Эншей Вархуш

Арсентьев Варфоломей Арсентьевич (хушма ячӗ — Эншей Вахруш, Варфоломей Энжей, 1920 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ е 1920 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ, Еншик Чуллă, Етӗрне уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики — 1941, хыпарсӑр ҫухалнӑ[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1920 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче (30-мӗшӗнче тени те тӗлпулать) Чӑваш автономи облаҫӗн Етӗрне уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗ) Еншик Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ[2].

Ҫӗрпӳри педагогика техникумне вӗренсе пӗтернӗ, шкулта учительте ӗҫленӗ.

1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пӗрремӗш кунсенченех. 1941 ҫултах хыпарсӑр ҫухалнӑ.

Пултарулӑх

Унӑн сӑввисем район тата республика хаҫачӗсенче, журналсенче пичетленнӗ.

1973 ҫулта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ совет чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене пухса Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Вӗҫлеймен юрӑсем» кӗнекере ун пилӗк сӑвви пичетленнӗ: «Ку — тивӗҫ ман», «Сарӑ хӗр», «Салтака каятпӑр», «Тупӑ сасси», «Вӑй картинче паллашрӑм эп санпа»[1].

Кӗнеке

  • Вӗҫлеймен юрӑсем: Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫамрӑк авторсен сӑввисем / кӗнекене Г. Лукоянов пухса хатӗрленӗ; ум сӑмахне ҫыраканӗ А. Алга; редакторӗ Ю. С. Семенов; художникӗ С. А. Владимиров. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112 с. — сӑн ӳкерчӗксем[1].
  • «Чечекленчӗ ман ҫӗр-шывӑм» (2005).

Ҫемье

  • Ашшӗ — Арсентий Дмитриевич Дмитриев.
  • Амӑшӗ — Анастасия Васильевна Васильева.
  • Икӗ ывӑлпа икӗ хӗр пулнӑ: асли — Елизавета, иккӗмӗшӗ — Варфоломей, виҫҫӗмӗшӗ — Екатерина, кӗҫӗнни — Дмитрий.
  • Елизавета аппӑшӗн ывӑлӗ — Юрий Петров (Вирьял) поэт[2].

Астӑвӑм

  • 2005 ҫулта Николай Ершов (Янгер) сăвăç тӑрӑшнипе Вархуш Эншей сӑввисене пухса «Чечекленчӗ ман ҫӗр-шывӑм» кӗнеке кӑларнӑ[2].
  • Красноармейски районӗнче поэта асӑнса пултарулӑх каҫӗсем ирттереҫҫӗ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Г. В. Лукоянов. Вӗҫлеймен юрӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 112. — С. 105-110.
  2. ^ 1, 2, 3 Г. Тусли. Манăçми Вархуш Эншей. nesterjankas.ucoz.ru. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх (24 авӑнӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  3. ^ Поэт Вархуш Энжей в памяти народной (выр.). Красноармейский муниципальный округ Чувашской Республики (7 юпан 2005). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Андреев Ф. Ӗмӗр манми янташӑм / Ф. Андреев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1991. – 28 ҫу.
  • Арсентьев Д. Манӑҫми Эншей / Д. Арсентьев // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2010. – 24 авӑн.
  • Вӑл Ҫеҫпӗлтен те ҫамрӑкрах пулнӑ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2000. – 25 ҫурла.
  • Ершов Н. Вӗсем вӗреннӗ Энжейпе пӗрле / Н. Ершов // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 30 ҫурла.
  • Михай И. Эншей сӑвӑҫа аса илсе / И. Михай // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 30 ҫурла.
  • Тимофеев-Шетмӗ М. Унӑн сӑнарӗ яланах ҫутӑ / М. Тимофеев-Шетмӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1995. – 24 ҫурла.
  • Тусли Г. «Сӑввисем пуян, ырӑ шухӑшлӑ…» / Г. Тусли // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 1995. – 16 авӑн.
  • Шачкин К. Вӑл халӗ те пирӗнпе / К. Шачкин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1997. – 2 авӑн.
  • Шачкин К. Ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ поэт / К. Шачкин // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 24 авӑн.
  • Шетмӗ М. Вӑхӑтсӑр сӳннӗ талант / М. Шетмӗ // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ) . – 1995. – 25 утӑ.
  • Янгер Н. Ентеш-сӑвӑҫа асӑнса / Н. Янгер // Ял пурнӑҫӗ (Красноармейски р–нӗ). – 2005. – 14 юпа.
  • Ялгир П. Энжей Вархуш // Ялгир П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 73.