Çĕрпӳ уесĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Çĕрпӳ уесĕ
Уес центрĕн гербĕ Кĕпĕрне гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Кĕпĕрне гербĕ
Кĕпĕрне Хусан кĕпĕрни
Центр Çĕрпӳ
Йĕркеленĕ 1781 çул
Пăрахăçланă 1927 çул
Лаптăк 3 044,9 çухрăм² (3 466 км²)
Пурăнан халăх 164 284[1] (1897)
Kazanskaya gubernia Tsivilsky uezd.png

Çĕрпӳ уесĕ, — уес.

Кун-çулĕ

Çĕрпӳ уесне 1781 çулта Хусан енпуçлăхĕ (1796 çултанпа — Хусан кĕпĕрни) йышĕнче туса хунă.

1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче уесе анчах йĕркеленĕ Чăваш АО йышне кĕртнĕ. 1921 çулта уес йышĕнчен Патăръел уесĕ уйăрăлса тухнă. 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче Чăваш АССР йышĕнче.

1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесне пăрахăçланă, унăн территоринче Çĕрпӳ районне йĕркеленĕ.

Вулăссем

1781 çул реформиччен Çĕрпӳ уеснĕнче çак вулăссем пулнă:

  • Çĕрпӳел вулăсĕ
  • Патăрел вулăсĕ
  • Упи вулăсĕ
  • Перремĕш Тукай вулăсĕ
  • Иккĕмĕш Тукай вулăсĕ
  • Кушкă вулăсĕ
  • Рункă вулăсĕ


1781 çул реформа хыççăн Çĕрпӳ уеснĕнче çак вулăссем пулнă:

  • Кавал вулăсĕ (Кавал ялĕнче)
  • Арапуç вулăсĕ
  • Вăрмар вулăсĕ
  • Воскресенск вулăсĕ
  • Мăрат вулăсĕ
  • Энĕшпуç вулăсĕ

Асăрхавсем

Каçăсем