Вольф — Райе çăлтăрĕ
Во́льф — Райе çăлтăрĕсем́ — питĕ хĕрӳ температурăллă тата питĕ вăйлă çутатаслă, çаплах спектрĕнчи тĕрлĕ элементсен янкăр эмиссиллĕ йĕрĕсем пуррипе паллă çăлтăрсен тĕсĕ. Çак çăлтăрсем йывăрррисем пулаççĕ, хăйсен эволюцин вĕçĕнчи тапхăрĕсенче орода, анчах та вĕсенче шывамăш пĕтсе çитнĕ пекех, гелий вара чылаях, хăватлă çăлтăр тăвăлĕ тухать. Вĕсем сайра тĕлпулаççĕ, галактикăсен лаптакĕнче вырнаçнă, тăтăшах иккĕн-тăвăр системисене кĕреççĕ. Унсăр пуçнек, çак çăлтăрсем улшăнуллă шутланаççĕ.
Çăлтăрсен класне Шарль Вольф тата Жорж Райе астрономсен ятне панă, вĕсем пĕрремĕш 1867-мĕш çулта асаннă çăлтăрсен спектрĕсенчи уйрăмлăхсене асăрханă.
Пахалăхĕсем
Тĕп характеристикăсем
Вольф — Райе çăлтăрĕсем — ытларахăшĕпе эволюцин кайри тапхăрĕсенчи шывамăш çийĕсĕр, гелийпе пуян (вăл варринче çунса пырать) йывăр çăлтăрсем. Тĕп умлăн-хыçлăнлăхĕнчи хăйсен варринче çителĕклĕ шывамăшне çунтаракан питĕ йывăр çăлтăрсен характеристикисем пĕрех темелле, вĕсене çавăн пекех Вольф — Райе çăлтăрĕсем теççĕ [1][2].
Асăрхавсем
- ^ Heydari-Malayeri, M. WNh Type. An Etymological Dictionary of Astronomy and Astrophysics. Paris: Paris Observatory. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Crowther, Paul A.; Walborn, Nolan R. Spectral classification of O2–3.5 If*/WN5–7 stars // Monthly Notices of the Royal Astronomical Society. — Шаблон:Oxf.: Wiley-Blackwell, 2011. — Т. 416. — . — ISSN 0035-8711. — DOI:10.1111/j.1365-2966.2011.19129.x. 2019 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Литература
- Кононович Э. В.; Мороз В. И. Общий курс астрономии. — 2-е, исправленное. — М.: УРСС, 2004. — 544 с. — ISBN 5-354-00866-2.
- Karttunen H., Kroger P., Oja H., Poutanen M., Donner K. J. Fundamental Astronomy. — 5th Edition. — B.; Heideberg; N. Y.: Springer, 2007. — 510 p. — ISBN 978-3-540-34143-7.
- Сурдин В. Г. Астрономия: век XXI. — 3-е изд. — Фрязино: Век 2, 2015. — 608 с. — ISBN 978-5-85099-193-7.