Шурча вăрçи

Шурча вăрçи, — 1842 çулта пулса иртнĕ çĕр ĕçченсен пăлхавĕ. Пăлхава чăвашсем, марисем, тутарсем хутшăннă[1].

Пăлхав никĕсĕ

  • Темиçе çул хушши выçă çулсем пулни;
  • 1837-1838 çулсенче пуçарнă Киселев реформи;

Киселёв реформине çĕр ĕçченĕсене ырăлăх кӳрес тесех пуçарнă, анчах та вырăнта ăна халăх йышăнман. Реформа тăрăх ятарласа уйăрнă лаптăк çĕр çинче халăх вăйĕпе тырă ӳстермелле пулнă. Çынсем унпа килĕшмен пирки вĕсене хулăпа хĕненĕ, хăратнă.

Асăнмалăх

1962 çулта пăлхав иртнĕренпе 120 çул иртнине халалласа Шурча ялĕнче палăк лартнă.[2]

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем