!". Досье - ТАСС. Тĕрĕсленĕ 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  23. ^ История, рассказанная в "Иронии судьбы, или С легким паром!", реальна. в 60-х годах 31 декабря композитор Никита Богословский решил пошутить: пьяного товарища отвезли на вокзал и с 15 копейками в кармане отправили в Киев. Факты и комментарии (10 Кӑрлач уйӑхӗн 2007). Пӑхнӑ кун: 26 Чӳк уйӑхӗн 2019. оригиналтан архивланӑ 21 Ҫурла уйӑхӗн 2009 ҫул.
  24. ^ 5 киноляпов в "Иронии Судьбы", которые вы не заметили даже спустя почти 50 лет (2022-12-23). Тĕрĕсленĕ 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  25. ^ 1, 2, 3 Ирония судьбы, или С легким паром! (ТВ, 1975) (выр.). www.kinopoisk.ru. Пӑхнӑ кун: 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  26. ^ Ирония судьбы, или С легким паром! - «25-й кадр» | Независимый журнал о кино. 25-k.com. Пӑхнӑ кун: 18 Чӳк уйӑхӗн 2024.
  27. ^ Кара-Мурза С. Г., Телегин С. А. Неполадки в русском доме Шаблон:Web archive. — М.: Алгоритм. — Серия «Горячая линия». — 443 с. — 3000 экз. — ISBN 5-699-09616-7. Вырӑсла
  28. ^ Лию Ахеджакову могут убрать из любимой россиянами «Иронии судьбы» (2024-12-06). Тĕрĕсленĕ 6 Раштав уйӑхӗн 2024.
  29. ^ Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Ирония судьбы»: Брыльска не хотела целоваться с Яковлевым, а Боярская - с Хабенским // Комсомольская правда : сайт. — 2007. — 27 Раштав уйӑхӗн.
  30. ^ Алина Минеева. «Не одобряю»: Андрей Мягков против «Иронии судьбы» // газета.ru : сайт. — 2018. — 25 Раштав уйӑхӗн.

Шаблон:Ҫулталӑкри чи лайӑх фильм (Совет экранӗ)