Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти кадет лицейӗҪӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ учрежденийӗ.

Тулли ячӗ: Чăваш Республикинчи Ҫӗнӗ Шупашкар хулин «Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗ М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗ» муниципалитетăн пӗтӗмӗшле вӗренÿ бюджет учрежденийӗ[1].

Адресӗ: 429951, Чӑваш Республики, Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Парк урамӗ, 7-мӗш ҫурт[2].

Историйӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзĕн Геройӗ М.М. Кузнецов ячĕллĕ кадет лицейĕ 1977 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

2015 ҫулччен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10-мӗш вӑтам шкул пулнӑ, 2015 ҫулта Кадет лицейӗн статусне илнӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗн Михаил Михайлович Кузнецовӑн ятне панӑ.

Хальхи вӑхӑт

Шкул директорӗ — Андреев Альберт Викентьевич[3].

2023—2024 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн «Шкул вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетесси» программипе шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ, 2024 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ лицейра савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ[4].

2022—2023 вӗренӳ ҫулӗнче «Вӗҫекен карап» (Летучий корабль) шкул театрӗ уҫӑлнӑ[5].

Кадет лицейӗнче «Патриот» спорт клубӗ ӗҫлет[6].

Вӗренӳ учрежденийӗнче «Хӑюлӑх» (Отвага) шкул шырав клубӗ ӗҫлет. Клуба 2017 ҫулта йӗркеленӗ, унта 8—11 классенчи ачасем ҫӳреҫҫӗ. Отряд ертӳҫи — Дутов Владимир Андреевич[7].

2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче шкулта историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. Музей уҫас шухӑшӗ — шкулӑн ун чухнехи директорӗн А. А. Бузыгинан, пӗрремӗш ертӳҫи Лещева Тамара Фёдоровна пулнӑ[8].