Эм Юрий Павлович

Эм Юрий Павлович (ҫур. 1953 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ, Курган[d], Пермь облаҫӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх тата ҫар ӗҫченӗ, генерал-майор. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2000).

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1953 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнче Пермь Крайӗн Чердынь районӗнчи Курган поселокӗнче (халӗ Курган ялӗ) ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ. Наципе вӑл — корей ҫынни. Ашшӗ — летчик, Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ Эм Дюн Во. Амӑшӗ — Атӑлҫи нимӗҫӗсен йӑхӗнчен. 1971 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ.

Ҫарти хесметӗ

1971 ҫултанпа СССР Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенче. 1975 ҫулта Алма-Ата аслӑ тӗп ҫар командирсен училищинчен вӗренсе тухнӑ. Спортпа питӗ туслӑ пулнӑран, вӗренсе тухсан ӑна Сывлӑш-десант ҫарӗсене янӑ. Хӗсметра Ош хулинче пулнӑ.

1980—1982 ҫулсенче Афганистан Демократиллӗ Республикинче ҫапӑҫнӑ. Унта вӑл парашют-десант батальонӗн штаб пуҫлӑхӗ пулса хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна орден панӑ. Ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне те пама шутлӑ пулнӑ.

Афганистанран таврӑнсан Эм Ленинград ҫар округӗнче хесметре юлнӑ (1985 ҫул). Унтан ӑна Фрунзе ячӗллӗ Ҫар Академине вӗренме янӑ. Унтан вӑл 1988 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Кайран 21-мӗш уйрӑм десант-штурм бригадин командирӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Темиҫе ҫултан вара ҫав бригадӑн командирӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Туçи Карабахра, Кӑнтӑр Осетире, Абхазире ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1994—1996 ҫулсенчи чечен вӑрҫине те хутшӑннӑ.

1998 ҫулта 21-мӗш бригадӑна салатса янӑ. Ун вырӑнне 7-мӗш гварди сывлӑш-десант дивизин 247-мӗш десант-штурм полкне йӗркеленӗ. Дагестанра «ашак хӑлхи» ятлӑ сӑртра Юрий Эм ҫак полка ертсе пынӑ. Полк унпа пӗрле Тандин районӗнчи ялсене ирӗке кӑларнӑ. 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2000 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен 247-мӗш десант-штурм полкне Чечняна янӑ. Вӗсем нумай ял-хуласене ирӗке кӑларнӑ, стратеги тӗлӗшӗнчен кирлӗ вырӑнсене ярса илнӗ, десантланнӑ. Эм кашни операцие вӑйлӑ хатӗрленнӗ. Пӗр хут бандитсен засадине лекнӗ чухне контузиленнӗ, анчах та ҫапӑҫу вӗҫлениччен вӑл салтаксене ертсе пыма пӑрахман.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Юрий Павлович Эм полковника Ҫурҫӗр Кавказра террористсене хирӗҫ ирттерекен операцийӗ вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятне панӑ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ.

Юрий Эм полковник Раҫҫей Ҫарӗнче хӗсметре юлнӑ. 2000 ҫулта вӑл Чечен Республикин Правительствин председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 2002 ҫулта — Кӑнтӑр федераци округӗн тӗп федераци инспекторӗ. 2004 ҫулта — Калуга облаҫӗн ҫар комиссарӗн ҫумӗ. 2005 ҫултанпа — Чӗмпӗр облаҫӗн ҫар комиссарӗ. 2007 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Юрий Павлович Эма «генерал-майор» ҫар хисепне панӑ. 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Эма генерал-майора Ставрополь Крайӗн ҫар комиссарӗ пулма лартнӑ.

Ҫар хӗсмечӗ хыҫҫӑн

2011 ҫултан 2012 ҫулччен тата 2014 ҫултан 2016 ҫулччен вӑл Патшалӑх Думин улттӑмӗш пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ.

2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗччен — Ставрополь Крайӗн Правительствин председатель ҫумӗ, Ставрополь Крайӗн Правительствин Аппарат пуҫлӑхӗ пулнӑ. Эм хӑйӗн мандатне Ольга Казаковӑна панӑ. Край правительствин председателӗн ҫумӗн ӗҫ вырӑнне пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Унтан Эм каллех Патшалӑх Думин депутачӗн мандатне илнӗ. Ку мандат Андрей Мург мандата пушатнӑ хыҫҫӑн ирӗклӗ юлнӑ.

2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Конституци сучӗ 2014 ҫулта Юрий Эма депутат мандатне пани Конституципе килӗшсе тӑманни пирки йышӑну кӑларнӑ. Сӑлтавӗ: ҫак пухури депутатсен йышӗнче Эм маларах патшалӑх службине куҫнӑ май мандата пушатнӑ пулнӑ. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче Юрий Эм мандата хӑй ирӗкӗпе пушатнӑ. Мандат Елена Бережная фигуристкӑна куҫнӑ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

Валентина Васильевна Эмпа мӑшӑрланнӑ. Ывӑлӗ — Александр Эм, вӑл 1994—2001 ҫулсенче Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, иккӗмӗш чечен вӑрҫине хутшӑннӑ. Ӑна «Хӑюлӑх» орденӗпе, «Хастарлӑхшӑн» медальпе чысланӑ. Ставрополь Крайӗн Невинномыск хула мэрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Хисепӗсем

  • «Хастар пулнӑшӑн» орден;
  • «Ҫар ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» орден;
  • Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • 3-мӗш степеньлӗ «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн вӑй хунӑшӑн» орден;
  • СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн медалӗсем;
  • Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин ведомство медалӗсем;
  • 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей Паттӑрӗ Юрий Эм ячӗпе хисеплесе Чӗмпӗр юханшыв порчӗн Ом-401 теплоходне «Герой Юрий Эм» ят панӑ. 2015 ҫулта «Герой Юрий Эм» теплоход ҫинче «Со дна вершины» илемлӗ фильм ӳкернӗ.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем