Ян Пётр Евгеньевич

Ян Пётр Евгеньевич (ҫур. 1993 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ, Назаровский район[d], Красноярск Ен) — хутӑш ҫапӑҫу ӑсталӑхӗн Раҫҫейри боецӗ. Чи ҫӑмӑл йывӑрӑш енӗпе ACB чемпионӗ пулнӑ. Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшпа UFC чемпионӗ пулнӑ тата вӑхӑтлӑха UFC чемпионӗн титулне йышӑннӑ.

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC официаллӑ рейтингӗн 3 йӗркине йышӑнать[3].

Биографийӗ

Пётр Ян 1993 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи Назаровск районӗнчи ялта ҫуралнӑ. Ян хушамата китай ҫынни пулнӑ аслашшӗнчен илнӗ[4]. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫемье поляр хыҫӗнчи Дудинка(выр.)чăв. хулана пурӑнма куҫнӑ[5].

Улттӑмӗш класра тхэквондо тата мини-футболпа кӑсӑкланнӑ, гимнастика енӗпе те вӗренме тытӑннӑ[6]. 12 ҫулта Николай Николаевич Суржиков ертсе пынипе бокспа(выр.)чăв. аппаланма пуҫланӑ[7].

14 ҫулта Енисей ҫинче баржӑсене пушатнипе укҫа ӗҫлесе илнӗ[8]. Ӗҫ вӑхӑтӗнче Константин Маньковпа паллашнӑ, вӑл вара ӑна Пётрӑн пулас тренерне, Юрий Владимирович Демченкӑна сӗннӗ.

15 ҫулта, 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пётр Красноярск крайӗнчен Омск хулине пурӑнма куҫнӑ, унта вӑл СССР спорт мастерӗ Юрий Владимирович Демченко ертсе пынипе бокс енӗпе тренировкӑсене малалла тӑснӑ.

ММА енӗпе профессиллӗ кӗрешӳҫӗсен тренировкине сӑнанӑ чухне «Александр Невский» клубра кӑсӑкланма пуҫланӑ.

Омскри СибГУФК-ран вӗренсе тухнӑ.

2010-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Омск хула хӗрринчи каҫхи клубра хуралҫи пулса ӗҫленӗ[5].

2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫемйипе пӗрле Екатеринбурга куҫса кайнӑ[9][10], кунта вӑл «Архангел Михаилов» клубшӑн кӗрешме пуҫланӑ.

2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче американ актёрӗ Жан-Клод Ван Дамм(выр.)чăв. «Архангел Михаил» клуб роликӗнче Яна сӑмах каланӑ. «Эсӗ чемпион: санӑн техника лайӑх, хӑвӑртлӑх питӗ лайӑх, унсӑр пуҫне кардио питӗ аван!» , — тенӗ Ван Дамм[11].

Хутӑш ҫапӑҫу енӗпе тунӑ карьера

Absolute Championship Berkut

2015 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче ACB 24-ра Ян Мурад Каламовпа тӗл пулнӑ, тӳресем пӗр саслӑ пулса ҫӗнтерӳ унӑн пулнине йышӑннӑ. КУ кӗрешӳре ҫӗнтерни Яна ҫӑмӑл йывӑрӑш енӗпе чемпион пиҫиххишӗн Магомед Магомедовпа ҫапӑҫма май панӑ.

Ян Магомед Магомедовпа(выр.)чăв. 2016 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче ACB 32 вӑхӑтӗнче тӗл пулнӑ. Кӗрешӳ пурӗ 5 раунда тӑсӑлнӑ. Тӳресем расна йышӑну тунӑ хыҫҫӑн кӗрешӗве вӑл выляса янӑ.

Карьерӑра пӗрремӗш хут выляса янӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче ACB 41 вӑхӑтӗнче Ян Англири Эд Артурпа тӗл пулнӑ. Тӳресем пӗр шухӑшлӑ пулса вӑл ҫӗнтерни пирки йышӑннӑ.

2017 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче ACB 57 вӑхӑтӗнче Магомед Магомедова хирӗҫ реваншлӑ хирӗҫӳ ирттернӗ. Вӑл 5 раунда тӑсӑлнӑ. Тӳресем пӗр шухӑшлӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB чемпионӗ пулса тӑнӑ.

2017 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче ACB 71 иртнӗ чухне Матеус Маттос бразилеца хирӗҫ тухса чемпион титулне ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Ҫӗнтерӗве виҫҫӗмӗш раундра нокаутпа тивӗҫтернӗ.

Ultimate Fighting Championship

ACB чемпион титулне пӗрремӗш хут хӳтӗленӗ хыҫҫӑн 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче UFC-па контракт алӑ пуснӑ.

Дебютлӑ тытӑҫӑва Ян 2018 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче UFC Fight Night 132 вӑхӑтӗнче Тэруто Исихара(выр.)чăв. яппуна хирӗҫ ирттернӗ. Пӗрремӗш раундра нокаутпа ҫӗнтернӗ[12].

2018 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче UFC Fight Night 136 ӑмӑртура Янпа чи ҫӑмӑл йывӑрӑш рейтингӗн 14-мӗш вырӑнта тӑракан Дуглас Силва ди Андради кӗрешмелле пулнӑ, анчах ури аманнине пула Андради кӗрешӗве тухайман, бразилец вырӑнне Корейӑри Джин Су Сон кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Виҫнӗ чухне Сон кирлӗ йывӑрӑш кӑтартайман, ҫавна май ӑна Яна майлӑ хӑйӗн гонорарӗнчен 20 % штрафланӑ. Тӳресем пӗр шухӑшлӑ пулса ҫӗнтерӗве Яна панӑ. «Кану каҫӗнчи кӗрешӳ» премие тивӗҫнӗ.

2018 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче UFC 232 вӑхӑтӗнче Янпа Дуглас Силва ди Андради бразилец кӗрешмелле пулнӑ (кӗрешӳ маларах иртеймен). Иккӗмӗш раундра нокаут ирттерсе техника енчен ҫӗнтернӗ. Андради кӗтесӗ бразилецӑн тарӑн сунранне пула кӗрешӗве чарнӑ.

2019 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнче UFC Fight Night 145 вӑхӑтӗнче Джон Додсон(выр.)чăв. американеца хирӗҫ кӗрешнӗ. Тӳресем пӗр саслӑ пулса ӑна ҫӗнтерӳҫӗ тесе пӗлтернӗ.

2019 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче UFC 238 турнирта тӳресем пӗр саслӑ йышӑннӑ тӑрӑх Джимми Ривер американеца ҫӗнтернӗ[13].

2019 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче UFC 245 вӑхӑтӗнче Юрайя Фейберпа тӗл пулнӑ. Виҫҫӗмӗш раундра урапа пуҫран тапнӑ хыҫҫӑн нокаут туса ҫӗнтернӗ. «Кану каҫӗнчи выступленийӗ» премие тивӗҫнӗ[14].

2020 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче UFC 251 турнирта пиллӗкмӗш раундра накаутласа Жозе Алду(выр.)чăв. бразилеца ҫӗнтернӗ те чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпион титулне ҫӗнсе илнӗ[15]. Жоза Алдуна ҫӗнтерсе чемпион титулне ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн, UFC Петр Яна йывӑрӑш категорине пӑхӑнман (P4P) чи лайӑх кӗрешӳҫӗсен рейтингне кӗртнӗ. Ҫӗнетнӗ рейтингра Раҫҫей ҫынни 13-мӗш йӗркине йышӑннӑ[16].

2020 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче Fightmatrix сайт версийӗпе йывӑрӑш категорине пӑхӑнман чи вӑйлӑ вунӑ кӗрешӳҫӗ шутне кӗнӗ[17].

Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗн титулӗшӗн кӗрешни

Кӗрешӳ кунӗ — 2020 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ[18].

Вырӑнӗ — Кӗрешӳҫӗсен утравӗ, Абу-Даби.

Секундантсем — Денис Лаврентьев, Ильяс Хамзин, Алексей Сорокин, Саят Абрахманов.

Йывӑрӑша виҫнин кӑтартӑвӗсем — Пётр Ян 61,2 кг, Жозе Алду(выр.)чăв. 61,2 кг[19].

Кӗрешӳ епле пынӑ:

  • 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Генри Сехудо UFC-ра хӑйӗн карьерине вӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн организаци президенчӗ Дэйна Уайт(выр.)чăв. чи ҫӑмӑл йывӑрӑшри чемпион титулӗ вакантлӑ пулса тӑнине, Ян вара ҫак пиҫиххишӗн кӗрешме пултаракан пӗрремӗш ҫын пулса тӑнине пӗлтернӗ[20].
  • 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче организацин президенчӗ Дэйна Уайт Петр Янпа Жозе Алду хушшинчи титулшӑн кӗрешессине хатӗрленине пӗлтернӗ[21].
  • 2020 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Пётр Ян кӗрешме хатӗр пулнишӗн контракт алӑ пуснӑ[22].
  • 2020 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче ОАЭ-ри «Кӗрешӳҫӗсен утравӗнче» иртнӗ UFC 251 турнирӗнче пӗтӗмлетекен пиллӗкмӗш раундра Ян Жозе Алдуна(выр.)чăв. ҫӗнтернӗ. Ян тытӑҫу тӑршшӗпех малта пынӑ, кӗрешӳ вӗҫне ҫирӗппӗн ирттернӗ — пиллӗкмӗш раунд пуҫламӑшӗнче ансат комбинаци ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл оппонента канвас мелӗпе ислетнӗ. Пётр Ян чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ҫӗнӗ UFC чемпионӗ пулса тӑнӑ[23]. Ҫак тытӑҫура Ян чи ҫӑмӑл йывӑрӑш категорийӗнче нумай хут пӗлтерӗшлӗ ҫапнипе рекорд лартса палӑрнӑ — тулли мар 5 раунд хушшинче вӑл 194 хутчен ҫапнӑ[24].

Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗ

2021 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗнче UFC 259 вӑхӑтӗнче Алджамейн Стерлинга(выр.)чăв. хирӗҫ тухнӑ хыҫҫӑн Ян титулсӑр тӑрса юлнӑ, тытӑҫӑва вӑл дисквалификаципе выляса янӑ (хирӗҫ кӗрешӳҫӗн чӗркуҫҫи урайӗнче пулнӑ вӑхӑтра ӑна пуҫӗнчен чӗркуҫҫипе тапнӑшӑн)[25].

Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра вӑхӑтлӑх UFC чемпионӗ

2021 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче UFC 267 вӑхӑтӗнче чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра вӑхӑтлӑх UFC чемпионӗ пулса тӑмашкӑн Ян Кори Сэндхэгенпа кӗрешнӗ, тӳресем пӗр саслӑ пулса вӑл ҫӗнтернине йышӑннӑ.

2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче UFC 273 вӑхӑтӗнче Алджамейна Стерлинга выляса ярса пиҫиххине ҫухатнӑ. Унтан тата икӗ хут выляса янӑ — UFC 280 вӑхӑтӗнче Шон О’Мэллине тата UFC Fight Night: Ян vs Двалишвили вӑхӑтӗнче Мераб Двалишвилине.

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче UFC 299 вӑхӑтӗнче Сун Ядуна(выр.)чăв. ҫӗнтернӗ[26]. Каярахпа Ян ури аманнӑ май кӗрешни палӑрнӑ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вара Раҫҫей кӗрешӳҫи операци ирттерессине пӗлтернӗ.

2024 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче UFC Fight Night: Ян vs Фигейреду турнирӗн тӗп пулӑмӗнче Дейвисон Фигейреду бразилеца ҫӗнтернӗ, ҫӗнтерӳ тӳресем пӗр саслӑ йышӑну тунипе пулса иртнӗ[27].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Абу-Дабире иртнӗ UFC on ABC 9 турнирта каҫхи килӗшӳллӗ кӗрешӳре Маркус Макгипе(выр.)чăв. тӗл пулнӑ[28], тӳресен йышӑнӑвӗпе Ян ҫӗнтернӗ[29].

Мераб Двалишвилипе чемпион титулӗшӗн реванш

2024—2025 ҫулсенче Пётр Ян умлӑ-хыҫлӑ виҫӗ ҫӗнтерӳ тунӑ. 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Мераб Двалишвилие хирӗҫ чемпион ятне илессишӗн унӑн реванш пуласса пӗлтернӗ. Тытӑҫу UFC 323 турнирӗнче тӗп тытӑҫу пулнӑ, вӑл раштавӑн 6-мӗшӗнчен 7-мӗшне ҫӗрле иртнӗ[30]. Ҫав саманта Пётр UFC официаллӑ рейтингӗн ҫӑмӑл виҫеллӗ категорийӗнче виҫҫӗмӗш йӗркине йышӑннӑ[31].

Ҫапӑҫу судьясен титула каялла тавӑрнӑ Ян майлӑ йышӑнӑвӗпе вӗҫленнӗ[32]. Вӗсен хирӗҫтӑрӑвне каҫӑн чи лайӑх ҫапӑҫӑвӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Петр лигӑри чи лайӑх боецсен пӗтӗмӗшле рейтингӗнче, виҫе категорийӗсене пӑхмасӑр, улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ[33].

undefined

Титулсемпе ҫитӗнӳсем

Хутӑш ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ

  • Ultimate Fighting Championship
    • Чи ҫамӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗ(выр.)чăв. (2020—2021, 2025 ҫултан пуҫласа);
    • Чи ҫамӑл йывӑрӑшра вӑхӑтлӑха UFC чемпионӗ пулса тӑнӑ (пӗр хут) (UFC 267 вӑхӑтӗнче Кори Сэндхэгена тӳресем пӗр шухӑшлӑ пулса йышӑну тунӑ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ);
    • «Кану каҫӗн чи аван кӗрешӗвӗ» премие тивӗҫнӗ (виҫӗ хутчен — Джин Су Сон[34], Кори Сэндхэген[35] тата Шон О’Мэлли хирӗҫ тухса);
    • «Кану каҫӗнчи выступленийӗ» премие тивӗҫнӗ (пӗр хут; Юрайя Фейбера хирӗҫ тухса).
  • Absolute Championship Berkut
    • Чи ҫамӑл йывӑрӑшра ACB чемпионӗ (пӗр хут);
    • Титула пӗр хут ӑнӑҫлӑ хӳтӗлени;
    • Чи ҫамӑл йывӑрӑшра гран-прире ҫӗнтерни;
    • Мурад Каламов, Магомед Магомедов, Эд Артур хирӗҫ тухса «Кану каҫӗн чи аван кӗрешӗвӗ» премие 3 хут тивӗҫнӗ.
  • MMADNA.nl
    • 2018 «Ҫулталӑкри Европӑн ҫӗнӗ кӗрешӳҫи»[36].
  • World MMA Awards
    • 2020, «Ҫулталӑкри чи вӑйлӑ аталану» ята илме номинациленӗ[37].

Хутӑш кӗрешӳ енӗпе статистика

Пӗтӗмлетӳ Рекорд Хирӗҫ тӑракан Мел Турнир Кун Раунд Вӑхӑт Вырӑн Ӑнлантарни
Ҫӗнтерӳ 20-5 Грузи ялавĕ Мераб Двалишвили Йышӑну UFC 323 6 раштавӑн 2025 5 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас UFC чемпионӗн титулне ҫӑмӑл виҫӗре ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнтерӳ 19-5 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Маркус Макги Йышӑну UFC on ABC 9 26 утӑн 2025 3 5:00 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ОАЭ
Ҫӗнтерӳ 18-5 Бразили Дейвисон Фигейреду Йышӑну UFC Fight Night: Ян vs. Фигейреду 23 чӳкӗн 2024 5 5:00 Китай Халăх Республики Макао, Китай
Ҫӗнтерӳ 17-5 Китай Халăх Республики Сун Ядун Йышӑну UFC 299 9 пушӑн 2024 3 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Майами, Флорида, АПШ
Выляса янӑ 16-5 Грузи ялавĕ Мераб Двалишвили Йышӑну UFC Fight Night: Ян vs. Двалишвили 12 пушӑн 2023 5 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас, АПШ
Выляса янӑ 16-4 Flag of the United States.svg Шон О’Мэлли Йышӑну UFC 280 22 юпан 2022 3 5:00 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ОАЭ Кану каҫӗнчи чи аван кӗрешӳ.
Выляса янӑ 16-3 Flag of the United States.svg Алджамейн Стерлинг Йышӑну UFC 273 9 акан 2022 5 5:00 Flag of the United States.svg Джексонвилл, АПШ Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗ пулассишӗн кӗрешни.
Ҫӗнтерӳ 16-2 Flag of the United States.svg Кори Сэндхэген Йышӑну UFC 267 30 юпан 2021 5 5:00 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ОАЭ Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗн титулне вӑхӑтлӑх ҫӗнсе илнӗ Кану каҫӗн кӗрешӗвӗ[38]
Выляса янӑ 15-2 Flag of the United States.svg Алджамейн Стерлинг Дисквалификаци UFC 259 7 пушӑн 2021 4 4:29 Flag of the United States.svg Лас-Вегас, АПШ Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗн титулне ҫухатнӑ
Ҫӗнтерӳ 15-1 Бразили ялавĕ Жозе Алду Нокаут UFC 251 12 утӑн 2020 5 3:24 Пĕрлешĕннĕ Араб Эмирачĕсем Абу-Даби, ОАЭ Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра UFC чемпионӗн титулне ҫӗнсе илнӗ
Ҫӗнтерӳ 14-1 Flag of the United States.svg Юрайя Фейбер Нокаут UFC 245 14 раштавӑн 2019 3 0:43 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Лас-Вегас, АПШ «Кану каҫӗнчи выступленийӗ»
Ҫӗнтерӳ 13-1 Flag of the United States.svg Джимми Ривера Йышӑну UFC 238 8 ҫӗртмен 2019 3 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Чикаго, АПШ
Ҫӗнтерӳ 12-1 Flag of the United States.svg Джон Додсон Йышӑну UFC Fight Night: Блахович vs. Сантус 23 нарӑсӑн 2019 3 5:00 Чехи Прага, Чехи
Ҫӗнтерӳ 11-1 Бразили ялавĕ Дуглас Силва ди Андради Нокаут UFC 232 29 раштавӑн 2018 2 5:00 Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Инглвуд, АПШ
Ҫӗнтерӳ 10-1 Корей Республики ялавĕ Джин Су Сон Йышӑну UFC Fight Night 136 15 анӑнӑн 2018 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Мускав, Раҫҫей 62,1 кг хушшинчи йывӑрӑшри кӗрешӳ; Сон йывӑрӑша тӑвайман. «Кану каҫӗн чи аван кӗрешӗвӗ».
Ҫӗнтерӳ 9-1 Ян Пётр Евгеньевич Тэруто Исихара Нокаут UFC Fight Night 132 23 ҫӗртмен 2018 1 3:28 Сингапур Сингапур, Сингапур UFCра дебютлани.
Ҫӗнтерӳ 8-1 Бразили ялавĕ Матеус Маттос Нокаут ACB 71 30 анӑнӑн 2017 3 2:27 Раҫҫей Федерацийӗ Мускав, Раҫҫей Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB чемпионӗн титулне хӳтӗленӗ
Ҫӗнтерӳ 7-1 Раççей Федерацин ялавĕ Магомед Магомедов Йышӑну ACB 57 15 акан 2017 5 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Мускав, Раҫҫей Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB чемпионӗн титулне ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнтерӳ 6-1 Англи ялавĕ Эд Артур Йышӑну ACB 41 15 утӑн 2016 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Сочи, Раҫҫей «Кану каҫӗнчи чи аван кӗрешӳ».
Выляса янӑ 5-1 Раççей Федерацин ялавĕ Магомед Магомедов Йышӑну ACB 32 26 пушӑн 2016 5 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Мускав, Раҫҫей Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB чемпионӗн титулӗшӗн кӗрешни. «Кану каҫӗнчи чи аван кӗрешӳ».
Ҫӗнтерӳ 5-0 Раççей Федерацин ялавĕ Мурад Каламов Йышӑну ACB 24 24 юпан 2015 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Мускав, Раҫҫей Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB гран-при финалӗ. Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Кану каҫӗнчи кӗрешӳ.
Ҫӗнтерӳ 4-0 Раççей Федерацин ялавĕ Артур Мирзаханян Нокаут Professional Combat Sambo — Russia Cup 5 утӑн 2015 1 2:40 Раҫҫей Федерацийӗ Омск, Раҫҫей
Ҫӗнтерӳ 3-0 Раççей Федерацин ялавĕ Харон Орзумиев Парӑннӑ ACB 19 30 ҫавӑн 2015 1 0:47 Раҫҫей Федерацийӗ Калининград, Раҫҫей Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB гран-при ҫурма финалӗ.
Ҫӗнтерӳ 2-0 Бразили ялавĕ Ренато Веламе Йышӑну ACB 14 28 нарӑсӑн 2015 3 5:00 Раҫҫей Федерацийӗ Грозный, Раҫҫей ACB-ра дебютлани. Чи ҫӑмӑл йывӑрӑшра ACB гран-прин чӗрӗк финалӗ.
Ҫӗнтерӳ 1-0 Раççей Федерацин ялавĕ Мурад Бакиев Нокаут Eurasian Fighting Championship — Baikal Fight 20 раштавӑн 2014 3 0:45 Раҫҫей Федерацийӗ Иркутск, Раҫҫей

Харпӑр пурнӑҫ

Пётр Ян Юлия Яна качча илнӗ, мӑшӑрӑн икӗ ывӑл пур — Даниилпа Константин[39]. Константин 2020 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Таиландра ҫуралнӑ, ун чухне Юлия Пётр сборта пулнӑ чухне унпа пӗрле кайнӑ[40].

Пушӑ вӑхӑтра спортсмен автоматика хӗҫ-пӑшалӗнчен пеме юратать[41].

Ӑнлантарусем

  1. ^ «Теперь мне будет проще прогрессировать»: чемпион Сибири по ММА объявил о переезде в Екатеринбург (выр.). www.e1.ru (16 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  2. ^ Petr Yan | UFC
  3. ^ Рейтинг бойцов. UFC Russia. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  4. ^ «Моя фамилия пишется китайскими иероглифами». Пётр Ян о своих корнях. karate.ru.
  5. ^ 1, 2 Наталия Калинина. «Он как Хабиб, но для другой аудитории»: как парень из сибирской деревни стал чемпионом UFC и заработал $1 млн (выр.). Forbes (3 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  6. ^ Биография Петра Яна (выр.). Fight.ru (22 юпан 2022).
  7. ^ Жизнь за Полярным кругом, семь братьев и сестер, самый дерзкий русский в UFC. История Петра Яна (выр.). sport-express.ru (8 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  8. ^ Разгружал баржи на Енисее, а теперь зарабатывает больше 10 млн за бой. Тренер и менеджер рассказали, как Петр Ян стал лучшим в UFC (выр.). matchtv.ru (13 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  9. ^ Известный боец ММА объявил о переезде в Екатеринбург. ura.news. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  10. ^ «Теперь мне будет проще прогрессировать»: чемпион Сибири по ММА объявил о переезде в Екатеринбург (выр.). www.e1.ru (16 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  11. ^ «Ты чемпион!»: Жан-Клод ван Дамм обратился к уральскому бойцу ММА Петру Яну. TagilCity (8 чӳкӗн 2023).
  12. ^ Sportbox.ru. Ян успешно дебютировал в UFC (выр.). sportbox.ru/ (23 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  13. ^ Второй после Хабиба: россиянин Пётр Ян выиграл пятый бой в UFC (выр.). RT на русском. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  14. ^ Русский боец Петр Ян вырубил легенду ММА и бросил вызов чемпиону UFC. Он завоевывает фанатов в США (выр.). sport24.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  15. ^ Пётр Ян нокаутировал Жозе Альдо и стал чемпионом UFC. Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  16. ^ РИА Новости. Петр Ян вошел в число 15 лучших бойцов UFC. РИА Новости (14 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  17. ^ Пётр Ян вошел в топ-10 рейтинга Pound-For-Pound по версии сайта Fightmatrix. Sports.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  18. ^ Микаил Гусейнов. Пётр Ян проведёт титульный бой с Алду 11 июля (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  19. ^ UFC 251 weigh-in results and live video stream (англ.). MMA Junkie (10 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  20. ^ Не Хабибом единым: Россия ждет еще одного чемпиона в UFC (выр.). Газета.Ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  21. ^ «Мои люди, вероятно, убьют меня за это». Уайт хочет организовать титульный бой между Яном и Альдо (выр.). sport-express.ru (28 ҫӑвӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  22. ^ Петр Ян подписал контракт на титульный бой с Алдо (выр.). AllBoxing.ru - Все новости бокса, MMA, бои на видео (10 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  23. ^ Вячеслав Моренко. Пётр Ян стал чемпионом UFC, победив Альдо на турнире UFC 251 (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  24. ^ Вячеслав Моренко. Пётр Ян установил рекорд по значимым ударам в бою для легчайшей весовой категории в UFC (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  25. ^ Mike Bohn. Petr Yan vs. Aljamain Sterling bantamweight title fight set for UFC 256 (выр.). mmajunkie.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  26. ^ Петр Ян прервал серию поражений в UFC. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  27. ^ Петр Ян победил экс-чемпиона UFC в главном поединке турнира в Макао (2024-11-23). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  28. ^ Кирилл Иванов. Пётр Ян и Маркус Макги проведут бой 26 июля в Абу-Даби. championat.com. Чемпионат (18 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  29. ^ Пётр Ян победил Маркуса Макги на турнире UFC в Абу-Даби (2025-07-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  30. ^ Титульный бой между Мерабом Двалишвили и Петром Яном возглавит UFC 323. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  31. ^ Рейтинг бойцов. UFC Russia. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ.
  32. ^ Россиянин Петр Ян завоевал чемпионский титул UFC в легчайшем весе. ТАСС (7 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ.
  33. ^ Пётр Ян вошел в рейтинг лучших бойцов UFC после завоевания титула. РБК (9 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  34. ^ UFC Fight Night 136 bonuses: Oleinik, Blachowicz among $50,000 winners (англ.). MMA Junkie (15 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  35. ^ Результаты и бонусы UFC 267 | UFC
  36. ^ MMA DNA. MMA DNA UFC Awards 2018 : De Uitslagen!!! (англ.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  37. ^ Российский боец Петр Ян стал номинантом World MMA Awards. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  38. ^ Бонусы турнира UFC 267
  39. ^ Александр Кожевников. Пётр Ян забрал жену и новорождённого сына из роддома в Таиланде (выр.). www.championat.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  40. ^ У Петра Яна родился сын (выр.). sport-express.ru (22 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  41. ^ Петр Ян "No Mercy". Absolute Championship Akhmat. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем