Сенгилей
Сенгилей — Раççей хули, Чĕмпĕр облаçри Сенгилей районĕн администраци центрĕ.
Тавралăхĕ
Çĕнĕ Кил Вăтам Атăлçинче, Атăлçум çӳллĕшĕнче, Атӑлăн сылтăм енче (Куйбышев шыв управӗн çыранĕнче) ларать. Çывăх чукун çул чарăнăвĕ — Хĕрлĕ Гуляй (45 çм çурçĕр-анăçалла). Хуларан 72 çм çурçĕрелле — облаçĕн тĕпĕ Чĕмпĕр.
Кунçулĕ
Хулана 1666 çулта чĕмпĕр вăйпучĕ кнеç И. И. Дашков хӳтлĕх туса никĕсленĕ, каярахпа йĕри-тавра слободасем ӳссе пынă. XVIII ӗмӗр пуçламăшĕнче виçĕ слободана (Станичная, Бутырская, Выборная) Покров салине пĕрлештернĕ. 1780 çулта Покров салине Çĕнĕ Кил ята куçарнă.
Каçăсем
| Ку Чĕмпĕр облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |