Пăтăрмах пăчланăвĕ. Борис Ельцинăн политика çĕнтерĕвĕ, СССР республикисем хушшинче çĕнĕ пĕрлешӳ килĕшĕвне çырни, ССКП-а вăйсăрлатни, СССР президенчĕ тата союзлă республикăсен пуçлăхĕсенчен тытăнса тăракан Патшалăх канашне никĕслени.
| alias = Раҫҫей Федерацийӗ
| flag alias = Flag of Russia.svg
| flag alias-1858 = Romanov Flag.svg
| flag alias-1918 = Flag RSFSR 1918.svg
| flag alias-1925 = Flag of the Russian SFSR 1925-1937.svg
| flag alias-1937 = Flag of the Russian SFSR 1937-1954.svg
| flag alias-1954 = Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic.svg
| flag alias-1991 = Flag of Russia 1991-1993.svg
| flag alias-ВМС-1918 = Naval Ensign of RSFSR (1920-1923).svg
| flag alias-ВМС = Naval Ensign of Russia.svg
| flag alias-ВВС = Flag of the Air Force of the Russian Federation.svg
| variant =
| пысăкăш =
{{ {{{1}}}
| alias = Раҫҫей Федерацийӗ
| flag alias = Flag of Russia.svg
| flag alias-1858 = Romanov Flag.svg
| flag alias-1918 = Flag RSFSR 1918.svg
| flag alias-1925 = Flag of the Russian SFSR 1925-1937.svg
| flag alias-1937 = Flag of the Russian SFSR 1937-1954.svg
| flag alias-1954 = Flag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic.svg
| flag alias-1991 = Flag of Russia 1991-1993.svg
| flag alias-ВМС-1918 = Naval Ensign of RSFSR (1920-1923).svg
| flag alias-ВМС = Naval Ensign of Russia.svg
| flag alias-ВВС = Flag of the Air Force of the Russian Federation.svg
| variant =
| пысăкăш =
А́вгуст пăтăрмахĕ — ССКП ТК ертӳлĕхĕн, СССР правительствин тата çарпа ПХКн консервативлă кăмăллă ушкăнĕн каварçисем хăйсене хăйсемех 1991 çулхи çурлан 19-мĕшĕнче Ятарлă лару-тăру патшалăх комитечĕ (ЯЛПК) йĕркелесе М. С. ГорбачёваСССР президенчĕ ĕç вырăнĕнчен хăтарса унăн политика курсне улăштарас хăтланăвĕ. Çакна пула çĕршыври политика пурнăçĕ çав тери урăхланнă.
ЯЛПК ятарлă лару-тăрăва 6 уйăхлăха çирĕплетме, Мускава çар чаçĕсене кĕртме, вырăнти хăй тытăмлăхне ЯЛПК лартнă вăрçă коменданчĕсене пăхăнтарма, массаллă информаци хатĕрĕсене çивĕч цензурăлама тата хăшĕсене чарма, граждансен конституцин хăш прависемпе ирĕкĕсенчен хăтарма шухăшланă.[6]РСФСР ертӳлĕхĕ (президент Б. Н. Ельцин[7][8] тата Раççейĕн Аслă Канашĕ[9]) тата хăшпĕр республикăсен Аслă Канашĕсем, каярах çаплах СССР саккунлă ертӳлĕхĕ: президент М. С. Горбачёв[10] тата СССР Аслă Канашĕ[11] ЯЛПК ĕçĕсене патшалăх пăтăрмахĕ тесе квалифициленĕ.
Каварçăсен тĕп тĕллевĕ — СССРа арканасран сыхласа хăварасси[12], çак хăрушă ĕç-пуç, вĕсен шухăшĕпе, çурлан 20-мĕшĕнче, СССР-а конфедерацие — Суверенлă Патшалăхсен Пĕрлĕхне туса хуракан çĕнĕ пĕрлĕх килĕшĕвне çирĕплетсе алă пуснин пĕрремĕш тапхăрĕнче пуçланмалла пулнă.
Çурлан 20-мĕшĕнче килĕшĕве РСФСРпаКазах ССРĕн элчисем алă пусмалла, пĕртуслăхăн пулас ытти компоненчĕсем пиллĕк тĕлпулу хыççăн, юпан 22-мĕшĕччен, кĕмелле пулнă.
20-мĕшĕнче эпир пĕрлешĕв килĕшĕвне алă пусма памарăмăр, эпир çак пĕрлешĕв килĕшĕвне алă пусассине пăсрăмăр.
Совет радиостанцисемпе тĕп инçекуравăн ЯЛПК малтанхи кăларăвĕсенчен пĕрринче, патшалăхра ятарлă лару-тăрăвăн тĕллевĕсене пĕлтернĕ[13]:
в целях преодоления глубокого и всестороннего кризиса, политической, межнациональной и гражданской конфронтации, хаоса и анархии, которые угрожают жизни и безопасности граждан Советского Союза, суверенитету, территориальной целостности, свободе и независимости нашего Отечества; исходя из результатов всенародного референдума о сохранении Союза Советских Социалистических Республик; руководствуясь жизненно важными интересами народов нашей Родины, всех советских людей
Çакна палăртмалла, çĕнĕ килĕшĕве алă пусса унченхи СССР ертӳ тытăмлăхне пĕтерсен ГКЧП пайташĕсем патшалăхри хăйсен ĕç вырăнĕсене çухатма пултарнă.
«Этем пĕрлĕхĕн шухăшĕ» фонд 1993 çулта ирттернĕ социологи тĕпчевĕсемпе татăçуллă, ытларахăшĕ (респондентсен 29 %) каланипе, ЯЛПК тĕллевĕ влаçа ярса илесси пулнă, çавăнпа вĕсем «Горбачева кăларса ярса» «Ельцина влаçа кĕртесшĕн мар» (29 %) пулнă. 18 % шухăшĕпе, ЯЛПК пайташĕсем этем пĕрлĕхĕн политика тытăмлăхне улăштарасшăн: «Совет Союзне хăварса», «малтанхи, социаллă йĕрке тытăмне» каялла тавăрасшăн, çакна тума «вăрçă диктатурине туса хурасшăн» пулнă.[14]
2006 çулта СССР ПХК председателĕ пулнă Владимир Крючков каланипе ГКЧП влаçа ярса илес шухăшпа тăрмашман[15]:
Эпир Союза аркатакан килĕшĕве хирĕç пулса кĕрешнĕ. Хам тĕрĕс тунине эп туятăп. СССР Президентне хыттăн изоляцилемен пирки, Аслă Канаша патшалăх пуçлăхне хăйĕн ĕç вырăнĕнчен хăтарас пирки ыйтманшăн ӳкĕнетĕп.
ВДВ çарĕсене Павел Грачёвпа унăн çумĕ Александр Лебедь генералсем ертсе пынă. Çакăн чухне Грачёв Язовпа та, Ельцинпа та çыхăну тытнă. Анчах та путчистсем хăйсен вăйĕсене алра тĕрĕслесе тытса тăрайман; çапла, пĕрремĕш кунах Тамань дивизин чаçĕсем Шурă çурта хӳтĕлекенсен енне куçаççĕ. Çак дивизин танкĕ çинче Ельцин хăйĕн майлисене чĕнсе каланă.
Патшалăх инçекуравĕ информацилле пулăшса тăнă (виçĕ тăлăк тăршшипех çĕнĕ хыпар кăларăмĕсенче «реформа курсĕн» ĕлкипе пыракан тĕрлĕ ĕç-пуçра саккуна пăсни тата коррупци акчĕсем пирки ăнлантарнă), ЯЛПК хăй енне ССКП ТК çавăрнă, анчах та ку институтсем тĕп хулари лару-тăрăва улăштарма, ЯЛПК тем сăлтава пула хăйĕн шухăшне хирĕçле этем пĕрлĕхĕн пайне ӳкĕтлеме пултарайман.
Борис Ельцин çурлан 19-мĕшĕнче Раççей гражданĕсем умĕнче каланă чухне ЯЛПК ĕç-пуçне патшалăх пăтăрмахĕ тесе палăртнă[7]:
Пирĕн шухăшпа, çакăн пек вăйпа что такие силовые методы неприемлемы. Вĕсем СССРа, пирĕн хисеплĕхе тĕнче пĕрлехĕнче пĕтĕм тĕнче умĕнче намăса кăлараççĕ, пире сивлек вăрçа тапхăрне тавăраççĕ, Совет Союзне изоляцилеççĕ. Çакна пула эпир влаçа илнĕ комитета (ЯЛПК) саккунсăр пулать. Çавăнпала çак комитетăн пĕтĕм йышăнăвĕпе хушăвне саккунсăр тесе пĕлтеретпĕр
Канашсен çуртне хӳтĕлекен хутшăнакансем ( 1991 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче «Чĕрĕ ункăна» кĕнĕскерсем) «Чĕрĕ Ункă» этем пĕрлĕхлĕ-политика йĕркелевне туса хурать [20] (лидер К.Труевцев).
Канашсен çурчĕ патĕнче йеркеленнĕ тепĕр этем пĕрлĕхĕн политика пĕрлешĕ — «Ырă кăмăллă этем пĕрлĕхĕн патриотсен пĕрлешĕвĕ — Демократи реформисене пулăшакан Шурă çурт хӳтĕлевçисем — „Раççей“ ушкăнĕ».[21]
ЯЛПК пайташĕсем Президент Крымри «Форос» кану çуртĕнче пулнă самантпа уса курма шухăшланă — ăна вĕсем сывлăх хавшакланăвне пула вăхăтлăха влаçран хатарнă.
Ҫӗртме, 17 Горбачёв тата тăххăр республика ертӳçисем Пĕрлешӳ килĕшĕвĕн проектне пăхса тухнă. СССР Министрсен кабинетĕнчи силовиксем - Язов (Çар), Пуго (ШĔМ) тата Крючков (ПХК) - проекта питĕ сиввĕн кĕтсе илнĕ.
Утӑ, 20 — Раççей президенчĕ Ельцин департизацилес хутая кăларать, тепĕр сăмахсемпе, парткомсене предприятисемпе учрежденисенче ĕçлеме чарнă.
Утӑ, 29 Çĕнĕ Огарёвăра вăрттăн Горбачёв, Ельцин тата Казахстан президенчĕ Н. А. Назарбаев тĕлпулнă. Вĕсем çĕнĕ Пĕрлешӳ килĕшĕвĕ çине çурлан 20-мĕшĕнче алă пусма калаçса татăлнă.
Ҫурла, 2 Горбачёв хăйĕн телекалаçăвĕнче Пĕрлешӳ килĕшĕвĕ çине çурлан 20-мĕшĕнче алă пусма калаçса татăлни пирки хыпарлать. Çурлан 3-мĕшĕнче çак чĕнĕве «Правда» хаçатра пичетленĕ.
Ҫурла, 4 Горбачёв КрымриФорос паççулки районĕнчи хăйĕн резиденцине канма каять.
Ҫурла, 17 — Крючков, Павлов, Язов, Бакланов, Шенин тата Горбачёва пулашакан Болдин Варга академик урамĕнчи, 1-мĕш харпăрлавĕнче вырнаçнă «АБЦ» объектĕнче — ПХК хăна резиденцинче — тĕлпулаççĕ. Çурлан 19-мĕшĕнче ЯЛТ кĕртесси пирки, ЯЛПК йĕркелес, Горбачёва кирлĕ хутайсене кăларса е ĕç вырăнĕнчен тухса, хайĕн тивĕç ĕçĕсене Геннадий Янаев вице-президента парса хăварса, Кзахстанран Язовпа калаçма килекен Ельцина «Чкаловский» аэродромра тытса чарма, кайран калаçусем епле вĕçленнине пула ĕç-пуç тăвас пирки калаçса татăлаççĕ.[22]
«Иком» пĕрлĕ йĕркелĕвĕн экономисчĕ, Владимир Усов контр-адмиралăн ывăлĕ [26]
Виççĕшĕ пурĕ те çурлан 21-мĕшĕн каçĕнче Сад Унки тоннелĕнчи инцидент чухне сарăмсăр вилнĕ. 1991 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче СССР президенчĕн М. С. Горбачёвăн хушăвĕсемпе виççĕшне те «демократипе СССР-ти конституци тытăмне хӳтĕлесе маттурлăхпа граждан хаюллăхне кăтартнăшăн» Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисепĕпе вилнĕ хыççăн тивĕçтернĕ.[27]
Пулăмăн çиччĕмĕш çулхи вилнисен асăнăвне, 1998 çулта раççей влаçĕн пĕр элчи те хутшăнман[29]. Çак саманта, çичĕ çул иртсен, Раççейре ГКЧП майлисен шучĕ, Парламентаризм социологи институчĕн хыпарĕпе, 17 %-ран 25 % çити ӳснĕ[29]
«Социологическое мнение» фонд ыйтса пĕлнипе 2001 çулта, ыйтса пĕлнисенчен 61 проценчĕ çеç ЯЛПК пайташĕсен пĕррин те пулин хушаматне калама пултарнă. 16 проценчĕ кăна пĕр хушамата çеç астуса илнĕ. 4 проценчĕ ЯЛПК ертӳçне Геннадий Янаева аса илме пултарнă[30].
Очень больно, что все завоевания, которые были в 1991 году, на сегодняшний день девальвируются и дискредитируются. Чем дальше от нас события августа 1991 года, тем абстрактнее граждане понимают свободу. И совершенно по-другому свободу понимает власть.
2006 çулта «Общественное мнение» фонд социологилле ыйтса пĕлнипе, Раççейре пурăнакан 67 процент (çав шутра çамрăксен 58 проценчĕ) ЯЛПК усă е сиен кӳни пирки уççăн калама пултарайман.[30]
2009 çулта Мускав мэрĕпе Санкт-Петербург правительстви 1991 çулти август пăлхавне асăнса митинг ирттерме чарнă, Мускавра урамсене хупса хурсан çынсене чăрмавлать, Санкт-Петербургра — çак мероприяти пăрăх çинчи ĕçсене кансĕрлет, тенĕ.[33]
^Постановление Верховного Совета Российской Федерации от 22 августа 1991 года «О политической ситуации в республике, сложившейся в результате антиконституционного государственного переворота в СССР»
^Постановления Верховного Совета СССР от 29 августа 1991 года «О ситуации, возникшей в стране в связи с имевшим место государственным переворотом» и от 30 августа 1991 года «О первоочередных мерах по предотвращению попыток осуществления государственного переворота».