Яковлев Николай Лукич

Яковлев Николай Лукич (1925 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, Актай (Муркаш районӗ)|Актай, Етӗрне уесӗ2014 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ[1][2]) — чӑваш художникӗ.

Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985), СССР журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1960), Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1995), Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2013)[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Николай Лукич 1925 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи Актай ялӗнче ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра вӑл ял Муркаш муниципаллӑ округӗ шутне кӗрет[3].

1932–1939 ҫулсенче Панлири ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта пӗлӳ пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Элӗк районӗнчи Йӳҫкасси вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ, 1942 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ[4].

Шкулта вӗреннӗ чухнех стена хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ. Колхозри стена хаҫатне те кӑларма хастар хутшӑннӑ. 1939 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Ленинӑн ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗн членӗ пулса тӑнӑ, тӑтӑшах комсомол ӗҫне пурнӑҫланӑ[4].

Хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пуҫланӑ — ӑна Элӗк районӗнчи Панкли ял канашӗн (халь Муркаш муниципаллӑ тӑрӑхӗ йышне кӗрет) секретарӗн ӗҫне пурнӑҫлама шанса панӑ[4].

1943 ҫултанпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[5]. Мускав облаҫӗнчи Кунцево хулинче вырнаҫнӑ полк шкулӗнче ултӑ уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн ӑна Украина территорине хӳтӗленӗ зенитпа артиллери дивизийӗн управленине радиотелеграфист пулма янӑ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вӗсене Кавказхыҫ ҫар округне, Турципе Иран чикки патне куҫарнӑ. 1950 ҫулта старшина ҫар ячӗпе демобилизациленнӗ[5].

Вӑл Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ. Унта вӑл 1950 ҫулта вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ хушӑра Хресчен ҫуртӗнче массӑллӑ культура ӗҫӗсен работникӗ должноҫӗнче тӑрӑшнӑ. Укҫа-тенкӗ енчен йывӑр пулнӑран 1951–1952 ҫулсенче вӗренӗве пӑрахнӑ — СССР геологи министерствин 5-мӗш электро-каротаж партийӗнче техник-оператор пулса ӗҫленӗ. 1952 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче училищене каялла вӗренме таврӑннӑ. 3-мӗш курсра вӗреннӗ чухне «Советская Чувашия» тата «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче хӑйӗн пӗрремӗш ӗҫӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ[4].

1955 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Совет Союзӗн Коммунистсен парти йышне кӗнӗ.

1956 ҫулта «Капкӑн» журналта ӗҫлеме пуҫланӑ. 1961–1967 ҫулсенче Шупашкарти телекурав студийӗнче художник пулса ӗҫленӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче художник ӗҫне пурнӑҫланӑ. 1969–1974 ҫулсенче «Капкӑн» журналӑн художество пайӗн заведующийӗ шутланнӑ[3].

1963 ҫултанпа вӑл республика, Совет Союзӗ тата тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑнса вӗсенче хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Персоналлӑ куравсене 15 ытла ирттернӗ[3].

Пурнӑҫӑн юлашки ҫулӗсенче таврапӗлӳ ӗҫӗпе аппаланнӑ. 1995 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑшнипе Муркаш районӗнчи Анатри Панкли ялӗнче историпе таврапӗлӳ музейне йӗркеленӗ[3][4].

Ӗҫӗсем

Николай Лукичӑн тӗп ӗҫӗсем: «Капкӑн» журналти кулӑшла ӳкерчӗксен ярӑмӗ, политикӑллӑ сатира плакачӗсем, «Ман килес» ятпа тухнӑ сатирӑллӑ тат кулӑшла ӳкерчӗксен альбомӗ, «Йӗплесе те сиплесе» карикатурӑсен пуххи[3].

Вӑл ҫавӑн пекех «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» (2006), «Кун-ҫул эрешӗсем», «Тернистый путь художника», «Все из жизни» (2012) кӗнекесен авторӗ те. Вӗсенче очерксемпе асаилӳсем пичетленнӗ[3].

Хисепӗсем

Вӑл ҫакӑн пек хисепсене тивӗҫнӗ[3]:

  • Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденӗ;
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985);
  • Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2013);
  • медальсем.

Вуламалли

  • Викторов, Ю. В. Яковлев Николай Лукич / Ю. В. Викторов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 723.. — См. текст
  • Григорьев, А. Г. Яковлев Николай Лукич / А. Г. Григорьев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 516.
  • Яковлев Николай Лукич // Моргаушский район: краткая энциклопедия — Чебоксары, 2002. — С. 162.
  • Яковлев Николай Лукич // Почетные граждане Моргаушского района Чувашской Республики : биографмические очерки. — Чебоксары, 2021. — С. 70-71.
  • Яковлев Николай Лукич // Чувашские народные академики : биобиблиографический справочник. — Чебоксары, 2005. — Вып. 1. — С. 130.
  • Яковлев Николай Лукич // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 478.
  • Яковлев Николай Лукич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 538-539.