Çăлтăр — тӳпери ĕскер, хăйĕнчен тухакан çутăпа çутатаканскер. Ытти ĕскерсенчен килсе хăйĕн çинчен сулăннăçутăпа йăлтăртатакан тÿпери ĕскерсене çăлтăр темеççĕ.
Чи сывăх çăлтăр — Хӗвел. Ытти çăлтăрсем те çавнашкал объектсемех, анчах та, Çĕртен аякра пулнипе, каçхи тӳпере çутă пăнчă пек çеç курăнаççĕ. Кăнтăрла вара çăлтăрсен çутине Хĕвел ялкăшăвĕ хупласа хурать.
Çывăх çăлтăрсем патне çитмелли хушăна çулталăкри параллакс меслечĕпе тупаççĕ. Сăмахран, Вега çăлтăр патне çитмелли хушăна Раççей астрономĕ Струве Василий Яковлевич 1837-мĕш çултах тĕплĕн палăртнă[1].
Иккĕллĕ çăлтăр шутĕнчи çăлтăрăн йывăрăшне тĕп-тĕрĕс виçме пулать. Ăна Кеплерăн виççĕмĕш саккунĕпе шутласа тупаççĕ. Çак тупсăмăн йăнăшлăхĕ — 20% — 60%, чылайрах вăл çăлтăр патне çитмелли хушăна виçес йăнăшлăхĕнчен килет.
Пур чухне те çăлтăрсен йывăрăшне тӳрĕ мар кăтартусем урлă (тĕслĕхрен, çăлтăр çуттин хăвачĕ) шутласа кăлараççĕ. [2].
Тĕп статья: Çăлтăр аталанăвĕ
Çăлтăрăн ĕмĕрĕ сивĕ сайра газ пĕлĕтĕнчен пуçланать, çак пĕлĕт харпăр хăйĕн туртăм вăйĕпе чăмăртанма тытăнать. Чăмăртаннă чухнехи гравитаци хăвачĕ ăшша каять, газовой глобулы температури ӳссе пырать. Тĕшĕри температура темиçе миллион Кельвина çитсен термотĕшĕллĕ хутшăнусем тапранаççĕ те пăчăртану чарăнать. Çак тапхăр çăлтăр кун-çулĕн вăрăм пайĕ пулать, ун чух, вăл тĕшĕре çунăк янтăхĕ пĕтичченех, Герцшпрунг — Рассел диаграмминтĕп умлă-хыçлăхĕнче курăнать. Çăлтăр варринче пур водород гелие куçса вĕçленсен, гелий тĕшшин хĕрринче малалла тăсăлать.
Çак вăхăтсенче çăлтăр ăшчикĕ самаях улшăнать. Унăн çутăлăхĕ ӳсет, çӳлти сийĕсем сарăлса пыраççĕ, çийĕнчи температури ӳкет — çăлтăр хĕрлĕ гигант шайне куçать. Изотермиллĕ гелий тĕшшин йывăрăшĕ пысăкланса кайсан, вăл хăйĕн пусăмне чăтаймасăр пăчăртанма тытăнать; çак ĕçре çӳле хăпарса каякан температура термотĕшĕллĕ гелий йывăрăшлă элементсене куçаççĕ.
Çăлтăр ушкăнĕсем пĕрреллĕ тата темиçеллĕ : иккĕллĕ, виççеллĕ тата нумайлă пулаççĕ. Пĕр ушкăна вунă çăлтăр ытла кĕрет пулсан, ăна çăлтăр капламĕ теççĕ.
Иккĕллĕ (темиçеллĕ) çăлтăрсем космослăхра питĕ чылай. Хăш шутсемпе галактикăри 70% çăлтăр темиçеллĕ [3]. Çĕр çумĕнчи 32 çалтăртан 12-шĕ темиçеллĕ, çав шутра 10 иккĕллĕ тата чи йăлкăр курăнакан çăлтăр — Сириус. Хĕвел системинчен 20 парсек хушăра 3000 çăлтăр, вĕсенчен çуррине яхăн – пур тĕсĕллĕ иккĕллĕ çăлтăрсем[4].
Пирĕн Галактикăра 100 млрд. ытла çăлтăр. Мăн телескопсемпе çапса илнĕ тӳпе сăнӳкерчĕкĕсенче çав тери нумай çăлтăр курăнать, вĕсене пурне те ят пани те усăсăр. Галактикăри 0,01 % яхăн çăлтăра каталога çырнă. Çапла, пысăк телескопа курăнакан нумай çăлтăра шутласа палăртман, шута кĕртмен.