Энергетик кунӗ

Тӗрӗслесе тухнӑ статья

Энергетик кунӗэлектричество тата ӑшӑ энергипе тивӗҫтерекен энергетика промышленноҫӗн специалисчӗсен професси уявӗ. Ӑна ҫак профильпе ӗҫлекен вузсемпе ссузсен студенчӗсем, вӗренсе тухнисем тата преподавателӗсем палӑртаҫҫӗ тата ҫавӑн пекех халӑха тӗп ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен энерги туса кӑларакан предприяти вырнаҫнӑ ял-хула ҫыннисем уявлаҫҫӗ[1].

Уява 1966 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Канмалли кун мар.

Уяв историйӗ

1966 ҫулта Совет Союзӗнче пӗрремӗш хут Энергетик кунне паллӑ тунӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗ 1980 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче 3018 №-лӗ «Уяв тата астӑвӑм кунӗсем ҫинчен» Хушу кӑларнӑ. Хушӑва кӑларассине Раҫҫее электрификацилемелли патшалӑх планне (ГОЭЛРО) ҫирӗплетнӗренпе ҫулталӑк ҫитнӗ тӗле халалланӑ[1][2].

ГОЭЛРО планне ятарласа йӗркеленӗ комисси хатӗрленӗ, ӑна Глеб Кржижановский академик ертсе пынӑ. 1920 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Пӗтӗм Раҫҫейри Советсен VIII съезчӗ пынӑ май хатӗрленӗ плана йышӑннӑ. Ҫак кун СССР энергетика системин пуҫламӑшӗ шутланать. 1966 ҫулта шӑпах ҫак пулӑма халалласа Энергетик кунне йӗркеленӗ[3].

1980-мӗш ҫулсенче уяв кунӗ улшӑнса пынӑ. 1980 ҫулта ӑна официаллӑ майпа раштавӑн виҫҫӗмӗш вырсарникунне куҫарнӑ пулнӑ, ҫапла май ӑна яланах канмалли куна лекмелле тунӑ. Анчах ҫак йышӑну ҫирӗпленеймен — энергетиксем хӑнӑхнӑ йӑлапа хӑйсен уявне раштавӑн 22-мӗшӗнче паллӑ тунӑ[1].

СССР аркансан Раҫҫейре энергетик кунне официаллӑ майпа уявлама пӑрахнӑ. 2015 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 1396-мӗш номерлӗ Постановлени кӑларнӑ хыҫҫӑн кӑна ӑна ҫӗнӗрен раштавӑн 22-мӗшӗнче палӑртма тытӑннӑ[1].

Ҫак професси уявне Раҫҫейсӗр пуҫне Пӑхӑнман патшалӑхсен пӗрлешӗвӗнчи хӑш-пӗр ҫӗршывра палӑртаҫҫӗ: Арменире, Беларуҫре, Киргизире, Украинӑра[4]. Казахстанра ӑна раштав уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ[5].

Уяв пӗлтерӗшӗ

Энергетик кунӗ — энергетика промышленноҫӗн ӗҫченӗсем экономикӑна аталантарма, халӑха кулленхи пурнӑҫра пулӑшма, ӑна лайӑхлатма пысӑк тӳпе хывнине палӑртмалли кун. Ҫакна та палӑртмалла: энергетиксен професси уявӗ ҫулталӑкри чи кӗске кунӗсенчен пӗрине — хӗлле кун хутшӑннин вӑхӑтне — лекет. Шӑп та шай ҫав вӑхӑтра ӗнтӗ Ҫурҫӗр ҫур чӑмӑрӗнче энергетиксем мӗнле ӗҫленине лайӑх курма пулать те[6].

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх энергетиксене професси уявӗ ячӗпе Раҫҫей президенчӗ саламлать. 2022 ҫулта Владимир Путин энергетика отраслӗнче тӑрӑшакансен ӑстасене Донбасс, Запорожье тата Херсон облаҫӗсенчи арканнӑ энергосистемӑна юсаса ҫӗнетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ[7].

Уявланин йӑли-йӗркисем

Раҫҫейре Энергетик кунне кашни хуларах паллӑ тӑваҫҫӗ темелле. Раштавӑн 22-мӗшӗнче ҫӗршывӗпех уяв концерчӗсемпе савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ, унта энергетика отраслӗнче ӗҫлесе палӑрнӑ ҫынсене чыслаҫҫӗ. Предприятисем ҫак кун тӗлне професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсене ирттереҫҫӗ, тематикӑлла куравсем йӗркелеҫҫӗ[6].

Тӗп мероприятисем яланхи пекех Мускавра иртеҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие тӗп хула ертӳлӗхӗ тата паллӑ артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫре палӑрнисене хисеп хучӗсемпе, медальсемпе тата премисемпе чыслаҫҫӗ[6].

Раҫҫей энергетика системи

2020 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх Раҫҫей электроэнергетика системи тӗнчере чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Территорисене тивӗҫтерес енӗпе вӑл малта тӑрать, электроэнерги хатӗрлес енӗпе вара тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Раҫҫейӗн Пӗрлехи энергетика системине (ЕЭС) пурӗ регионти 70 энерготытӑм кӗрет, вӗсене ҫичӗ пӗрлештернӗ энергосистемӑна ушкӑнланӑ: Тухӑҫ, Ҫӗпӗр, Урал, Вӑтам Атӑл, Кӑнтӑр, Центр тата Ҫурҫӗр-Анӑҫ. Вӗсем синхронлӑ ӗҫлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне вӗсене 220-500 кВ напряжениллӗ пысӑк вольтлӑ электропередача линисемпе ҫыхӑнтарнӑ. Раҫҫейри мӗнпур электростанцисен (вӗсем шучӗ пин ҫурӑ ытла) пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 240 ГВт яхӑн. Ҫулталӑкне вӗсем 1 053,8 млрд кВт/ч электроэнерги туса кӑлараҫҫӗ[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 День энергетика. Министерство энергетики и жилищно-коммунального хозяйства Кировской области. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ П. Г. Грудинский. Первый съезд советских электротехников. К 60-летию 8-го Всероссийского электротехнического съезда. Журнал «Электричество» 1981 г., № 10 (Юпа 1981). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
  3. ^ Алексей Ханин. День энергетика в России: История, традиции, интересные факты и идеи для подарков. Российская газета (13 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ День энергетика. Какой Сегодня Праздник. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Перечень профессиональных и иных праздников в Республике Казахстан (утверждён Указом президента Республики Казахстан от 20 января 1998 года № 3827). , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи акан 17-мӗшӗнчи копийӗ Информационно-правовая система нормативных правовых актов Республики Казахстан «Әділет» // egov.kz
  6. ^ 1, 2, 3, 4 Александра Егорова. День энергетика в 2023 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  7. ^ Путин отметил особый вклад энергетиков в восстановление новых регионов России. ТАСС (22 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.