Александров Михаил Александрович (авиаконструктор)

Александров Михаил Александрович (ҫур. 1934 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Мӑн Марка, Шупашкар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет авиаконструкторӗ.

Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Михаил Александрович 1949 çулта Мăн Маркари çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтерет, 8-мĕш класа Ишекри вăтам шкула вĕренме кĕрет. Шкулпа сывпуллашсан, çамрăк каччă чарăнса тăмасть, Хусанти авиаци институтне пĕрремĕш курса самолетостроени факультета вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах студентсен конструктор бюровĕнче ĕçлеме тытăнать. 1958 пулас конструктор Хусанти институтран вĕренсе тухать, диплом ĕçне хӳтĕлет. «Вĕçев аппарачĕсене проектлакан» специальнӑҫа алла илнӗ, самолет тăвакан инженер-механик пулса тӑнӑ. Авиаци промышленноçĕ ăна О. К. Антонов патне янӑ.

1958 çултан пуçласа вăл О.К. Антонов патĕнчи пĕтĕм самолетăн проект ĕçĕнче вăй хунă: АН-24, АН-2М, АН-28, АН-38, АН-124 («РУСЛАН») тата ытти те.

Михаил Александров Киев хулинче ӗҫлесе пурăннӑ. Вăл О. Антонов ячĕллĕ наукăпа техника комплексĕнчи пĕрремĕш конструктор пулнӑ[1].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Энциклопедия Чебоксарского района : Александров Михаил (Иоил) Александрович (выр.). Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексей Тимофеев. На берегах Унги-реки. - Чебоксары. 2009.

Каçăсем