Бреусов Владимир Ефимович

Бреусов Владимир Ефимович (1925 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ, Алматы2001 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ совет салтакӗ-пехотинцӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ). Запасри подполковник (2000 ҫул)[1]. Казах ССР тава тивӗҫлӗ аслӑ шкул ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

1925 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче Алма-Ата хулинче рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ.

Шкулӑн сакӑр класне вӗренсе тухсан, 1942 ҫулта Караганда хулинчи 29-мӗш хапрӑкпа савут вӗренӳ шкулне вӗренсе пӗтернӗ, кӑмрӑкҫӑ специальноҫне илнӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн 50/52-мӗш шахтӑра крепильщик пулса ӗҫленӗ[2][3].

1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӑна Караганда хулин Ленин районти ҫар комиссариатӗнчен Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ[2]. 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче пулнӑ. 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Бреусов Владимир красноармеец Ҫеҫенхир фрончӗн 53-мӗш ҫарӗн 299-мӗш стрелоксен дивизийӗн 960-мӗш стрелоксен полкӗн 3-мӗш пулемёт ротинче пулемётчик пулнӑ[2]. Украина ССРне тӑшманран ирӗке кӑларнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ[4].

1943 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнчи ҫӗрле Бреусов Петрищев Василий аслӑ лейтенант командованийӗпе 15 ҫынран тӑракан штурм ушкӑнӗ йышӗнче артиллерипе миномётсем персе тӑрса пулӑшнипе Харьков облаҫӗн Дергачёвски районти Полевая посёлокӗ таврашӗнчи 201,7 сӑрта штурмлама хутшӑннӑ. Сӑрта пӗр салтака та ҫухатмасӑр туртса илнӗ[5]. Бреусов хӑйӗн пулемёчӗпе малалла шуса тухнӑ та сӑрта ӑнӑҫлӑ йышӑнма пулӑшнӑ. Тепӗр кунне, нимӗҫсен контратакине сирнӗ чухне, вӑл тӑшман пехотине танксенчен уйӑрма хушу илнӗ, хӑйӗн пулемётӗнче персе тӑрса тӗрлӗ даннӑйсем тӑрӑх, тӑшманӑн темиҫе вунӑ е 112 салтакӗпе офицерне пӗтернӗ[4][2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешнӗ чухне фронтра командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бреусов Владимир Ефимович красноармееца Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗ тата 2388-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[4].

1944 ҫулта Бреусов кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗренсе пӗтернӗ, ҫав ҫулхинех ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1946 ҫулта аслӑ лейтенант званипе запаса тухнӑ.

1951 ҫулта Алма-Ата хулинчи юридици институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, унтан аспирантурӑра вӗреннӗ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент пулнӑ. 1964—1972 ҫулсенче Бреусов Абай ячӗллӗ Казах патшалӑх педагогика институчӗн политэкономи кафедрин заведующийӗ пулса ӗҫленӗ, ҫак институтра 1979 ҫулччен ӗҫленӗ[2].

2000 ҫулта Казахстанран Мускава куҫса кайнӑ[2], унта хӑйӗн юлашки кунӗсенче пурӑнса ирттернӗ. Запасри майор (1995 ҫулхи акан 26-мӗшӗ), запасри подполковник (2000 ҫул)[1].

2001 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Бутово масарӗнче пытарнӑ[4].

Ҫавӑн пекех 2-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Хастарлӑхшӑн» медальпе тата ытти медальсемпе чысланӑ. Полевая посёлокӑн хисеплӗ гражданинӗ. Бреусовпа унӑн юлташӗсен паттӑрлӑхне асӑнса ҫапӑҫусем пулнӑ вырӑнта асӑну палӑкне вырнаҫтарнӑ, Полевая шкулӗн ҫурчӗ ҫине астӑвӑм хӑми ҫакнӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Учётная карточка В. Е. Бреусова. ОБД «Память народа». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Бреусов Владимир Ефимович. Карагандинская областная универсальная научная библиотека им. Н.В. Гоголя. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ Герой Советского Союза из Карагандинской школы угольщиков. АиФ Казахстан (17 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бреусов Владимир Ефимович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  5. ^ Бреусов Владимир Ефимович. Дорога Памяти. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои Советского Союза — казахстанцы. Книга 1. — Алма-Ата, 1968.
  • Калинин В. В., Макаренко Д. Г. Герои подвигов на Харьковщине. — Харьков, 1970.

Каҫӑсем