Щелкунчик (балет)
«Щелкунчик» — соч. 71, Э. Т. А. Гофманӑн «Щелкунчикпа Шӑшисен патши» юмахӗпе Мариус Петипа ҫырнӑ либретто тӑрӑх П. И. Чайковский кӗвӗленӗ иккӗ актлӑ балет, балетмейстер-постановщик — Лев Иванов.
Кун-ҫулӗ
Либретто Александр Дюма-ашшӗ[2] (театральная энциклопедия ошибочно[3] 1844 ҫулта юмаха хитрелетсе куҫарнӑ (театр энциклопедийӗ йӑнӑшпа ҫак ӗҫӗн авторӗ Александр Дюма-ывӑлӗ тесе палӑртать) тата ҫав ҫулах «Щелкунчик историйӗ» ятпа пичетленсе тухнӑ халап куҫарӑвӗ ҫинче никӗсленнӗ. Юмахӑн тӗп сюжет канви сыхланса юлнӑ пулин те, Дюма куҫарӑвӗ ҫӗнӗ вариант пулса тӑнӑ, оригиналтан уйрӑлса тӑрать. Гофман юмахӗн сюжечӗ вырӑн-вырӑн улшӑннӑ май либретто сюжечӗ якарах, юмахлӑрах-сӑнарлӑрах пулса тухнӑ[4].
Лев Иванов лартнӑ балет премьери Санкт-Петербургри Мариинка театрта 1892 ҫулхи раштавӑн 6 (18)-мӗшӗнче Чайковскин «Иоланта» оперипе пӗр каҫра иртнӗ. Премьера дирижёрӗ Риккардо Дриго пулнӑ, декорацийӗсем — Михаил Бочаровпа К. Ивановӑн, костюмсене Император театрӗсен директорӗн Иван Всеволожскийӗн тата Евгений Пономарёвӑн эскизӗсемпе ҫӗленӗ. Тӗп рольсене: Щелкунчик — Сергей Легат, Драже фея — Антониетта Дель-Эра, Коклюш принц — Павел Гердт, Дроссельмейер — Тимофей Стуколкин, тӑванӗн хӗрӗ Марианна — Лидия Рубцова. Кларӑпа Фриц ролӗсене ачасем, Петербургри театр училищин кӗҫӗн класӗсенче вӗренекен Станислав Белинская тата Василий Стуколкин (иккӗшӗ те училищӗне ҫичӗ ҫул иртсен, 1899 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ) калӑпланӑ[5].
Ҫав 1892 ҫулах А. С. Аренский «Щелкунчик» фортепианопа тӑватӑ алӑпа калама валли ҫырнӑ балетри сюитӑна пичетлесе кӑларнӑ, икӗ ҫул иртсен вӑлах пӗтӗм балет партитурин аранжировкине туса кӑларнӑ.
Тӗпчевҫӗсем балет сюжетне тата унта усӑ курнӑ сӑнарсене Чайковскин ҫывӑх тӑванӗсемпе — Давыдовсен ҫемйипе тата вӗсен пурнӑҫӗнчи пулӑмсемпе ҫыхӑнтарма хӑтланнӑ. Чи малтанах композиторӑн йӑмӑкӗн Александрӑн тата унӑн ачисен — Владимирпа Татьянӑн.
«Щелкунчик» П. И. Чайковскин кайранхи хайлавӗсем хушшинче уйрӑм вырӑн йышӑнать: вӑл балет жанрӗн йӑлинчен уйрӑммӑн тӑрать, унта кӗвӗ сӑнарӗсемпе ҫӗнӗлле усӑ курнӑ. Балетра пӗрремӗш хут челеста — композитор ыйтнипе Парижран ҫырӑнса илнӗ музыка инструменчӗ — янӑранӑ. «Щелкунчик» кӗвви «балетшӑн ытла та туйӑмлӑ тата чуна ҫӳҫентерекен» теҫҫӗ.
Вылякансем
Тӗрлӗ редакцире тӗп сӑнар ячӗсем тӗрлӗрен: Клара тата Мари. Гофманӑн оригиналӗнче тӗп героиня Мари ятлӑ, Клара — унӑн юратнӑ пукани. Раҫҫейре Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫланнипе (1914 ҫул) тата патриотла кӑмӑл-туйӑм ӳснипе балет сюжетне вырӑслатнӑ, тӗп героиня Маша ятлӑ пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Фриц ятне улӑштарман, мӗншӗн тесен вӑл — япӑх сӑнар. Ҫакна та палӑртмалла: ҫак йӑла халӗ те пырать.
- Штальбаум
- Унӑн арӑмӗ
- Вӗсен ачисем:
- Мари (Маша, хӑш чухне — Клара), принцесса
- Фриц (Миша)
- Марианна, тӑванӗн хӗрӗ
- Няня
- Дроссельмейер
- Щелкунчик, принц
- Драже фея
- Коклюш принц
- Пукане
- Паяц (шут)
- Шӑшисен патши
- Кордебалет: хӑнасем, тӑвансем, тарҫӑсем, маскӑсем, пажсем, чечексем, теттесем, тетте-салтаксем т. ыт. те.
Либретто
Балет прологлӑ, икӗ актлӑ
Раштав уявӗ умӗн, Штальбаум тухтӑр килӗнче хӑнасем пухӑнма тытӑнаҫҫӗ. Аслисемпе пӗрле пукане йӑтнӑ хӗрачасем пыраҫҫӗ, хӗҫлӗ арҫын ачасем маршпа утаҫҫӗ.
I акт
Штальбаум тухтӑрӑн, Мари тата Фриц ачисем, чӑтӑмсӑррӑн парнесем кӗтеҫҫӗ. Хӑнасенчен юлашки — Дроссельмейер. Вӑл теттесене чӗртме пултарни ачасене тӗлӗнтерет те, ҫав хушӑрах хӑратать те. Дроссельмейер маскине хывать. Марипе Фриц хӑйсен юратнӑ хреснашшӗне палласа илеҫҫӗ. Мари пуканесемпе вылясшӑн, анчах вӗсене пурне те пуҫтарса хунине пӗлсен хурланать.
Хӗрачана лӑплантарас тесе хреснашшӗ ӑна Щелкунчик парнелет. Пукане сӑн-пичӗ ӑна тӗлӗнтерет. Фриц ӑнсӑртран пуканене пӑсса Марине кулянтарать. Вӑл хӑйне килӗштернӗ пуканене ҫывӑрма вырттарать. Фриц юлташӗсемпе пӗрле шӑшисен маскисене тӑхӑнаҫҫӗ те Марине йӗкӗлтеме тытӑнаҫҫӗ. Уяв вӗҫленет, хӑнасем йӑлана кӗнӗ гроссфатер ташӑ ташлаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн пурте килӗсене саланаҫҫӗ. Каҫ пулать те, ёлка вырнаҫнӑ пӳлӗм уйӑх ҫутипе тулать.
Мари каялла таврӑнать те Щелкунчика ыталаса илет. Ҫав вӑхӑтра Дроссельмейер килсе тухать, анчах халӗ вӑл хреснашшӗ мар, — ырӑ асамҫӑ. Вӑл аллине сулать те, пӳлӗмре пурте улшӑнма пуҫлать: стенасем сирӗлеҫҫӗ, ёлка ӳсме пуҫлать, ёлка теттисем чӗрӗлсе салтаксем пулса тӑраҫҫӗ. Шӑшисен патши ертсе пынипе сасартӑк шӑшисем килсе тухаҫҫӗ. Хастар Щелкунчик салтаксене ҫапӑҫӑва илсе тухать.
Щелкунчикпа Шӑши патши вилӗмле тытӑҫура тӗлпулаҫҫӗ. Мари шӑшисен ҫарӗ салтаксен ҫарӗнчен йышлӑраххине курать. Аптранӑ енне вӑл пушмакне хывать те пӗтӗм вӑйӗпе Шӑши патшине тӗллесе перет. Вӑл хӑраса ӳкет те хӑйӗн ҫарӗпе пӗрле тарать. Салтаксен ҫарӗ ҫӗнтерет. Вӗсем Марине хулпуҫҫи ҫинче Щелкунчик патне ҫӗнтерӳллӗ туйӑмпа йӑтса пыраҫҫӗ. Сасартӑк юлашкин сӑнӗ улшӑнма пуҫлать. Вӑл илемлӗ Принц пулса тӑрать. Мари тата чӗрӗлнӗ пуканесем — ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тата тӗлӗнмелле илемлӗ чӑрӑш айӗнче. Йӗри-тавра юр пӗрчисем ҫаврӑнаҫҫӗ.
II акт
Марипе Принц ҫӑлтӑрлӑ тӳпе илемне курса савӑнаҫҫӗ, хӑйсене шӑшисем тапӑннине, Принц вӗсене аркатса тӑкнине аса илеҫҫӗ. Пурте ташлаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, шӑши ҫарне ҫӗнтернине уявлаҫҫӗ. Испани, Араб, Китай тата Вырӑс пуканисем Марине хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ. Йӗри-тавра фейӑсемпе пажсем ташлаҫҫӗ. Дроссельмейер килсе тухать те каллех пӗтӗм тавралӑха улӑштарать. Пурте Марипе Принц туйне хатӗрленеҫҫӗ. Мари вӑранать, ун аллинче ҫаплах Щелкунчик.
Интерпретацисем
Балетӑн Рудольф Нуреев хатӗрленӗ фрейдистла варианчӗ пур. Унпа килӗшӳллӗн, Принцпа ташланӑ хыҫҫӑн Мари вӑранать, Щелкунчик вара ҫамрӑкланнӑ Дроссельмейер иккен.
Мэтью Борн постановкинче Клара — мӗскӗн тӑлӑх хӗр, хӑйӗн савнийӗпе — Щелкунчикпа — юнашар пулма май ҫуккипе аптӑраканскер тата Щелкунчика тепӗр хӗрпе ташланине айккинчен сӑнаса тӑраканскер[6]. Морис Бежар лартнӑ балет версийӗнче те уйрӑлу ҫинче акцент тунӑ, унта тӗп сӑнар — амӑшне ир ҫухатнӑ Бим арҫын ача.
Музыка драматургийӗпе либретто шайлашӑвӗ
Хореографсем иккӗмӗш актри вальс кӗввинчи кӑмӑл ылмашӑнӑвне шута илесшӗн мар, унта сасартӑк синкерлӗ пассаж янӑрать, анчах та «ташлакан мӑшӑрсем хӑнӑхнӑ ритмпах ҫаврӑнаҫҫӗ».
Балет тытӑмӗ
Тытӑм[7]:
- Увертюра
- Пӗрремӗш акт.
- 1-мӗш ӳкерчӗк.
- Чӑрӑша эрешлесе чӗртни
- Марш
- Ача-пӑча сиккипе тата ашшӗ-амӑшӗ тухни
- Ташӑсемлӗ сцена
- Дроссельмейер тухни
- Хӑй тӗллӗн пуканесен ташши (мазурка)
- Демонла ташӑ
- Гросфатер ташши
- Щелкунчик-пукане курӑнни
- Щелкунчик полька ташлани
- Марин сӑпка юрри тата Фриц вӑййисем
- Ашшӗ-амӑшӗпе хӑнасен ташши (гросфатер)
- Мари тата Щелкунчик
- Сӑпка юрри
- Ача-пӑча пӳлӗмӗ улшӑнӑвӗ
- Чӑрӑш ӳсӗмӗ
- Шӑшисем килни тата ҫапӑҫу
- 2-мӗш ӳкерчӗк.
- Чӑрӑш вӑрманӗ хӗлле
- Юр пӗрчисен ташши (вальс)
- 1-мӗш ӳкерчӗк.
- Иккӗмӗш акт.
- Пылак ҫимӗҫ керменӗ Конфитюренбург
- Мари тата Щелкунчик килни
- Дивертисмент
- Шоколад (испан ташши)
- Кофе (араб ташши)
- Чей (китай ташши)
- Трепак (вырӑс ташши; карамель туйи)
- Кӗтӳҫсен ташши (Дани марципанӗ)
- Гигонь анне (Жигонь) тата паяцсем
- Чечексен вальсӗ
- Па-де-де
- Драже фея тата Оршад принц
- I вариаци: тарантелла
- II вариаци: Драже фея ташши
- Кода
- Финал вальсӗ
- Апофеоз
Кӗвӗ хатӗрӗсем
- Йывӑҫран тунӑ вӗрсе каламаллисем:
- 3 флейта (3-мӗш флейта = флейта-пикколо);
- 2 гобой;
- 1 акӑлчан рожокӗ;
- 2 кларнет;
- 1 бас-кларнет;
- 2 фагот.
- Пӑхӑртан тунӑ вӗрсе каламаллисем:
- 4 валторна;
- 2 труба;
- 2 тенор-тромбон;
- 1 бас-тромбон;
- 1 туба.
- Ҫапса каламаллисем:
- литаврсем;
- пӗчӗк параппан;
- турилкке;
- пысӑк параппан;
- виҫ кӗтеслӗх;
- бубен;
- кастаньетсем;
- там-там;
- шӑнкӑравсем;
- «тетте хатӗрсем» (сӑмахран, шӑхлич-куккук).
- челеста
- 2 арфа;
- ача-пӑча хорӗ
- Хӗлӗхлисем:
- сӗрме купӑссем I;
- сӗрме купӑссем II;
- альтсем;
- виолончельсем;
- контрабассем.
Раҫҫейри паллӑ постановкӑсем
Мариински театр
- 1892 ҫулхи раштавӑн 6 (18)-мӗшӗнче — премьера:
- Балетмейстер: Лев Иванов
- Дирижёр: Рикардо Дриго
- Художниксем: Михаил Бочаровпа К. Иванов
- Костюмсем: Иван Всеволожский тата Евгений Пономарёв;
- Мари — Станислава Белинская
- Фриц — Василий Стуколкин
- Щелкунчик — Сергей Легат
- Драже фея — Антониетта Дель-Эра
- Коклюш принц — Павел Гердт
- Дроссельмейер — Тимофей Стуколкин
- Шут — Александр Ширяев
- Марианна — Лидия Рубцова
- 1923 — Лев Ивановӑн балетӗнчи декорацийӗсемпех ҫӗнӗрен лартнӑ; балетмейстерсем Фёдор Лопухов тата Александр Ширяев, дирижёр — Александр Гаук; Драже фея — Елизавета Гердт, Коклюш принц — Михаил Дудко, Дроссельмейер — Николай Солянников.
- 1929 — ҫӗнӗ редакци; балетмейстер Фёдор Лопухов, дирижёр — Александр Гаук, художник — Владимир Дмитриев; Маша — Ольга Мунгалова, Щелкунчик — Пётр Гусев, Дроссельмейер — Леонид Леонтьев.
- 1934 — Василий Вайнонен балетмейстер, дирижёр — Евгений Мравинский, художник — Иван Селезнёв; Маша — Галина Уланова, Щелкунчик-принц — Константин Сергеев[8].
- 2001 — балетмейстер — Симонов Кирилл, музыка ертӳҫи — Валерий Гергиев, декорацисем, костюмсем, либретто, постановка — Михаил Шемякин. Маша — Наталья Сологуб, Щелкунчик-принц — Александр Сергеев[9], Андриан Фадеев, Дроссельмейер — Антон Адасинский.
Пысӑк театр
- 1919 — балетмейстер — Горский Александр, дирижёр — Н. А. Фёдоров, художник — Константин Коровин; Клара — Валентина Кудрявцева, Фриц — Шокоров 2-мӗш, Щелкунчик-принц — Ефим Ефимов, Дроссельмейер — Алексей Булгаков. Ҫак постановкӑра сцена пысӑк кофе сервизӗллӗ сӗтел пек пулнӑ, ун ӑшӗнчен ташлакансем тухнӑ.
- 1932 — Патшалӑх академи Пысӑк театр ҫумӗнчи балет техникумӗн спектаклӗ; балетмейстер — Л. И. Иванов, Александр Чекрыгинпа Александр Монахов ҫӗнетӗвӗ, дирижёр — Юрий Файер, художник — Панфилов; Клара — Евгения Фарманянц, Щелкунчик — Юрий Папко, Фриц — Ю. Гербер, Дроссельмейер — Александр Чекрыгин, Драже фея — Ольга Лепешинская.
- 1939 — В. И. Вайнонен балетмейстер, дирижёр — Юрий Файер, художник — Владимир Дмитриев; Маша — Марина Семёнова, Щелкунчик — Алексей Ермолаев, Дроссельмейер — Владимир Рябцев.
- 1966, пуш, 12 — ҫӗнӗ постановка; балетмейстер — Юрий Григорович, дирижёр — Геннадий Рождественский, художник — Симон Вирсаладзе; Маша — Екатерина Максимова, Щелкунчик-принц — Владимир Васильев, Дроссельмейер — Владимир Левашев, Шӑшисен патши — Герман Ситников, Щелкунчик-пукане — Елена Ватуля, франц пукани — Татьяна Попко.
Паллӑ аудиоҫырусем
- 1960 — дирижёр — Геннадий Рождественский, Пысӑк театрӑн оркестрӗ тата и ачасен хорӗ, СССР.
[06583-6; С 06977-80; СМ 0169-72; MEL CD 1000665]
- 1986 — дирижёр — Владимир Федосеев, «Ҫуркунне» ача-пӑча хор шкулӗ, Тӗп телевиденипе Пӗтӗм Союз радиовӗн Пысӑк симфони оркестрӗ.
[00347 005]
- 1988 — дирижёр — Евгений Светланов, «Ҫуркунне» ача-пӑча хор шкулӗ, Патшалӑх академи симфони оркестрӗ.
00605-8; MEL CD 1000409
Ӑнлантарусем
- ^ Лев Иванов на belcanto.ru
- ^ «Histoire d’un casse-noisette»(фр.)
- ^ Балет «Щелкунчик» | Центр Дягилева. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Скворцова И. А. Балет П. И. Чайковского «Щелкунчик»: опыт характеристики // Учебное пособие. — М.: Научно-издательский центр «Московская консерватория», 2011. — 68 с. — С. 10—14. ISBN 978-5-89598-264-8
- ^ Академия русского балета им. А. Я. Вагановой. Списки выпускников. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2009 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.
- ^ «Бриллиант в короне»: как Рудольф Нуреев изменил балет. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Чайковский. Балет «Щелкунчик». Belcanto.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Энциклопедия: "заново сочинённый «Щелкунчик», (1934)
- ^ Александр Сергеев
Вуламалли
- Васильев И. В., Краснова Л. Е. Методология исследования хореографических трактовок литературного произведения Э.Т.А. Гофмана "Щелкунчик и мышиный король" на балетной сцене в конце XX - начале XXI столетий // Вестник Академии русского балета им. А. Я. Вагановой. — 2024. — № 1 (90).
- Гендова Марья Юрьевна. Балет «Щелкунчик» — нетривиальный способ знакомства с бытовой Рождественской культурой России второй половины XIX века // Вестник Саратовской консерватории. Вопросы искусствознания. — 2019. — № 4.
- Рыжкова А. С. Балет Московского хореографического училища "Щелкунчик" П. И. Чайковского (1950 год) // Театр. Живопись. Кино. Музыка. — 2013. — № 2.
- Слонимский, Ю. И. Щелкунчик: [балет в 3-х действиях и 7 картинах] / Ю. Слонимский; музыка П. И. Чайковского ; Ленингр. Государст. академ. театр оперы и балета; [марка театра на обложке работы художника Л. С. Хижинского]. — 2-е издание. — Ленинград : издание Лен. Гос. Акад. театра оперы и балета, 1934.
- Юлия Яковлева. Глава 5. Рождение театра. // Создатели и зрители. Русские балеты эпохи шедевров. — М.: Новое литературное обозрение, 2017. — С. 143—149. — ISBN 978-5-4448-0689-0.
Каҫӑсем
- балет «Щелкунчик» Театра Санкт-Петербургской консерватории на сцене Михайловского театра на телеканале «Искусство ТВ»
- Щелкунчик — либретто и фотографии балета в постановке Театра классического балета п/р Н. Касаткиной и В. Василёва
- ЩЕЛКУНЧИК. Либретто
- Tchaikovsky Research
- The Nutcracker ballet
- Скворцова И. А. Балет П. И. Чайковского «Щелкунчик»: опыт характеристики // Учебное пособие. — М.: Научно-издательский центр «Московская консерватория», 2011. — 68 с. ISBN 978-5-89598-264-8