Абросимов Иван Александрович

Абросимов Иван Александрович (1922 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ, Ростов уесӗ[d], Ярославль кӗпӗрни[d]1989 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ, Запорожье[d]) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 2-мӗш Украина фрончӗн 46-мӗш ҫарӗн 7-мӗш татса тухакан артиллери дивизин 25-мӗш гаубица артиллери бригадин 320-мӗш гаубица артиллери полкӗн управлени взвочӗн командирӗ, кӗҫӗн лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945). Полковник (1983)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1922 ҫулхи авӑнӑн 22-мешӗнче Яролсавль кӗпӗрни Ростов уесӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Вӗренсе пӗтермен вӑтам пӗлӳллӗ, каярахпа райфинотдел инспекторӗн должноҫне йышӑннӑ[1].

Хӗрлӗ Ҫар ретне 1941 ҫулта тӑнӑ, 1942 ҫулта фронта лекнӗ. 1944 ҫулта Томскри артиллери училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1944 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗрле Будапештран кӑнтӑрарах ларакан Эрчи хули патӗнче стрелоксен чаҫӗсен пӗрремӗш эшелонӗпе Дунай шывӗн сылтӑм енне каҫнӑ. Вӑл тӑшманӑн тӗллевӗсене разведка тума тата вут-ҫулӑма тӳрлетӳсем кӗртме тытӑннӑ, вӗсене пусарма тата пӗтерме пулӑшнӑ. Ҫапла майпа плацдарм десанчӗ тытса тӑма, тӗп вӑйсене юханшыв урлӑ каҫма тата Будапешт ҫине наступлени пуҫласа яма пулӑшнӑ. 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Абросимова Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. Ҫав ҫулах вӑл КПСС ретне тӑнӑ[1].

Вӑрҫӑ вӗҫленсен хулари Ленин районӗн райвоенкомӗ пулса Запорожьере хӗсметре тӑнӑ. Отставкӑна 1983 ҫулта тухнӑ[1].

Аставӑм

Запорожье хулинче вӑл пурӑннӑ Лени проспектӗнчи 232 ҫурт сине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

undefined

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — С. 21. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.

Каçăсем