Азаров Евгений Александрович

Азаров Евгений Александрович (1914 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ [20-мӗшӗ], Рыльский уезд[d], Курск кӗпӗрни[d]1957 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ, Пушкино, Мускав облаҫӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн 6-мӗш сывлӑш ҫарӗн 19-мӗш пӗтерекен авиаци полкӗн эскадрилья командирӗ, майор, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (19.08.1944) [1][2][3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1914 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Волфино (халӗ Курск облаҫӗн Глушково районӗ) ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Прокопьевск хулинче (Кемӗр облаҫӗ) иртнӗ. Шкулта 7 класс пӗтернӗ. Унтан сахӑр заводӗнче слесарь пулса ӗҫленӗ. 1932 ҫ. Евгений Арзамас (Чулхула облаҫӗ) хулине тухса каять те социализмла ҫӗр ӗҫӗн техникумне трактор механизацийӗн уйрӑмне вӗренме кӗрет. 1935 ҫ. техникум пӗтермесӗрех, 4-мӗш курсран Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ.

1942 ҫултанпа ВКП (б) членӗ. 1938 ҫулта Харьковри вӗҫевҫӗсемпе вӗҫевҫӗ-сӑнавҫӑсен 9-мӗш ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 153-мӗш авиаци полкӗн эскадрилья йышӗнче совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, шурӑ финсемпе ҫапӑҫнӑ чухне палӑрнӑшӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пӗрремӗш кунранах хутшӑннӑ.

1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Седлище (Польша) ялӗ патӗнче сывлӑшри ҫапӑҫура Азаров Е. А. капитан Ла-5 ҫинче тӑшманӑн истребительне таран туса персе антарнӑ. Хӑй парашютпа аннӑ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Азаров майор 339 ҫапӑҫура вӗҫнӗ, 101 сывлӑшри ҫапӑҫура 8 фашист самолетне хӑй тата 7 ушкӑнпа персе антарнӑ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнчи хушӑвӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе пыракан ҫапӑҫу фрончӗсенче ҫар командованийӗн хушӑвӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Азаров Евгений Александрович майора Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№4690) чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Евгений Александрович пурӗ 400 ытла вӗҫев пурнӑҫланӑ, ҫапӑҫура 13 хӑй тата 7 ушкӑнпа сывлӑшри ҫӗнтерӳ пулнӑ. Юлашки ҫӗнтерӗве 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тунӑ.

1946 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Азаров гварди майорӗ — чир енӗпе саппасра. Мускав облаҫӗнчи Пушкино хулинче пурӑннӑ. Вӑрҫӑ инваличӗсен «Московский часовщик» эртелӗнче ювелир пулса ӗҫленӗ. 1957 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Чугуев хулинчи Паттӑрсен аллейинче (Харьков облаҫӗ) палӑк лартнӑ, унта ытти летчиксемпе пӗрле мемориал плити ҫинче Азаров ятне кӑтартнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Азаров Евгений Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  2. ^ Азаров Евгений Александрович. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
  3. ^ Азаров Евгений Александрович. Наградной лист. Страницы: 1. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 2. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ. 3. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.

Каçăсем