Алексеев Михаил Алексеевич (актёр)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Михаил Алексеевич Алексеев
Ӳкерчĕк:М. А. Алексеев (актёр).jpg
Ҫуралнӑ 1917, авӑн, 24
Ҫуралнӑ вырӑн Çĕнĕ Тинкеш ялĕ, Етӗрне уесӗ, Хусан кĕперни, Раççей республики
Вилнӗ 1995, утӑ, 13
Вилнӗ вырӑн Шупашкар Чăваш Республики
Гражданлӑх Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Професси театральный актёр
Хастар ҫулӗсем 1944-1987
Амплуа пукане актёрĕ
Театр Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Наградӑсем
орден Отечественной войны I степени орден Славы III степени медаль «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ

Михаил Алексеевич Алексеев (авӑн, 24, 1917, Çĕнĕ Тинкеш, Етӗрне уесӗ, Хусан кĕперни, Раççей республикиутӑ, 13, 1995, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — совет театр актёрĕ, режиссёр, тăлмач. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ.

Чăваш патшалăх пукане театрне никĕс хураканĕсенчен пĕри[1][2].

Биографи

1917 çулта авăнăн 24-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Çĕнĕ Тинкеш ялĕнче çуралнă. Шкулта пĕлӳ илсен почтальон пулса ĕçленĕ. 1939 çулта Чăваш педагогика институтчĕн рабфакĕнче вĕренсе тухнă.

1940 çулта вăл кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренсе тухнă, отделени командирĕ, взвод командирĕ вырăнне йышăннă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшăннă.

Сцена çине 1944 çулта Чăваш патшалăх филармонийĕ çумĕнчи пуканеçĕсен бригадин актёрĕ пулса тухнă. Ăна вĕрентекенĕ — С. М. Мерзляков театр ĕçченĕ. Чăваш пукане театрĕнче 1945 çулта ĕçлеме тытăннă та 1987 çулчен тăрăшнă. С. М. Мерзляков пьесипе лартнă «Виçĕ тус-тантăш» спектаклĕнче (премьера 1945 çулта акан 15-мĕшĕнче иртнĕ) Жучка тата Кашкăр, кайранрах Хĕл Мучи ролĕсене вылянă.

30 çул ытла театрта ертӳçĕ тата режиссёр-педагог пулса ĕçленĕ. Спектакльсенче 150 ытла роле сăнарланă. 1950-60-мĕш çулсенче С. М. Мерзляков малтан лартнисене çĕнетсе кăларнă.

Чылай хушă чирленĕ хыççăн 1995 çулта утăн 13-мĕшĕнче вилнĕ.

Чысланисем

Асăрхавсем

Каçăсем