Çăлтăрла кап
Ӳкерчĕк:Iridium flare 2008 08 11.jpg
Iridium flare 2008 08 11
Çăлтăр капĕ (çиçев), тĕрĕсрех Çăлтăрла кап (Çăлтăрла магнитуда) — объектăн ялтăравне, çиçевне хисеппе кăтартакан хапасăр палăрăмлăх, ăна m саспаллипе (лат. magnitudo — «кап, хапа») кăтартаççĕ. Ăнлава, йăлана кĕнĕ тăрăх, тÿпери объектсем тĕлĕшпе усă кураççĕ. Çăлтăрла кап уйрăм объектран килсе лаптăкăн пĕрчине тивекен энерги юхăмне (çеккундри мĕнпур фотонсен энергине) палăрăмлăхлать. Çапла вара, курăнакан çăлтăрла кап объектăн палăрăмлăхĕсенчен те (унăн çутăлăхĕнчен), ун патнелли инçĕшрен те килет. Çăлтăрла кап мĕн чухлĕ пĕчĕкрех, асăннă объект çавăн чухлĕ çутăрах. Ăнлава энерги юхăмне курăнкан, инфрахĕрлĕ, ультрафиолет диапазонĕсенче виçнĕ чухне усă кураççĕ. Кунпа пĕрлех çăлтăрла каппа телескопсен тата астрографсен кĕреслĕх вăйне виçеççĕ.
Çавăн пекех
Асăрхавсем
Каçăсем
- Миронов А. В. Прецизионная фотометрия. Астронет. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- Определение звёздной величины на снимке. «Астротурист». Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.