Эрих Мария Ремарк
Кун-çулĕ
Ремарк католиксен ĕç çыннисен çемйинче Оснабрюкра (Германи) çуралнă. 18 çулта ăна хĕсмете çара илеççĕ, 1917 çулхи ҫӗртме, 12 Анăç фронта яраççĕ. Утӑ, 31 сулахай урине, сылтăм аллине тата мăйне амантаççĕ те вăрçăн юлашкине вăл Германире хоспитăльте ирттерет. Вăрçă хыççăн вулавăшра ĕçлет, вĕрентӳçĕ, журналист, редактор, бухгалтер ĕçĕсенче вăй хурать.
1929 çулта «Анăç фронтĕнче улшăнусăрах» Эрих Мария Ремаркăн (иккĕмĕш ятне1918 çулта çĕре кĕнĕ амăшĕнне илет) пичетленет. Кайран татах темиçе вăрçа хирĕçлĕ ĕçсем кăларать; ансат, туйăмлă чĕлхепе вăрçăн тата унăн хыççăнхи ĕçсене тӳррĕн тĕрĕс çырса кăтартать.
Ремарк нимĕç нацисчĕсенчен тарса 1931 çултанпа Швейцарире тăнăç пурнăç тупать. 1939 çулта Ремарк Ильза Юта Цимбоннăпа АПШ-на çитет, 1947 çулта вĕсенеамерика гражданлăхне тивĕçтереççĕ..
Ремарк тата Цимбонна икĕ хут пĕрлешнĕ, çав чухлех уйрăлнă. 1958 çулта Ремарк холливуд актрисине Полетт Годара (Paulette Goddard) арăма илет.
1958çулта Ремарк Швейцарие таврăнать те ĕмĕрне çакăнтах вĕçлет. 72 çулхи Ремарк 1970 авӑн, 25 Локарно хулинче куçĕсене хупать. Тичино кантонĕн Ронко çăви çине пытарнă. Юнашар Годар вилтăпри.
Ӗçĕсем
- Малтанхи ĕçесем (1916—1929)
- Ӗмĕтсен усравĕ (Die Traumbude) (1920)
- Гэм (Gam) (1924)
- Горизонт хĕрринчи чарăну (Station am Horizont) (1927/28)
- Анăç фронтĕнче улшăну çук (Im Westen nichts Neues) (1928/29)
- Тăшман (Der Feind) (1930/31)
- Таврăну (Der Weg zurück) (1930/31)
- Виçĕ юдташ (Drei Kameraden) (1936/37)
- Возлюби ближнего своего (Liebe Deinen Nächsten) (1939/41)
- Триумфальная арка (Arc de Triomphe) (1945)
- Пурнăç хĕлхемĕ (Der Funke Leben) (1952)
- Время жить и время умирать (Zeit zu leben und Zeit zu sterben) (1954)
- Юлашки ĕç (Der letzte Akt) (1955)
- Сыхă пулăр!! (Seid wachsam!!) (1956)
- Юлашки чарăну (Die letzte Station) (1956)
- Хура палăк (Der schwarze Obelisk) (1956)
- Кивçен пурнăç (Geborgtes Leben) (1959/61)
- Лиссабон каçĕ (Die Nacht von Lissabon) (1961/62)
- Земля обетованная (Das gelobte Land) (1970)
- Çăтмахри ĕмĕлкесем (Schatten im Paradies) (postum 1971)
Каçăсем
- Remarque Zentrum (нимĕçле)
- Эрих Мария Ремарк 2020 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Эрих Мария Ремарк
- ^ 1, 2 Erich Maria Remarque // Internet Broadway Database (англ.) — 2000.
- ^ Erich Maria Kramer // Internet Broadway Database (англ.) — 2000.
- ^ 1, 2, 3 Ремарк Эрих Мария // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.