Ҫар разведчикӗн кунӗ
Ҫар разведчикӗн кунӗ (Ҫар разведкин кунӗ) — ҫар уявӗ, Раҫҫей Федерацийӗн, Беларуҫӗн, Казахстанӑн тата Арменин хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче ӑна чӳкӗн 5-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.
Уяв йӗркеленин кун-ҫулӗ
Раҫҫейре
1918 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Петроградра Совет Республикин Реввоенсовечӗн Хирти штабӗ шутӗнче Хӗрлӗ ҫарӑн мӗнпур разведка органӗсен вӑйӗсен ӗҫне координацилекен регистраци управленине йӗркеленӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн ятне темиҫе хут улӑштарнӑ хыҫҫӑн 1953 ҫулта вӑл СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Генеральнӑй штабӑн Тӗп разведка управленийӗ ят илнӗ, е кӗскен — СССР ГРУ.
СССР аркансан Мускавра вырнаҫнӑ СССР ГРУ тӗп аппарачӗ Раҫҫейӗн ҫар разведкин тӗп органӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен Генеральнӑй штабӑн тӗп разведка управленийӗ пулса тӑнӑ, вӑл Раҫҫей Федерацин Хӳтӗлев министерствин тулаш разведкин органӗ шутланать.
2000 ҫулччен Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче Тӗп разведка управление йӗркеленин кунне ведомствӑра хӑйӗнче кӑна палӑртнӑ пулнӑ.
2000 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн хӳтӗлев министрӗ И. Д. Сергеев 490 № хушӑва алӑ пусса ведомство шайӗнче палӑртакан професси уявне кӗртнӗ «День военного разведчика» ӑна СССР ГРУ йӗркеленнӗ кун — кашни ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ — паллӑ тунӑ.
2006 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин 549 №-лӗ «Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсенчи професси уявӗсемпе астӑвӑм кунӗсене палӑртасси ҫинчен» хушӑва кӑласа асӑннӑ уява официаллӑ патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Раҫҫейре ӑна ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тулаш разведка службин, РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен Генеральнӑй штабӗн Тӗп управленийӗн ҫар служащийӗсемпе ветеранӗсем, Хӳтӗлев министерствин профильлӗ аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен курсанчӗсемпе преподавателӗсем тата контрразведка сотрудникӗсем, ытти ҫар ведомствисен разведчикӗсем паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ытти ҫӗршывсенче
Казахстан Республикин Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче «Ҫар разведкин кунӗ» ҫар уявне 1992 ҫултанпа ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кунах Казахстанра кашни ҫул «Тулашри разведкин кунне» палӑртаҫҫӗ.
Беларуҫ Республикин Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче «Ҫар разведкин кунӗ» ҫар уявне ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑннипе хӑш ҫулта уявлама пуҫланине палӑртма йывӑр, анчах ун пирки чи малтан асӑннисем 2013 ҫула пырса тивеҫҫӗ.
Армени Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче «Ҫар разведкин кунӗ» ҫар уявне ҫулсерен чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑш ҫулхине палӑртма пуҫланине пӗлме йывӑр, чи малтанхи хут ун ҫинчен асӑннисем 2009 ҫулта тӗл пулаҫҫӗ.