Çĕньял Хуракасси

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Çĕньял Хуракасси ялĕ
Çĕньял Хуракасси ялĕн лавкки

Çĕньял Хуракасси, — Муркаш районӗнче вырнаçнă ял. Ял Шупашкартан 57 çухрăмра, Муркашран 5 çухрăмра ларать.

Ял ячĕ авалхи чăвашсен Хурас ятĕнчен тата касси сăмахĕнчен пулнă.

2002 çулхи перепись тăрăх ялта 50 кил шутланнă, 150 çын пурăннă. Ялта лавкка пур. Яла шыв, газ кĕртнĕ. Ял çывăхĕнче асфальтлă çул иртет.

Истори

1859 çулхи справочникре Çĕньял пек çырса хăварнă. Вал вахăтра ялта 18 кил шутланнă.

Шурча вулăсĕнче шутланнă.

Тутаркас районне кĕнĕ. Ишлей районне, Тутаркас районне, Сĕнтĕр районне, Сĕнтĕр районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Шупашкар районне кĕнĕ. 1964 çулхи пуш уйăхĕн 11 хыççăн хальхи вăхăтченех Муркаш районне кĕрет.

1924 çулта 35 килте 184 çын пурăннă.

Малтан ялта чиркӳ пулнă.