Basshunter
Пурнӑҫӗ
Яшлӑхӗ
Юнас Олтбрег Швецири Хальмстадра, Карл Йоран Олтбрегпа Гунхильда Элизабет Олтбрег (2016 ҫулта вилнӗ) ҫемьинче ҫуралнӑ[14]. Унӑн шӑллӗ, Йоаким, пур. Унӑн амӑшӗ вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ, унта директор пулнӑ, ҫавӑн пекех вӑл Швеци вӗрентекенӗсен профсоюзӗн ҫынни пулнӑ. Унӑн ашшӗ строительство компанийӗнче тӑрмашнӑ. Олтбрег малтан Kattegattgymnasiet вӑтам шкула кайнӑ. Анчах кайран вӑл Хальмстадри Sturegymnasiet вӑтам шкула куҫнӑ та музыкӑна тӗпчеме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑл колледжра вӗреннӗ, анчах ӑна пӗтереймен. 1998 ҫулта вӑл амӑшӗ ертсе пыракан хорта юрлама пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех рок-ушкӑнра юрланӑ, унта вӑл экспериментлӑ музыкӑпа паллашнӑ[15].
Карьери
Basshunter псевдонимпа музыка тӗлӗшӗнчен ӗҫлеме 2001 ҫулта пуҫланӑ, хӑйӗн пӗрремӗш юррисене «Fruity Loopse» программӑпа усӑ курса ӑсталанӑ. Warner Music компани унпа контракт алӑ пусас умӗн Интернет сечӗ урлӑ нумай демо сарнӑ[15].
Унӑн пӗрремӗш студи альбомне, The Bassmachine ятлине, 2004 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче кӑларнӑ[16].
Basshunter дэнскор жанрӗпе тата ытти электронлӑ мелсемпе ӗҫлет. Час-часах унӑн музыкине евродэнспа пӑтраштараҫҫӗ. «Boten Anna» тата «Vi sitter i Ventrilo och spelar DotA» («Daddy DJaddy» хрантсуссен ушкӑнӗн композицине каверлени) клипсене пула халӑх ӑна аван пӗлме пуҫланӑ.
2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче кӑларнӑ «Boten Anna» юрӑна пула вӑл халӑх хушшинче палӑрнӑ. Ҫак юрӑ Европӑри нумай ҫӗршывсен чарчӗсенче ҫӳлти вырӑнсене йышӑннӑ чи малтанхи швед чӗлхиллӗ композици пулса тӑнӑ. Каярах акӑлчан версине — «Now You’re Gone» ятлине — кӑларнӑ, чылай эрне хушши вӑл Аслӑ Британипе Америкӑн хит-парачӗсенче малти вырӑна йышӑннӑ. Пӗрешкел ятлӑ видеоклип вара YouTube-ра чи нумай пӑхнӑ клип пулса тӑнӑ.
«All I Ever Wanted», «Now You’re Gone», «Angel in the Night», «I Miss You», «Every Morning», «I Promised Myself» клипсене ӳкерме норвег-иран кӑкӗнчен тухнӑ питӗ паллӑ Айлар Ли моделе чӗннӗ пулнӑ.
«Saturday» сингла 2010 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче кӑларнӑ[17], Ҫӗнӗ Зеланди чартӗнче вӑл 14-мӗш вырӑна ҫитнӗ[18], ӑна ылтӑнпа сертификациленӗ.
Тӗнче шайӗнче ташӑ сценинчи чи паллӑ артистсенчен пӗри пулнӑ май Basshunter хӑйӗн гастроль турне нихӑҫан та вӗҫлемест. 2013 ҫулта вӑл Ирландире, Англире, АПШра, Австралире тата Европӑра юрланӑ, утӑн 13-мӗшӗнче вара Мускава ҫитсе питӗ пысӑк open-air Europa Plus Live хутшӑннӑ.
2013 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче «Elinor» сингл кӑларнӑ. 2014 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче Basshunter ҫӗнӗ альбом ҫырни пирки пӗлтернӗ. 2015 ҫулта вӑл Mange Makers ушкӑн валли Mange kommer hem till dig юрӑ хайланӑ. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Masterpieceal» сингл кӑларнӑ. «Home» сингла 2019 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ. Малалли «Angels Ain’t Listening» сингла 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
Warcraft III: The Frozen Throne[19], EVE Online(выр.)чăв. тата DotA 2 вӑйӑсене выляма, ҫавӑн пекех гитара калама юратать[20]. Вӑл Туретта синдромӗпе аптӑрать[21].
Celebrity Big Brother реалити-шоуна хутшӑннӑ вӑхӑтра вӑл Екатерина Ивановӑпа хутшӑнура пулнӑ[22].
2017 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче виҫӗ ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн Тина Махия Хаяцаде качча илнӗ. Туя Дубайра ирттернӗ[23].
2010 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче Файфа полицийӗ ӑна Кирколдири (Шотланди) каҫхи клубра икӗ хӗре пусмӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Салукпа ирӗке кӑларнӑ. Диджей менеджерӗ ӑна йӑнӑш айӑплани пирки ҫине тӑнӑ[24]. 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче хулари шериф судӗнче процесс вӑхӑтӗнче Basshunter хӑйне айӑпсӑр тесе пӗлтернӗ. 2011 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ӑна айӑпсӑр тесе йышӑннӑ, шериф вара икӗ айӑплакана шанӑҫа тивӗҫлӗ мар тата шанчӑксӑр тесе палӑртнӑ[25].
Дискографи
Студи альбомĕсем
- The Bassmachine (2004)
- LOL <(^^,)> (2006)
- Now You're Gone – The Album (2008)
- Bass Generation (2009)
- Calling Time (2013)
Синглсем
- «The Big Show» (2004)
- «Welcome to Rainbow» (2006)
- «Boten Anna» (2006)
- «Vi sitter i Ventrilo och spelar DotA» (2006)
- «Jingle Bells» (2006)
- «Vifta med händerna» (2006)
- «Now You're Gone» (2007)
- «Please Don't Go» (2008)
- «All I Ever Wanted» (2008)
- «Angel in the Night» (2008)
- «Russia Privjet (Hardlanger Remix)» (2008)
- «I Miss You» (2008)
- «Walk on Water» (2009)
- «Al final» (2009)
- «Every Morning» (2009)
- «I Promised Myself» (2009)
- «Saturday» (2010)
- «Fest i hela huset» (2011)
- «Northern Light» (2012)
- «Dream on the Dancefloor» (2012)
- «Crash & Burn» (2013)
- «Calling Time» (2013)
- «Elinor» (2013)
- «Masterpiece» (2018)
- «Home» (2019)
- «Angels Ain't Listening» (2020)
- «Life Speaks to Me» (2021)
- «End the Lies» (& Alien Cut) (2022)
- «Ingen kan slå (Boten Anna)» (Victor Leksell) (2023)
Pемикссем
- Verka Serduchka – «Dancing Lasha Tumbai» (2007)
- Alex C. feat. Y–ass – «Du hast den schönsten Arsch der Welt» (2007)
- Loituma – «Ieva's Polka (Ievan Polkka)» (2007)
- Dr. Bombay – «Calcutta 2008» (2007)
- Alina – «When You Leave (Numa Numa)» (2008)
- Basshunter – «Crash & Burn» (2013)
- Arash feat. T-Pain – «Sex Love Rock n Roll (SLR)» (2014)
Чыславсем тата номинацисем
| Çул | Award | Категори | Пĕтĕмлетӳ |
|---|---|---|---|
| 2006 | Grammis[26] | Årets bästa ringsignal ("Boten Anna") | Çĕнтерӳ |
| Rockbjörnen[27] | Årets svenska låt ("Boten Anna") | Номинаци | |
| Årets svenska nykomling | Номинаци | ||
| Eurodanceweb Award[28] | "Boten Anna" | Çĕнтерӳ | |
| 2007 | NRJ Radio Award[29] | Çĕнтерӳ | |
| 2008 | European Border Breakers Award[30] | LOL <(^^,)> | Çĕнтерӳ |
| Eska Music Award[31] | Radioaktywny hit roku Era ("Now You're Gone") | Çĕнтерӳ | |
| BT Digital Music Award[32] | Best Electronic Artist or DJ | Номинаци | |
| Breakthrough Artist of the Year | Номинаци | ||
| MTV Europe Music Award[33] | Best New Act | Номинаци | |
| Most Addictive Track ("Now You're Gone") | Номинаци | ||
| The Record of the Year[34] | "Now You're Gone" | Номинаци | |
| World Music Award[35] | World's Best Selling Swedish Artist | Çĕнтерӳ | |
| 2009 | Scandipop Award[36] | Best Male | Çĕнтерӳ |
| 2010 | International Dance Music Award[37] | Best HiNRG/Euro Track ("Every Morning") | Номинаци |
| 2011 | Scandipop Award[38] | Best Male Single ("Saturday") | Номинаци |
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Bio (англ.)
- ^ Basshunter Interview - Exclusive (англ.)
- ^ Basshunter Interview with Azul TV (англ.) — 2011.
- ^ Bio (англ.)
- ^ Basshunter turns FruityLoops into gold (англ.) — 2009.
- ^ Basshunter (англ.)
- ^ Basshunter (яп.)
- ^ Artists (англ.)
- ^ Artists (англ.)
- ^ roster (англ.)
- ^ клиенты (выр.)
- ^ Basshunter (нем.)
- ^ Artists (англ.)
- ^ Gunhild Elisabet Altberg (швед.). Proff. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Факты – Basshunter - Вики: Биография(паллӑ мар). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
- ^ Releases. Alex Music. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Basshunter – Saturday. Discogs. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ Basshunter – Saturday (song). charts.nz. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Komputerowy Basshunter (польск.). Interia (4 юпан 2007). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
- ^ Alex Fletcher. Music Interview – Basshunter. Digital Spy (7 авӑнӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ BBC - Chart Blog: A Serious Interview With Basshunter About Tourette's Syndrome (англ.). www.bbc.co.uk. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Harry Amster. Basshunters gyllene miss (швед.). Svenska Dagbladet (10 пушӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
- ^ Torbjörn Ek. Basshunter har gift sig (швед.). Aftonbladet (20 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ BBC News: Basshunter music star on sex attack charges. BBC (14 раштавӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2010 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ.
- ^ DJ Basshunter cleared of Kirkcaldy club sex charges. BBC (14 ҫӗртмен 2011). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
- ^ Grammisvinnare 2008 (швед.). grammis.se. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
- ^ "Idol"-Ola het inför Rockbjörnen (швед.). st.nu (8 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
- ^ AWARD 2006. eurodanceweb.com. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
- ^ Basshunter ja Juanes Helsingin – NRJ Radio Awards -gaalaan (фин.). findance.com (22 раштавӑн 2006). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
- ^ European Border Breakers Awards – nagroda dla artystów, którzy odnieśli sukces poza granicami swego kraju. (польск.). zpav.pl (16 кӑрлачӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Łukasz Szewczyk. Eska Music Awards 2008 rozdane – Feel hitem roku (польск.). media2.pl (25 акан 2008). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Duncan Geere. BT Digital Music Awards – nominations announced. techdigest.tv (17 авӑнӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ MTV Europe Music Awards 2008 (польск.). ema.mtv.pl. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
- ^ In 2008 I think the best is: roty.tv. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗ.
- ^ BASSHUNTER. awardsandwinners.com. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- ^ THE SCANDIPOP AWARDS! scandipop.co.uk (2 кӑрлачӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Ron Slomowicz "DJ Ron Slomowicz". 2010 International Dance Music Awards at WMC – Winners Announced(недоступная ссылка — история). dancemusic.about.com. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ.
- ^ THE SCANDIPOP AWARD 2011: THE NOMINATIONS! scandipop.co.uk (14 раштавӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.