Агеев Николай Иванович
Агеев Николай Иванович (1922 ҫулхи акан 18-мӗшӗ, Бибиково[d], Пенза кĕперни — 1988 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ, Мускав) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Украина фрончӗн 59-мӗш ҫарӗн 4-мӗш гварди танк корпусӗн 12-мӗш гварди танк бригадин танк взвочӗн командирӗ, гварди лейтенанчӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945). Генерал-майор (1981).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пенза кӗпӗрнинчи Мӑкшанск уесӗн Сумароково вулӑсӗнчи Бибиково ялӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1936 ҫулта 8 класс пӗтернӗ. Горький авиаци заводӗнче слесарь-сборщик пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа. 1943 ҫулта Горькири танк училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа хутшӑннӑ. Агеев гварди лейтенанчӗ, 12-мӗш гварди танк бригадин танк взвочӗн командирӗ пулса, 1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Пшемша юханшывӗ урлӑ Катовице (Польша) хулинчен хӗвелтухӑҫнерех каҫма тата ӑна тӗп вӑйсем ҫитиччен тытса тӑма тӗллев тытнӑ. Чи малтан взвода кӗпер тӑрӑх каҫарнӑ та оборона йышӑннӑ. Талӑк хушшинче взвод 7 контратакӑна хирӗҫ тӑнӑ, штурмлакан орудие, 4 БТР, 3 орудие, 12 йывӑр пулемёта тата тӑшманӑн чӗрӗ вӑйне нумай пӗтернӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи акан 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Агеев Николай Иванович гварди лейтенантне Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№4838) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарта службӑна малалла тӑснӑ. 1955 ҫулта бронетанк ҫарӗсен ҫар академинче вӗренсе тухнӑ. Ҫарта команднӑй должноҫсенче хӗсметре тӑнӑ, бронетанк ҫарӗсен Ҫар академийӗн тактика кафедрин преподавателӗ пулнӑ. 1984 ҫултанпа Н. И. Агеев генерал-майор — отставкӑра.
Мускавра пурӑннӑ. 1988 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ; Ваганьково масарне пытарнӑ (26 уч.)
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (10.04.1945, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль № 4838);
- Ленин орденӗ (10.04.1945);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ;
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- «Хӑюлӑхшӑн» медаль;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- С. В. Андрианов. Последняя контратака. М. : ДОСААФ СССР, 1988. — 174 стр. [документальная повесть о генерал-майоре Н. И. Агееве]
Каçăсем
Агеев Николай Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра