Алаев Пётр Иванович
Ҫын пирки | |
Алаев Пётр Иванович | |
Çуралнă вăхăт | 1891 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1979 |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх |
Алаев Пётр Иванович (1891, Ырашпулӑх, Мӑнал вулӑсӗ, Чикме уесӗ — 1979, Ишек, Шупашкар районӗ) — Раҫҫей империйӗн, Граждан тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1913 ҫулта ӑна хӗсмете илнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ, Варшава, Сухачев, Шамардово, Латц патӗнче ҫапӑҫнӑ. 1916 ҫулта унтер-офицер ҫар ячӗ таран ӳссе тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ[2].
Граждан вӑрҫи тухсан каллех ҫара илнӗ. Рига патӗнчи пӗр ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче газпа атакӑланӑ чухне шар курнӑ. Мӗнпур салтак куҫ чирӗпе аптӑрама пуҫланӑ, ҫапла май вӑл Хусанта сипленме тытӑннӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Курскран пуҫласа Берлин таран ҫитнӗ, пехотӑпа уй тӗпелӗн поварӗ пулнӑ[2].
Вӑрҫӑран таврӑнсан каллех хресчен ӗҫӗпе аппаланма тытӑннӑ. Мӗнпурӗ вӑл 10 ҫул хӗсметре пулнӑ, вӗсенчен 6 ҫул хушши ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[1][2].
Вӑрҫӑран таврӑнсан обществӑллӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Колхозра 1966 ҫулччен ӗҫленӗ[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 35-36. — 505 с.
- Миронов, А. Н. Седой Ишакский край : [в 2 ч. / А.Н. Миронов. - Цивильск : Цивильский издат. дом, 2005. - Ч. 2. - 211 с.