Ялавӑр (Чӗмпӗр облаҫӗ)

Ялавăр, — Чӗмпӗр облаҫӗнчи Сенгилей районĕн ялĕ.

Ялта вăтам шкул, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, вулавăш, спортзал пур.

Тавралăхĕ

Ялавăр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Кунçул

Яла 1672 çулта хальхи Куславкка тата Вăрмар районĕнчи чăвашсем никĕсленĕ.

Ял ятне ял тата авăр сăмахсемпе çыхăнтараççĕ.

Çапах та тепĕр версипе, авал çак вырăнта пăлхар ялĕ пулнă. Çав ялта Ялавăр сăвăç-юрăç çуралса ӳснĕ.

Халăх йышĕ

1859 çулта 245 килте 1577 çын, 1897 455 килте 2474 çын. Çав вăхăтра ялта шкулпа чиркӳ пулнă.

1913 çулта 601 килте 4373 çын, ытларах чăвашсем. 1996 çулта ялта 1321 çын, тĕпрен илсен чăвашсем.

Халӑх йышӗ
19962010[1]2021[2]
132110141979
500
1000
1500
2000
1996
2010
2021

Паллӑ ҫыннисем

  • Ургалкин Алексей Константинович (1910 — 1981) — совет чăваш актёрĕ, театр режиссёрĕ, педагог, СССР халăх артисчĕ (1976).
  • Кирюшкин, Иван Сергеевич (23.10.1919-06.12.1996) — журналист, парти (КПСС) функционерĕ.
  • Посадская, Александра Николаевна (02.11.1915-11.03.1988) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1960)[3].
  • Ургалкин, Алексей Павлович (03.06.1897-07.12.1966) — Шупашкарти чекист (1919-1925), парти (КПСС) функционерĕ.*
  • Малышев Тимофей Степанович (23.02.1886, Ялавăр – 1954, Анат-Кĕнер), — мусăкçă, çутĕç ĕçлевçи[4].
  • Маркин Пётр Григорьевич (1930 çур.) — комсомол ĕçлевçи, журналист, çыравçă[5].