Андреев Валерий Васильевич

Андреев Валерий Васильевич (1956 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ, Çĕнĕ Шуртан, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2023 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ, Шупашкар) – чăваш чĕлхи тĕпчевçи,филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.

Кун-çулĕ

1956 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шуртан ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 çулта Вăтакас Татмăшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1974—1976 çулсенче Совет Çарĕнче хӗсметре тӑнӑ[1].

1981 çулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1981—1982 çулсенче Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗнче чăваш чĕлхипе литература тата истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1982 ҫултан вара И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче: ассистент, аслӑ преподаватель. 1987 çулта аспирантурăран вĕренсе тухнă, 1988 çулта «Отглагольное именное словообразование в чувашском языке» темăпа ăслăлăх кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 1990 çултан пуçласа И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалӑх университечӗн чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. 1998 ҫултан университетӑн Патӑрьелӗнчи филиалӗн чӗлхепе истори кафедрин пуҫлӑхӗ[1].

Чăваш чĕлхин сăмах пулăвĕпе морфемикине, пуплев культурипе стилистикине, этнопсихолингвистикăна, чĕлхе тата лититарура меслетне, тăван енĕн культурипе кун-çулне, илĕртӳллĕ чĕлхе пĕлĕвне тĕпченипе палăрнӑ.

2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чылай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Шупашкарта вилнӗ.

Пичетленнĕ ĕçĕсем

  • Андреев, В. В. Сасӑ. Сӑмах. Пуплев. Илӗртӳллӗ чӗлхе пӗлӗвӗ . 1 пайӗ. — Шупашкар, 2000. — 65 с.;
  • Андреев, В. В. Ҫыр та — пӗлсе ҫыр : вӗренӳ пособийӗ / В. В. Андреев, Е. А. Андреева. — Шупашкар, 1998. — 128 с.;
  • Андреев, В. В. Чӑваш терминологийӗ : пӗтӗмӗшле ыйтусем, чӗлхе пӗлӗвӗн терминӗсем : вӗренӳ пособийӗ / В. В. Андреев, М. Г. Данилова. — Шупашкар, 2001. — 231 с.;
  • Андреев, В. В. Сӑмах пулӑвӗн моделӗсем. Аффикс мелӗ : вӗренӳ пособийӗ / В. В. Андреев. — Шупашкар, 2005. — 71 с.;
  • Андреев, В. В. Вопросы теории чувашского словообразования : [монография] / В. В. Андреев. — Чебоксары, 2006. — 101 с.;
  • Андреев, В. В. Отглагольное именное словообразование в чувашском языке : Автореф. дис. на соиск. учен. степ. канд. филолог. наук : Спец. (10. 02. 02) — Языки народов СССР (чувашский язык) / В. В. Андреев. — Чебоксары, 1988. — 20 с.;
  • Андреев, В. В. Феномен языка и речи : [Палиндромия] / В. В. Андреев, М. Г. Данилова. — Чебоксары, 2000. — 55 с[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 А. А. Сосаева. Андреев Валерий Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  2. ^ Андреев, Валерий Васильевич (языковед; 16.02.1956-07.08.2023) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Андреев Валерий Васильевич // Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем : биобиблиографи указателӗ. — Шупашкар, 2006. — С. 11-13;
  • Садал, С. «Анне те кунтах вӗреннӗ» / С. Садал ; А. Абрамов сӑн ӳкерчӗкӗ // Хыпар. — 2011. — 15 нарӑс. — С. 3;
  • Ҫутӑ сӑнарӗ яланах асра юлӗ // Канаш ен. — 2023. — 11 ҫурла/август (№ 31). — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Фомин, Э. Эпир чӗлхеҫ пултӑмӑр / Э. Фомин // Хыпар. — 2006. — 27 нарӑс. — С. 4;
  • Абрамов, А. С. Андреев Валерий Васильевич / А. С. Абрамов, В. П. Прокопьев // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 45;
  • Сосаева, А. А. Андреев Валерий Васильевич / А. А. Сосаева // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 102-103.

Каçăсем