VI Георг
VI Георг (акăл. George VI) (1895 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ — 1952 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ, Сандринхэм, Норфолк, Англи) – Виндзор династийӗнчен тухнӑ Аслӑ Британи, Канада, Кӑнтӑр Африка тата Австрали патши (1936 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа). II Елизавета майра патшан ашшӗ[5].
Кун-ҫулӗ
Альберт Фредерик Артур Джордж 1895 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Норфолк графлӑхӗнчи Сандрингемри Йорк-Коттеджра ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ V Георг патша, амӑшӗ Мария патша майри пулнӑ[5]. Патша кӑшӑлне тӑхӑниччен VI Георг ытларах Альберт ятпа усӑ курнӑ[6]. Килте арҫын ачана Берти ятпа чӗннӗ[5].
Мӗн пӗчӗкрен Альберт тытӑнчӑклӑ калаҫнипе нушаланнӑ[6].
Пулас патша Осборнра вӗреннӗ, Дортмутри патшасен тинӗс ҫар училищинче пӗлӳ илнӗ. 1915 ҫулта «Коллингвуд» карап ҫинче мичман пулса тӑнӑ. 1916 ҫулхи Ютланди тинӗс ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑшӑн ӑна кӗҫӗн лейтенант ятпа тивӗҫтернӗ. 1918 ҫулхи ҫуркунне пуҫламӑшӗнче Патшасен сывлӑш ҫар вӑйӗсен тинӗс авиацине хӗсмете тӑнӑ[5].
1919 ҫулта Альберт принц Тринити-колледжа вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл граждан правине, экономикӑна, историе тӗпченӗ[7].
1920 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Альберта Йорк герцогӗн титулӗпе тивӗҫтернӗ[5][8].
1923 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл Елизавета Боуз-Лайон ледипе мӑшӑрланнӑ[5]. Унӑн мӑшӑрӗ Шотландири аристократсен йӑхӗнчен тухнӑ. Арӑм пулса патша кил-йышне кӗме вӑл тӳрех килӗшмен, качча тухма ыйтсан икӗ хутчен хирӗҫ хуравланӑ[6].
1926 ҫулта V Георг патша иккӗмӗш ывӑлӗн импери тӑрӑх ҫаврӑнса килме вӑхӑт ҫитнӗ тесе йышӑннӑ. Ҫула тухни халӑх умӗнче тухса калаҫмаллипе ҫыхӑннӑ, Альберт принцӑн вара ку тӗлӗшпе вара йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫапла май вӑл тытӑнчӑклӑ калаҫнинчен сипленме тытӑннӑ, анчах ахаль логопедсен меслечӗсем, Лайонел Логпа паллашиччен ӑна пулӑшайман[9].
1926 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Йорк герцогӗпе унӑн арӑмӗн пӗрремӗш ача, Елизавета принцесса, ҫуралнӑ. 1930 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче иккӗмӗш хӗрӗ — Маргарет Роз принцесса[5]. Ҫак тапхӑрта V Георг патша вӗсен аллине Пысӑк Виндзор паркӗнчи Роял-лодж замокпа Шотландири Биркхолл ҫурт-йӗре панӑ.
Йорк герцогӑн аслӑ пиччӗшӗ — VIII Эдуард патша — икӗ хутчен уйрӑлнӑ Уоллис Симпсон[6] американкӑпа пӗрле пулас килнӗрен престола йышӑнассипе килӗшмен[5]. Пиччӗшӗ хирӗҫленӗ хыҫҫӑн престол ҫине Йорк герцогӗ ларнӑ, официаллӑ майпа патша ячӗпе ӑна 1936 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче тивӗҫтернӗ[5].
1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче VI Георг ятпа ӑна патша кӑшӑлне тӑхӑнтартнӑ[6].
1939 ҫулхи ҫу тата ҫӗртме уйӑхӗсенче патша ҫемьи Канадӑпа Америкӑн Пӗрлешӳллӗ Штачӗсене ҫитсе курнӑ[5].
1939 ҫулта VI Георг раштав уявӗнче сӑмах тухса каланӑ, вӑл 9 минут тӑсӑлнӑ[10].
VI Георг Ирландин юлашки патши тата Индин юлашки императорӗ пулса тӑнӑ[5].
Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи пуҫлансан VI Георг Лондонран эвакуациленмен[6].
1947 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Георг VI хӑйӗн арӑмӗпе тата ачисемпе пӗрле Кӑнтӑр Африкӑна патшалӑх ятӗнчен тӗнче курмалла ҫула тухнӑ[5].
1940-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Австралипе Ҫӗнӗ Зеландине ҫулҫӳреве тухма палӑртнӑ, анчах вӑл пурнӑҫланайман, сӑлтавӗ вара патшан сывлӑхӗ хавшанипе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Вӑл ӳпке шыҫҫипе чирлени палӑрнӑ. 1952 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Георг Кение ҫула тухма хатӗрленекен хӑйӗн Елизавета хӗрне ӑсатма пынӑ. Вӑл 1952 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче коронари тромбозне пула вилнӗ[5]. VI Георг вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ монарх унӑн хӗрӗ, II Елизавета, пулса тӑнӑ[11].
VI Георг патшан кун-ҫулне тӗпе хурса темиҫе кӗнеке тухнӑ: 1982 ҫулта тухнӑ «King George VI» Д. Джаддӑн кӗнеки, 1987 ҫулта пичетленнӗ «George VI: A New Biography» П. Ховарт кӗнеки. Чи паллӑ кӗнекисенчен пӗри — патшасен кун-ҫулне официаллӑ майпа ҫутатакан Сара Брэдфордӑн «The Reluctant King: The Life and Reign of George VI, 1895-1952» ятлӑ кӗнеке. Ӑна хатӗрленӗ май ҫыравҫӑ VI Георг патшан унччен пичетленмен ҫырӑвӗсемпе усӑ курнӑ[7].
Кинори сӑнар
VI Георг патша – «Патша сӑмах калать!» фильмри тӗп сӑнар. Ку фильм тӗнчери кинофестивальсенче 20 ытла награда тивӗҫнӗ, ӑна тӑватӑ «Оскарпа» палӑртнӑ. Фильмра каярах VI Георг патша пулса тӑракан Альберт принц пирки каласа кӑтартнӑ, тытӑнчӑклӑ калаҫнипе вӑрах вӑхӑт хушши вӑл мӗнле кӗрешнине кӑтартса панӑ. V Георг король вилсен унӑн ывӑлӗ — VIII Эдуард — Уоллис Симпсона качча илессишӗн престола йышӑнма килӗшмесен, патша пулма Альберт принца шанса панӑ. Халӑх умӗнче тухса калаҫнӑ чухне вӑл хӑйне шиклӗ туйнӑ, тытӑнчӑклӑ калаҫнӑ. Ҫак йывӑрлӑха сирме ӑна Лайонел Лог логопед пулӑшнӑ, хӑй вӑл дипломлӑ тухтӑр пулман пулин те, халӑх умӗнче сӑмах тухса калама хӑйӗн уйрӑм меслетлӗхне хатӗрленӗ. VI Георг сӑнарне Колин Фёрт вылянӑ, Лайонел Лога — Джеффри Раш[12].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 George VI // Encyclopædia Britannica (англ.)
- ^ 1, 2 Lundy D. R. George VI Windsor, King of the United Kingdom // The Peerage (англ.)
- ^ Oxford Dictionary of National Biography (англ.) / C. Matthew — Oxford: OUP, 2004.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Kindred Britain
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 Георг VI (George VI). Государственный историко-мемориальный музей-заповедник Сталинградская битва. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Ровно 50 лет назад умер Георг VI и на трон взошло Елизавета II. Lenta.ru (6 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Осипов, 2019, с. 189.
- ^ George VI (англ.). Britannica.com (4 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Осипов, 2019, с. 190.
- ^ Винздоры: сто лет перемен. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Осипов, 2019, с. 191.
- ^ Настоящая история героев фильма «Король говорит!» Дом Кино (24 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Осипов С.В. Формирование исторической памяти: образ короля Георга VI в англо-американском кино и телевидении // Исторический журнал: научные исследования. — 2019. — .
- Федорченко В.И. Дом Романовых. Энциклопедия биографий. — Бонус, 2003. — 384 с. — ISBN 5-7867-0096-6.
Каҫӑсем
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Георг VI статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |